Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэзие кăмăллакансен фестивалĕ

25 мая 2012 г.

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче районти вĕрентекенсемпе шкул ачисем хушшинчи "Поэзи çăлтăрĕсем" фестиваль. Ăна райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ пĕрле йĕркелеççĕ. Кăçал фестиваль юптаруçăсене пухрĕ. Районти шкулсенчи 74 вĕренекен тата 7 вĕрентекен хăйсен пултарулăхне 2 номинацире кăтартрĕç: "Чăваш çыравçисен юптарăвĕсене илемлĕ вуласси", "Автор юптарăвĕсем". Фестивале ачасем йышлă хутшăнни районта сăвă çыракансен тата поэзие кăмăллакансен йышĕ пысăккине çирĕплетет. Ачасен пултарулăхне тупса палăртса вĕсене аталантарсах пынинче тата илемлĕх тĕнчипе утма пулăшнинче шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕретекенсен тỹпи пысăк. "Поэзи çăлтăрĕсем" фестивале кашни конкурсант тĕплĕн хатĕрленнĕ, вĕсенче пĕр хумхану та палăрмарĕ. Çавна май жюри членĕсене çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Юптарусене сăвă çырас йĕркесене пăхăнса хайланине, ăна туйăмпа артист евĕр чуна витермелле тата çĕклентермелле каласа куракана хумхатма пултарнине, сцена çинчи пултарулăха сăнарĕç, чăваш тумĕ тăхăннине те шута илчĕç хаклавçăсем. Пĕрремĕш номинацире 1-4-мĕш классен хушшинче Д.Михеев (Энетепе шкулĕ) çĕнтерчĕ. А.Сусметова (Кивĕ Эйпеç), М.Николаева (Елчĕк) - 2-мĕш, Д.Трофимова (Тăрăм), Т.Павлова (Елчĕк), А.Галкина (Чăваш Тăрăм шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. 5-11 классен хушшинче 1-мĕш вырăна В.Тяптушкин (Аслă Таяпа шкулĕ) тивĕçрĕ. Д.Филимонова (Патреккел), Л.Михеева (Энтепе), Т.Синева (Таяпа Энтри) - 2-мĕш, К.Изратова (Кивĕ Эйпеç), П.Шавкин (Кушкă), В.Тимофеев (Тăрăм), М.Королева (Чăваш Тăрăм шкулĕ) 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Асăннă номинацире вĕрентекенсенчен Е.Векова (Çуткỹл) тата Л.Адюкова (Аслă Елчĕк) палăрчĕç. "Автор юптарăвĕсем" номинацире сăвă хайлама кăмăллакансем тупăшрĕç. Кунта чи пултарулли О.Степанова (Елчĕк шкулĕ) пулчĕ. 2-мĕш вырăнта - К.Виноградова (Патреккел), С.Михайлова (Çирĕклĕ Шăхаль), виççĕмĕш вырăнта - М.Веникова (Кушкă), Л.Маркова (Çирĕклĕ Шăхаль), С.Волкова (Хăвăлçырма шкулĕ), В.Петров (Патреккел шкулĕ). Сăвă çыракан вĕрентекенсенчен Г.Каринкина (Елчĕк), Н.Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), Г.Енейкина (Патреккел), Г.Веникова (Энтепе) чи пултаруллисем пулчĕç. Фестивальте "Елчĕк ен" хаçат (ертỹçи Н.Алексеев) парнисене фестивале çулсеренех хастар хутшăнакан В.Тяптушкин, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн (В.Карчиков) парнине О.Степанова тивĕçрĕç. Уява хутшăннисем "Поэзи çăлăтăрĕсем" фестивале пуçарса çулсеренех ăнăçлă йĕркелесе пыракан чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенне, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн директорĕн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумне Н.Леваяна пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çак мероприяти поэзи енне туртăнакан вĕренекенсен çулне уçса такăрлатса пынине асăнчĕç. Хăнасем шкулти ачасен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Пуçтарăннисене Çирĕклĕ Шăхаль тата ытти шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем музыка саламĕпе савăнтарчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика