Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнекепе паллашнă.

08 августа 2013 г.

"Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи колхозсем. Ĕлĕкхи тата хальхи" кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитернĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ çынни Илья Иванович Левый.

Çавна май çĕнĕ кĕнекепе паллашнă кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин тата ытти çынсем ял тăрăхĕн библиотекине пухăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кĕнекене пысăка хурса хакланă, И.Левыйăн пурнăç опычĕ пысăк пулнине палăртнă, унăн организаторла пултарулăхне хисепе хунă.

Авторăн пысăк та пултаруллă ĕçне "Труд" ЯХПК ертỹçи В.Германов, ĕç ветеранĕ, "Труд" колхозра зоотехник пулса ĕçленĕ В.Петров, В.Сазонов ĕç ветеранĕ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти Н.Левая вĕрентекен, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи информаципе культура центрĕн ертỹçи О.Муравьева, "АСК-Яльчики" ООО ертỹçи Ю.Галкин, "Эмметево" ООО директорĕ Ю.Лапшин тата ыттисем пысăк хак панă.

И.Левый кĕнеке кăларма пулăшнă çынсене тав тунă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика