08 августа 2013 г.
Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн çумĕ В.Баймушкин ертсе пыракан ушкăн членĕсем Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи 8 вĕренỹ учрежденийĕнче пулчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, юлашки вăхăтра шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне питĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ. 10 çул каяллахи тапхăрпа танлаштарсан улшăнусем калама çук пысăк. Шкулсен анчах мар, класс ертỹçисемпе вĕренекенсен хушшинче те хăйне евĕрлĕ тупăшу пурри сисĕнет. Камăн класĕ хитререх? Кам стендсене капăртарах хатĕрленĕ? Çакна пахчасенчи чечек клумбисем пĕринчен тепри илемлĕрех пулнинче те курма пулать.
Таяпа Энтри шкулĕ. Асăннă шкулта пулмассерен чуна савăнтаракан ỹкерчĕксем курма пулать. Илемпе капăрлăх, пурнăçланă ĕçсем çултан-çул хушăнсах пыраççĕ кунта. Саккуна пăхăнса шкулăн тĕп алăкĕ умне инвалидсем валли пандус (10500 тенкĕ расхутланă) вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕре комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата хăтлăлатмалли пилотлă проектпа килĕшỹллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе ăшăтакан системăна улăштарнă. Пысăк ĕçсен шутĕнче çавăн пекех шалта туалет (35700 тенкĕ), шкул çулĕчченхи ỹсĕмри ушкăн валли терраса тунине кĕртмелле. Кунта çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 56 ачана кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çав шутран пĕрремĕш класа 6 ача килет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкултан 9 выпускник тухса кайнă. Пĕрремĕшсен класс ертỹçи пулма аслă категориллĕ вĕрентекене - ачасене пĕлỹ тĕнчипе 26 çул паллашма хăнăхтаракан Алевтина Семеновна Смирновăна шаннă. Педагог вĕрентỹ программин çĕнĕ требованийĕсене пурнăçа кĕртме, уроксене ытларах вăйăсемпе усă курса йĕркелеме ĕмĕтленнине пĕлтерет.
Кĕçĕн Таяпа шкулĕ. Комисси членĕсем шкул умне çитсенех çĕнĕ пандуса, шкула кĕрекен тĕп алăка юсанине асăрхарĕç. Классемпе коридорсене сăрланисĕр пуçне шкулăн иккĕмĕш хутри коридорта, котельнăйĕнче линолеум сарма, картлашкана юсама, кĕçĕн çулхисен ушкăнне çỹрекенсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата ытти хатĕрсемпе (пурĕ 16000 тенкĕлĕх) тивĕçтерме пултарнă. Спорт залĕнче хĕр ачасемпе арçын ачасем валли салтăнса тумланмалли уйрăмшар пỹлĕмсем ăсталанă. Çапах та хăш-пĕр çитменлĕхсем те пулчĕç комисси членĕсен куçĕ тĕлне. ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем чылай класри стенасем çинчи обойсене улăштармаллине (хутран хатĕрленисемпе усă курма юрамасть), çутăсем çителĕксĕррине тата лампăсем пĕр тĕслĕ çунманнине палăртрĕç.
Шкула вĕренме кăçал 60 ача (4-шĕ - пĕрремĕш класа) килет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 12 ача вĕренсе тухнă.
Аслă Таяпа шкулĕ. Кунта та пурнăçланă пысăк ĕçсен шутне тĕп алăка юсанине, пандус вырнаçтарнине, шалти туалет тунине кĕртмелле. Шкул ĕçченĕсем çавăн пекех чỹрече рамисене улăштарнă. Столовăйĕнчи тирпейлĕх те тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Кăçал Аслă Таяпасем ачасене апатлантаракан чашăк-тирĕке йăлтах çĕнетнĕ.
2013-2014 çулхи вĕренỹ çулĕнче 50 вĕренекен (4-шĕ - 1-мĕш класра) парта хушшине ларĕ. 9-мĕш класран 7 ача вĕренсе тухнă.
Ырă енсене палăртнă май комисси членĕсен сĕнỹсем те пулчĕç. Кунта та классенче çутăсем çитменнине тата тĕрлĕ тĕспе çуталнине, ытти вак-тĕвеке асăрхарĕç вĕсем.
Чăваш Тăрăм шкулĕнчен яланхиллех çĕкленỹллĕ кăмăлпа тухаççĕ тĕрĕслевçĕсем. Асăннă шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне кашнинчех пысăк яваплăхпа хатĕрленеççĕ. Кăçал спортзал урайне çĕнĕрен сарнă, столовăйĕнчи санузеле юсанă. В.Малов директор асăннă ĕçсене пурнăçлама 26 пин ытла укçа-тенкĕ тăкакланине хыпарларĕ. Шкул столовăйĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни, кунта санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнни курăнчĕ. Кăçал шкулта 57 вĕренекен пĕлỹ илĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 3 выпускник вĕренсе тухнă пулсан, 1-мĕш класа 3 ача килмелле.
Тĕмер шкулĕнче классемпе коридорсене сăрласа илемлетнисĕр пуçне спортзала тĕпрен юсама пуçăннă, урайне улăштарнă. Ашшĕ-амăшĕ 25 пин тенкĕлĕх спонсорла пулăшу панă пулсан, шкул ĕçченĕсем 40 пин тенкĕ тăкакланă. Çывăх вăхăтра юсав ĕçĕсене вĕçлеме шантарчĕ А.Муллин директор. Шкул авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче 53 ачана кĕтсе илĕ, пĕрремĕш класа 3 ача килĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 6 выпускник тухса кайнă.
Аслă Елчĕк шкулĕнче юсав ĕçсем ирттерме пурĕ 117587 тенкĕ расхутланă. Ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕре комплекслă, пĕр вырăнарах тумалли тата хăтлăлатмалли пилотлă проектпа килĕшỹллĕн кунта шкул тăррин пĕр пайне тата чỹречисене улăштарнă. Вĕрентĕве модернизацилес программăна пурнăçласа электронлă журналсемпе дневниксене ĕçе кĕртессипе монтаж ĕçĕсем пурнăçланă, классемпе коридор маччисене çунман сăрăпа сăрланă. Столовăйĕнче анчах санитарипе гигиена правилисене пăхăнман вак-тĕвек çитменлĕхсем пуррине палăртрĕç комисси членĕсем.
Кунта кăçал 185 вĕренекен ура ярса пусĕ, 15-шĕ - пĕрремĕш класа. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 25 вĕренекене пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Елчĕкри искусство шкулĕнче те çĕнĕ вĕренỹ çулне яланхиллех тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çу каçа "тунсăхланă" классем ачасене кĕтсе илме хатĕр.
Елчĕкри ачасемпе çамрăксен "Улăп" спорт шкулĕнче тирпейлĕхпе илемлĕх, хăтлăх хуçалантăр тесе тăрăшни сисĕнчĕ. Çапах та душ кабинисенче, ытти хăш-пĕр пỹлĕмсенче юсав ĕçĕсем вĕçленменччĕ-ха.
Тĕрĕсленĕ пур шкулта та кĕçĕн классене тата йĕркепе палăртнă ытти кабинетсене вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕ. Юсав ĕçĕсене шкулсем ытларах хăйсен вăйĕпе, ашшĕ-амăшĕн тата спонсорсен пулăшăвĕпе пурнăçланине палăртмалла.
Шкул ĕçченĕсем пушар хурал, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тата ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренỹ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Çапла тумасан требованисем çулсерен çĕнелсе те çĕнелсе пынине, ĕç ырана юлсан унăн калăпăшĕ ỹссе те ỹссе пынине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.
Кашни шкул умĕнче тăракан пысăк чăрмав, педагогсен пăшăрхантаракан тĕп сăлтавĕсем - шкулсем ытла пысăк пулни (вĕсене тытса тăма тата юсама, хутса ăшăтма сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланни каламасăрах паллă), ачасен шучĕ çулран-çулах чакса пыни.
Пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк, чăрмавĕсем тĕл пулсах пырсан та педагогсем пуç усмаççĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парса ỹстерсе обществăна юрăхлă çынсем тăвас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, вĕренекенсен ỹсĕмĕ-çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, çĕнĕлĕхсене анлăн пурнăçа кĕртеççĕ. Тавах вĕсене пурне те пархатарлă ĕçшĕн.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: комисси членĕсем Тĕмер шкулĕнче.
Источник: "Елчĕк Ен"