Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама вăхăт çук…

30 апреля 2013 г.

Тунсăхлама вăхăт çук…

Элпỹç ялĕнче пурăнакан Раиса Михайловна Лапшинан, тивĕçлĕ канăва тухнăскерĕн, тунсăхлама вăхăт çук. Ир пуçласа каçченех пăрчăкан евĕр канăç мĕнне пĕлмест. Хуçалăхĕ те вĕсен пысăк.

40 çул дояркăра вăй хунă Раиса Михайловна тăван колхозра. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илме тивĕçнĕ.

Вĕсен çуртне кĕрсенех çыхнă, тĕрленĕ чечексен ытамне лекетĕн. Пит шăлли, тутăр, вырăн таврашĕ, чăваш кĕпи тĕрлет вăл. Ăста çутă тĕссене кăмăллани палăрать. Хĕрлĕ, кĕрен, сарă, çутă кăвак, çутă симĕс ытларах. Вăл тĕрленĕ, çыхнă япаласене культура çурчĕсенче ирттерекен выставкăсенче те тăтăшах курма пулать.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 5 ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ.

Пултаруллă, ăста, ылтăн алăллă хĕрарăм ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Н.ЗАХАРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика