Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунĕ çĕнĕ - тĕллевĕ паянхи.

08 августа 2013 г.

Саккунĕ çĕнĕ - тĕллевĕ паянхи.

Пĕлỹ тĕнчинчи пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен вăхăт самаях-ха, çапах шкулсем паян тесен паян хăйсен вĕренекенĕсене кĕтсе илме хатĕрпе пĕрех.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан вĕренỹ пайĕн, пушар хуралĕн, Роспотребнадзорăн, газ участокĕн, полици уйрăмĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн çитсе курнă шкулсемпе ача-пăча сачĕсем чăннипех те çу уйăхĕсенче пысăк ĕçсем пурнăçланă.

Хăвăлçырмари тĕп шкул - районти пĕртен-пĕр йывăç шкул. Çавăнпах тимлĕх ытларах ыйтать. Пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçласа шкулăн маччине шал енчен те, тул енчен те ятарлă хутăшсемпе сирпĕтнĕ, 32 пин тенкĕ расхутланă. Кăçал 52 ача вĕренме килет. Пĕрремĕш класа килекенсем - саккăрăн. Çакă савăнтарать те вĕрентекенсене.

Педагогсем харпăр хăйĕн класĕ илемлĕ те çутă пултăр тесе тăрăшни куç кĕрет. Сăрă лекмен кĕтес çук. Коридора линолеум сарнă, светильниксене улăштарнă. Çавăн пекех сусăр ачасене кĕрсе-тухса çỹреме меллĕ пултăр тесе пандус тунă.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи учительсен коллективĕ вăхăтĕнче çанă тавăрса, кар тăрса ĕçленĕрен шкул паян ура çинче çирĕп тăрать, вĕренỹри çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессишĕн ăнтăлать. Паянхи педагог ачасене вĕрентет кăна мар, вĕсене вĕренме, сывлăхне çирĕплетме, тивĕçлĕ воспитани илме мĕн пур услови пултăр тесе чунне парать. Учительсен вăйĕпе, укçи-тенкипе спортзал урайне тĕпрен улăштарнă.

Ашшĕ-амăшĕпе, спонсорсемпе пĕр чĕлхе тупнăранах классене тирпейлесе çĕнĕ тĕс кĕртнĕ, коридора линолеум сарнă, сĕтел-пукан туянма мехел çитернĕ. Кỹлпуçĕнчи Александровсем биологи кабинетне стенка парнеленĕ.

Кăçал Çирĕклĕ Шăхальти 112 ачана, вăл шутран пĕрремĕшсем виççĕн, тахçантанпа ĕмĕтленнĕ хăтлăх кĕтет: шкулта санузелсене, душевойсене хута яраççĕ. Ку тĕлĕшпе бюджетран 1220 пин тенкĕ уйăрнă.

Территори пирки те каласа хăвармалла. Чечексемпе йывăçсен аллейи, çĕнĕ тимĕр хапха, юмахсенчи сăнарсем кирек кама та хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Урамра çеç мар, шалта та чечексем çав тери нумай ỹстереççĕ ачасемпе вĕрентекенсем.

Çуткỹл шкулĕ чи малтанах илемлĕ, сывлăхшăн усăллă вырăнта ларнипе хăй патне йыхравлать. Территоринче 80 ытла тĕрлĕ усăллă тата çимĕç паракан йывăç çитĕнет. Ю.Лисицын предпринимателĕн йывăçран касса кăларнă ỹкерчĕкĕсем вĕренекенсене те, садике çỹрекенсене те илĕртеççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ шкул шал енчи илемлĕхĕпе, хăтлăхĕпе савăнтарать. Кашни класри стенасем çинче хăйне евĕрлĕ ỹкерчĕксем. Вĕсене мĕнле предмет кабинечĕ пулнипе çыхăнтарнă. Стендсене те çулсерен çĕнетесси çирĕп йĕркене кĕнĕ. Анчах çакăн пек чаплă та илемлĕ, çутă шкулта ачасем сахал. Пĕлỹ кунĕнче, йăлана кĕнĕ пек, пĕрремĕш класс ачи шăнкăрав та параймĕ.

Курнавăшсем кăçал столовăя тĕпрен юсаса çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Çавна май апат блокне тĕпрен юсанă. Çак кунсенче ятарлă бригада 750 пин тенкĕ тăракан хальхи йышши оборудовани лартнă. Апатланмалли пỹлĕмĕн маччисене çĕнетнĕ çĕрте А.Мясниковпа Н.Гладков фермерсем пулăшнă. Классене çĕнĕ тĕс кĕртес тесе жалюзисем туяннă, электрооборудование улăштарнă.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче санузелсем, душевăй кабинăсем тума бюджетран 1220 пин тенкĕ уйăрнă. Елчĕкри "Стройэнергосервис" ООО çак кунсенче строительство ĕçĕсене вĕçлет. Юсав ĕçĕсем пынăран коридорсене сăрлас-тасатас ĕç вăраха тăсăлнă. Кăçал кабинетсенчи чỹречесене улăштарас енĕпе сахал мар ĕçленĕ.

Тăрăм шкулĕ ытти çулхисенчен илемлĕн çуталса ларни инçетренех курăнать. Сăлтавĕ - кивĕ чỹречесене пластикпа улăштарнинче, стенасене шуратнинче. "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ пулăшнипе территорине асфальт сарнă.

Кашни шкул коллективĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илет. Комисси членĕсем асăрхаттарнă пĕчĕк кăлтăксем вара куллен тумалли ĕçсем кăна.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иртнĕ ларăвĕнче "Чăваш Республикин вĕренỹ çинчен" саккунне йышăнчĕç. Асăннă саккун патшалăх вĕренỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачисене ятарлă шкул тумĕпе çỹретес йĕрке пурнăçа кĕрет. Çак ыйтупа районта ака уйăхĕнчех калаçма, ашшĕ-амăшĕпе сỹтсе явма пуçланă. Çĕнĕ Пăвасем Шупашкарти "Аврора" çĕвĕ цехĕпе килĕшỹ тунă. Вĕсем кĕçĕн классенче вĕренекен хĕр ачасене сарафанпа блузка, вăтаммисене юбка тата шурă блузкăпа жакет, вун пĕрмĕшсене хăмăр кĕпепе шурă тата хура саппун çĕлесе пама заказ панă. Арçын ачасен тумĕ яланхиллех - шурă кĕпепе хура е кăвак костюм. Çĕнĕ Пăвасене çывăх кунсенче çĕвĕçсем тумсене çĕлесе парĕç, Курнавăшсене Патăрьелĕнчи çĕвĕ цехĕ формăна пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн çеç çĕлесе ĕлкĕртме пулнă. Вăхăчĕ сахал мар-ха, çанă тавăрса ĕçлесен районти кашни шкул вĕренекенĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне çĕнĕ тумсемпе пырасса шанма пулать. Халĕччен те ашшĕ-амăшĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хăйĕн тĕпренчĕкне çĕнĕ тум илсе тăхăнтартнă. Кăçал вара кашни шкул хăйсене килĕшекен фасонсене суйласа илнĕ. Тум ачасене пĕрпеклетет, çывăхлатать.

Хуларинчен кая мар

Районта шкулчченхи пĕлỹ паракан учрежденисем виççĕ: район центрĕнчи "Солнышко" тата "Чебурашка" тата Çĕнĕ Пăвари "Илемпи". Вĕсемсĕр пуçне кашни шкул çумĕнче пĕчĕккисен ушкăнĕсене уçнă.

"Солнышко" ача садĕнче 14 çын ĕçлет. 9 воспитатель 120 пепкене воспитани, пĕлỹ парать, анлă пурнăçăн пĕрремĕш утăмĕсене тума пулăшать. Кунта ушкăнсене тирпей-илем кĕртнĕ. Кашнийĕшĕ хăйсен ĕç вырăнне мĕнле илемлетме пултарнă - çавăн пек ăшă сăн кĕртнĕ. Стенасем çинче тĕрлĕ стендсем, кайăкĕсем вĕçеççĕ, хĕвелĕ илĕртỹллĕн пăхать... Мĕн пĕчĕкрен илеме курма, туйма вĕрентес тесе клумбăсем çинче вуншар тĕрлĕ чечек ỹстереççĕ. Кăçал столовăйĕнче вентиляци вырнаçтарма, холодильник туянма мехел çитернĕ.

"Чебурашкăри" воспитательсем те пĕринчен тепри мала тинкерекен, шĕвĕрккесене чăннипех те юратса пăхакансем. Кăçал вĕсем çĕнĕ савăт-сапа, ал шăллисем туяннă. 87 ача кăмăллăн çỹрет кунта.

Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача садĕнче 39 шăпăрлан хăтлăх тупнă. Садик ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕпе пĕрле вырнаçнăран икĕ коллектив та территорине тирпей-илем кĕртес тесе ĕçленĕ. Илемлĕх тĕнчене çăлать тени тĕрĕсех, хитрелетнĕ беседкăсенче пĕчĕкскерсем шавлăн выляççĕ. Çавăн пекех столовăйне çĕнĕ плита туяннă, чỹрече рамисене, урайне сăрланă.

Курнавăшри "Ылтăн пулă" ача садĕнче те юсав ĕçĕсем сахал мар пурнăçланă.

Пĕр сăмахпа каласан, ача сачĕсем инçетренех капăр курăнса ларнинче садик ĕçченĕсемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕн тỹпи те пысăк. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ушкăнсенче юсав ирттерессишĕн, хамăр ачасемпе мăнуксене теттесемпе тивĕçтерессишĕн ашшĕ-амăшĕ те тăкакланать. Районта ача садне çỹреме 1,5 çултан пуçласа 7 çулччен 52 ача черетре тăрать. Кăçалхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти 3 çултан иртнĕ мĕн пур ачана шкулчченхи пĕлỹ паракан учрежденисене вырнаçтарма палăртнă.

В.КИРИЛЛОВА.

Комисси членĕсем Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика