21 июня 2013 г.
Ял халăхĕ çине тăнипе тата вăл вăхăтри "Восход" пĕрлешỹллĕ хуçалăх пулăшнипе Кармал ялĕнчи хоккей площадкине 20 çул каялла тĕпрен юсаса çĕнетнĕччĕ. Çак тапхăрта хоккей вăййине кам кăна выляман пулĕ çак площадкăра. Анчах юлашки вăхăтра вăл палăрмаллах кивелнĕччĕ.
... Кармалпа Элпуç ялĕсем паллă спортсменсемпе пуян. Ку ялсенче çитĕннĕ çамрăксем район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче кăна мар, Раççейре те палăрнă.
Ял çамрăкĕсем çине тăнипех 1975 çулта Кармалти шкул çывăхĕнче ачасемпе çамрăксем хушшинче хоккей вăййине аталантарса ярас тĕллевпе ятарлă площадка тунă. 15 çул хушшинче вăл пĕр кун та пушă ларман. Хĕллехи вăхăтра унта Кармал шкулĕнче физкультура урокне вĕрентекенсем шкул ачисене хоккей вăййин техникине алла илме пулăшнă. Çуллахи вăхăтра вара площадка хăй патне çамрăк футболистсене пуçтарнă.
Нумаях пулмасть ял çамрăкĕсем нимене пуçтарăнчĕç. Вĕсене хавхалантарса пулăшса пыраканĕ - "Эмметево" ООО хуçалăхăн ертỹçи Юрий Михайлович Лапшин. Шăрăх çанталăка пăхмасăрах кунта ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Кун вĕçленнĕ çĕре вара хоккей площадки хăйĕн сăн-сăпатне тепĕр хут улăштарчĕ: хальхинче площадка ураççисене тимĕртен çирĕплетрĕç, çĕрĕшнĕ борт хăмисене строительствăра ятарласа усă курмалли фанерсемпе улăштарчĕç.
Площадка аякранах курăнать, илемĕпе ял çамрăкĕсене хăй патнелле илĕртет. Халиччен те пушă ларманскер, малашне те çак площадка çамрăксен чи юратнă вырăнĕ пуласса шанас килет.
И.ЕГОРОВ, 1989-2006 çулсенче Кармал шкулĕнчи физкультура учителĕ
Источник: "Елчĕк Ен"