Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕ - вĕсенче

11 июля 2012 г.

Шак! Шак! илтĕнет час-часах хытă сасă. Мĕн ку? Кам шаккать? Алăка уçнă май урамах тухать пĕр кĕввĕн янăракан сасă. Кам пултăр? Агунь пичче тем ăсталать ĕнтĕ. Кил хуçи шăтăк витрене тĕплет иккен. Ăста алăллă арçын усăсăр выртакан тимĕр таткине те чун кĕртме пултарать. Вăл ĕмĕрне техникăпа, тимĕр-тăмăрпа вăй хурса ирттернĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Агафон Муравьева пĕлмен, палламан çын çук пулĕ. 84 çулпа пыракан арçын паян та алă усса лармасть. Кил-тĕрешре вăл пырса тĕкĕнмен е туман япала çук. Пурне те хăйĕн ылтăн аллипе ăсталанă. Тирпейлĕ, вырăнлă унăн кашни ĕçĕ. Пурнăç сукмакĕ еплерех пуçланнă-ха унăн? Вун виçĕ çултах Яков Кузнецов тимĕрçĕн пулăшаканĕ _ молотобоец пулнă вăл. Çав вăхăтра Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнăран ĕçлекен кашни çын шутра пулнă. Петя пиччĕшĕ вăрçăра вилни çинчен хыпар илсен хăйне чăн-чăн арçын пек тытакан шкул ачи фронта каясшăн çунса районти çар комиссариатне те çитнĕ. Пиччĕшĕшĕн фашистсене тавăрасшăн çуннă шкул ачи, анчах кам ярĕ ăна вăрçа. Вĕренес шухăшпа малалла çунатланнă Агунь. Алла специальноç илес тесе Мускав облаçне тухса кайнă. Унта вăл механике вĕреннĕ. Инçетре те ĕçрен хăраман чăваш каччи, хушнă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тимĕрçĕ пулăшаканĕнче тăрăшнă вăхăтра куçне айăпланăран ăна салтак ретне тăратасшăн пулман. Анчах мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт хăй ирĕкĕпе çар службине кайнă. Виçĕ çул Тăван çĕр-шыва хỹтеленĕ. Ĕнерхи механик салтак тумне хывнă хыççăнах тăван ялтах механикре вăй хунă. Хуçалăхри йывăр ĕçсене çăмăллатассишĕн канăçнех çухатнă вăл. Хăйĕн ĕмĕрĕнче рационализаторла сĕнỹсем сахал мар тунă. Вĕсен йышĕнче: юр тытмалли, удобрени сапмалли, шăтăк чавмалли агрегатсем тата ытти те. Колхозсем пĕрлешсе пысăклансан Агафон Дмитриевича хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетеççĕ. Çитменлĕхсене çийĕнчех асăрханă вăл, вĕсене пĕтермелли майсене палăртнă. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă Хисеп хучĕсем сахал мар ĕç ветеранĕн. Мухтавшăн çунман вăл. Çиелтен ĕçлеме пĕлменскер, пĕтĕм ĕçе чун хавалĕпе пурнăçланă. Агунь пиччерен киревсĕр, усал сăмахсем илтмен халĕччен. Ерипен, ăнланмалла, çын хăйне тăнлатăр, илттĕр тесе вырăнлă калаçать вăл. Çемьере те сас хăпартса, çынна кỹрентермелли калаçу пулман вĕсен. Мăшăрĕпе, Елена Даниловнăпа, шăкăл-шăкăл пуплеççĕ. Виçĕ хĕрпе ултă ывăл çитĕнтернĕ. Тăхăр тĕпренчĕкĕ те ашшĕ-амăшне итлесе, вĕсем ăс панине тимлесе ỹснĕ. Миçе мăшăр алса-нуски çыхман-тăр Елена аппа ача ỹстернĕ вăхăтра. Халĕ те çыхма ỹркенмест. Сăпайлă хĕрарăм тирпейлĕхпе тасалăха мала хунă, хурать те. Ачисене те çаплах вĕрентнĕ. Çамрăк чухне тĕрленĕ шурă тутăрсем паян та илем кỹреççĕ ват çынна. Татăк пусмасене те ĕçе кĕртет вăл. Сăмавар çине витнĕ чĕнтерне те хăй çыхнă. Хĕр чухне Шуршу хĕрĕ ĕçре пăрчăкан пек вăр-вар пулнипе палăрнă. Ял-йыш ăна ял совечĕн депутатне те суйланă. Муравьевсем ывăл-хĕрĕпе савăнаççĕ. Аслă хĕрĕ, Мария, экономист. Владислав сварщикра, Филоген шоферта тăрăшаççĕ. Венарий архитектор, Красноярск крайĕнче ĕçлесе пурăнать. Андрей _ врач-хирург, Ирина _ врач-терапевт. Витали, аппăшĕ пек, экономист. Евгений _ художник. Людмила Шупашкарта бухгалтер пулса тăрăшать. Хуйхă те аякран пăрăнман çемьерен. Владислав ывăлĕн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен вĕсен ачисене те хăйсен хỹттине илме вăй çитерчĕç вĕсем. Ялта кашни çын ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Агунь пичче нихăçан та хăйĕнчен пулăшу ыйтма килнĕ çынна ахаль кăларса ямасть. Тараватлă ватăн вăйĕ хавшанă пулсан та чунĕ ĕç енне туртăннине палăртать. Ăш пиллĕ ватăсен ырă сĕнỹ-канашĕ темрен те паха. Вĕсен ырă енĕсене вĕренсе, вĕсем пек сумлăн ĕçлесе, ачасене ỹстерсе чыслăн пурăнса ирттересчĕ теççĕ çамрăк мăшăрсем. Пурăнччăр ялти хисеплĕ ватăсем, çул çумне çул хушчăр. Кашни сăмахĕ ахах-мерчен вĕсен. Сумлă ĕç ветеранĕсем пурăннă чухне ял тата илемлĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика