|
Вĕрентỹре пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртни куç умĕнче. Вĕсем пĕтĕмпех ачасене пĕлỹ парассине лайăхлатас, çĕр-шыв экономикине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывма пултаракан çынсем ỹстерес ыйтусемпе çыхăннă. 2007 çултан пуçласа пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пур вĕренỹ учрежденийĕ те ĕçшĕн çĕнĕлле тỹлемелли йĕрке çине куçрĕ. Шкулта ĕçлекенсен шалăвĕ никĕс тата хавхалантару пайĕсенчен тăрать. Хавхалантару пайне ĕç пахалăхĕпе кăтартăвĕсене кура параççĕ. Патшалăх çак тытăма ĕçе кĕртсе вĕрентĕве çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе çĕнĕ утăм тунине ырламалла кăна. Çавна май педагогсен яваплăхĕ те ỹсет. Юлашки 3 çул хушшинче пирĕн вĕренекенсем районти 39, республикăри 2 предмет олимпиадисенче призерсен йышне кĕнĕ, республика шайĕнчи 27 пултарулăх конкурсĕнче палăрнă, Раççей шайĕнче лауреатсем пулса тăнă. Хăйсен профессине чун ыйтнипе суйласа илнĕ учительсем ĕçлеççĕ шкулта. 20 педагогран 17-шĕ аслă пĕлỹ, 3-шĕ ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Аслă категориллисем виççĕн. Ачасене паха пĕлỹ, лайăх воспитани парса ăслă-тăнлă тăвас тесен паян ĕнерхинчен икĕ хут ытларах тăрăшма лекет. Вĕрентекенсенчен 40 проценчĕ компьютер пĕлĕвне алла илнĕ, 75 проценчĕ коммуникаци технологийĕсемпе уроксенче анлăн усă курать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 9 педагог аттестаци витĕр тухнă, 5-шĕ тĕрлĕ курссенче тавра курăма ỹстернĕ. Шкулта 2 интерактивлă доска, 3 проектор, 2 экран, 1 ноутбук, 18 компьютер. Педагогсен ĕç стажĕ пысăк, кашниех вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче хăйне евĕр опыт пухнă. Н.Левая, Н.Карчикова Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕлĕх грантне, Н.Васильева вĕрентỹпе воспитанире çĕнĕ мелсемпе анлăн усă курнăшăн тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Г.Чернова ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулнă. Сăмах май каласан, 2011 çулта пирĕн шкул выпускникĕсенчен ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçлĕ пулнисем харăсах улттăн! Вĕсем _ А.Лапшин, пĕр тăван Сергей, Иван, Михаил Лапшинсем, О.Баринова тата О.Карчикова. Пĕрремĕш классене патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн вĕрентме пуçланăранпа шкул пуçламăш класс учителĕсем валли автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсен комплекчĕпе пуянланчĕ. Э.Архипова вĕрентекен çирĕплетнĕ тăрăх, автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ пурри чăннипех ырлăх. Темăна анлăрах ăнлантарма майсем çителĕклĕ педагогăн. Тепĕр ырă пулăма та асăнмасăр иртме çук. Вăл _ шкула çĕнĕ автобус пани. "Ĕлĕк ун пекки çинчен эпир ĕмĕтленме те пултарайман", _ теççĕ çак шкултанах вĕренсе тухнă Кармал, Элпуç, Кỹлпуç, Тĕмер ялĕнчен çỹрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ. Çапла, вĕренỹ учрежденийĕсене те, пуçаруллă ĕçлекен педагогсене те патшалăх пулăшса пыни питех те кирлĕ. Унсăрăн малалла талпăнма, пĕлĕве, тавра курăма ỹстерме йывăртарах. Акă, Н.Карчикова хăйĕн вĕренекенĕпе Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экологсен форумĕн ĕçне хутшăнма пултарчĕ. Уншăн районти вĕрентỹ пайĕ биологи кабинетне компьютерпа тивĕçтерчĕ. Мĕнешкел савăнăç пулчĕ ку учительшĕн те, шкулшăн та. Тепĕр çулах Надежда Антоновна ертсе пыракан 11 класс РФ Патшалăх Думин депутачĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин членĕ П.Семенов пуçарнипе районти шкулсенчи классем хушшинче йĕркеленĕ "Эпир _ чи лайăххисем!" конкурсра çĕнтерсе кабинет валли 19 пин тенкĕлĕх парне çĕнсе илчĕ. Каллех савăнăç! Ытти учительсен ĕçĕсем те курăмлă. А.Краснова кашни ачапа уйрăммăн ĕçлессипе паха опыт пухнă, Л.Павлова уроксенче вăйă технологийĕпе, О.Мясникова, В.Никифорова вĕрентекенсем ИКТ мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Г.Николаева, Н.Чернов, Е.Федорова вĕренекенĕсем предмет олимпиадисенче тăтăшах çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче. О.Осипов физкультурник хатĕрлекен спортсменсем хушшинче республика призерĕсем те сахал мар. Вăл тăрăшнипе шкул çулсерен "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Паян, конкурентлăх пуç пулса тăнă саманара, хăйĕн пултарулăхне çирĕплетме пĕлекен педагог çеç хисепре. Сăн ỹкерчĕкре: Н.Карчиковăпа Н.Левая. |