05 июля 2013 г.
Хăвăлçырма ялĕнче мĕн ĕлĕкренех Троица кунĕнче чăвашсен икĕ аркăллă кĕпине тăхăннă, тĕрĕллĕ саппунне çакнă, тĕрĕллĕ шурă тутăр çыхнă хĕрсем вăййа тухнă.
Кăçал культура ĕçченĕсем тăрăшнипе юлашки çулсенче манăçма пуçланă йăлана тепĕр хут пуçарса ячĕç. Илемлĕ тăхăннă хĕрсем, тĕрлĕ урамсенчен пуçтарăнса, пĕр ушкăна тăрса, вăйă юррисем юрларĕç.
Кас суханне касмăттăм та,
Çиес килни кастарать.
Эп çак вăййа тухмăттăм та,
Тухас килни кăларать.
Курма килнĕ хăнасем, ватти-вĕтти те пурте вăйă карти хыççăн утрĕç. Пăралуксенче хĕрсен ушкăнĕ чарăнса, çавракан тăрса, алла-аллăн тытăнса юрларĕ, хĕрсене ял каччисем хут купăспа ташлаттарчĕç.
Ĕлĕкрех вăййа Троица кунĕнчен пуçласа Питравччен каланă, тĕрлĕ вăйăсем вылянă.
В.ГАЛКИНА.
Источник: "Елчĕк Ен"