10 марта 2011 г.
Ĕлĕкрех, эпир çамрăк чухне, Кармал тата Элпуç ялĕсенчи ăста спортсменсем çинчен манăн тăван районта никамах та пĕлместчĕ. 30-40 çул каялла вырăнти "Колхоз ялавĕ" хаçатăн корреспонденчĕсемпе ялкорсем район центрĕнчи вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекен паллă атлетăн тата пысăк тавра курăмлă тренерăн Н.Мальковăн вĕренекенĕсем çинчен ытларах çыратчĕç. Николай Матвеевич хăй вăхăтĕнче çĕр-шывĕпе чапа тухнă çăмăл атлетика енĕпе тĕнче спорт мастерĕсене И.Тихоновпа А.Миллина, СССР спорчĕн мастерĕсене Н.Григорьева, пĕр тăван-йĕкĕрешсене Владимирпа Александр Тихоновсене тата ытти вун-вун республика чемпионĕпе рекордсмена вĕрентнĕ. Паллах, Кармал-Элпуç тăрăхĕнче те физкультурăпа спорта ачаран юратнă çынсем пулнах. Халĕ "Эмметево" ООО - тулли мар яваплă общество директорĕнче ĕçлекен Ю.Лапшин, сăмахран, хĕрĕх çула яхăн каялла Патăрьелĕнчи профтехучилищĕре вĕреннĕ чух ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата 24 килограмлă кире пуканĕсем йăтассипе акатуйсенче вăй виçме пуçланă, 17-18 çулсенчи яшсем хушшинче район чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан Юрий Лапшин сержант Инçет Хĕвел тухăç çар округĕн чемпионатĕнче, çавăн пекех Уссурийск, Амур çинчи Комсомольск хулисенче ирттернĕ тĕрлĕ турнирсенче 68 килограмлă виçере кĕрешсе тăтăшах призлă вырăн йышăннă, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Шел, тăван яла таврăнсан Юрий Михайлович тĕрлĕ сăлтавсене пула нимĕнле ăмăртăва та хутшăнман. Унăн аслă аппăшĕ Раиса та спортра пысăк çитĕнỹсем тума пултарнă. Кармалти тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ чухне ăна йĕлтĕрпе чупассипе те, çăмăл атлетика кросĕн дистанцийĕсенче те никам та çĕнтереймен. - Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне пуçласа Елчĕк районĕнчи çамрăк йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăнтăм, икĕ çухрăмлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çавăн чухне эпĕ спорт мĕн иккенне ăнланма пуçларăм. Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласанах тантăшсемпе пĕрле çырма хĕрринчи çеремлĕ лапамра пĕр-пĕрне хăваламалла, лапталла тата тĕрлĕ вăйăсем выляттăмăр. Вĕренỹ çулĕ вĕçленеспе районти çамрăк кроссменсен ăмăртăвне хутшăнтăм, анчах та унта дистанцие улттăмĕш кăна вĕçлерĕм. Малти вырăнсене ун чухне тăтăшах Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем йышăнатчĕç, - аса илет Раиса Михайловна. Нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп, хăй вăхăтĕнче лайăх тренер аллине лекнĕ пулсан, лара-тăра пĕлмен, çивĕч, илемлĕ ỹт-пỹллĕ хĕр çур ĕмĕр ытла каялла республикăри ăмăртусенче, тен, Раççей чемпионачĕсенче тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕччĕ. Çак уйăхăн 8-мĕшĕнче, шăпах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче, 70 çул тултарнă Р.Лапшина вара ялти тулли мар вăтам шкула пĕтерсенех ашшĕ-амăшĕ пилленипе выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн çăмăл мар профессине суйласа илнĕ. Савнă мăшăрĕпе, Николай Васильевич водительпе, пĕр улшăнмасăр хĕрĕх çул ĕçленĕ тăван колхозра Раиса Михайловна. Малтанхи çулсенче вăл пăрусем пăхнă, вун саккăр тултарнă хыççăн дояркăра ĕçлеме пуçланă. Ĕçне кура чысĕ, теççĕ. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн "Знамя" хуçалăхри, унтан "Восход" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕне сăвакансем хушшинче тăтăшах малти вырăнсене йышăннă Р.М.Лапшина Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, Совет правительствин "Ĕçри хастарлăхшăн" медальне тивĕçнĕ. Раиса Михайловна çавăн пекех - Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Районти сумлă ĕç ветеранĕ тата унăн мăшăрĕ Николай Лапшин ачисемпе те тивĕçлипе мăнаçланаççĕ. Вĕсем пилĕк ывăл çитĕнтернĕ: Валерий, Василий, Александр, Сергей тата Михаил. Пурте вĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче вăй хураççĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех, мĕн пĕчĕкрен ялти хресченĕн йывăр ĕçне хăнăхса тата физкультурăна юратса ỹснĕ. Эпĕ 1966 çулта Канашри педагогика училищине пĕтертĕм. Ун хыççăн Совет Çарĕнче шăп икĕ çул çурă хĕсметре пултăм, унтан Елчĕк районĕнчи тата республикăри тĕрлĕ организацисемпе министерствăсенче, массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсенче вăй хутăм. Ăçта ĕçлесен те мана ытларах Раиса Михайловнăн иккĕмĕш ывăлĕпе Василийпе тĕл пулма тỹр килнĕ. Çитменнине, вăл та ман пекех, яш чухне хăйĕн пĕрремĕш дипломне Канашри педагогика училищинче илнĕ. - Эпĕ пирĕн пата Елчĕк районĕнчен вĕренме килнĕ студентсемпе уйрăмах мухтанатăп. Вĕсем лайăх вĕренеççĕ кăна мар, спортра та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пĕрремĕш курс студенчĕ Вася Лапшин акă çак кунсенче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри çамрăксен чемпионатĕнче çĕнтерчĕ. Сирĕн ентешĕн пуласлăхĕ пысăк, - тенĕччĕ пире вăтăр çул каялла педучилище директорĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Е.Г.Андромонов. Республикипе паллă педагог Евгений Гурьевич нимĕн чухлĕ те йăнăшман. Халĕ СССР тата Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ ятне виçĕ енпе - самбо, дзюдо тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тивĕçнĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспирантне, право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçленĕ В.Н.Лапшин подполковника тăван республикăра кăна мар, çĕр-шыври нумай регионта та лайăх пĕлеççĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла Василий Совет Союзĕпе чапа тухнă В.И.Чапаев ячĕллĕ дивизийĕн тата Полтава облаçĕн (Украина) чемпионĕ ятне спортăн темиçе енĕпе çĕнсе илнĕ. Унтан, 80-мĕш çулсен вĕçĕнче, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физкультура факультечĕн студенчĕ В.Лапшин темиçе хутчен республикăри, Атăл тăрăхĕнчи, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтернĕ, Совет Союзĕнчи Шалти ĕçсен министерствин чемпионатĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ халăхра. Василий Николаевичăн ывăлĕ Николай вун виçĕ çултах Шупашкарти электроаппаратура завочĕн спорт шкулĕн самбо уйрăмне çỹреме пуçлать. Тепĕр виçĕ çултан, 2004 çулта, Н.Лапшин Раççейри чи çамрăк самбистсен чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать, 2007 çулта вара Николай Латвири Лиепая хулинче пулса иртнĕ Европăри çамрăк самбистсен чемпионатĕнче 57 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăнса, ылтăн медале тивĕçет. Раççей спорт мастерĕ Н.Лапшин 57 тата 62 килограмлă виçесенче чи вăйлă самбист шутланать. В.Н.Лапшин подполковникăн шăллĕ Александр вара спорт мастерĕн нормативне ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пурнăçланă. Çакна та палăртма кăмăллă: Ю.М.Лапшинăн ывăлĕсем те - Алексей, Андрей тата Александр - Раççей спорт мастерĕсем. Çапла майпа Кармал тата Элпуç ялĕсенче пурăнакан пĕр тăван Раиса Михайловнăпа Юрий Михайлович Лапшинсен паян пĕтĕмпе ултă пăхаттир-мастер. Республикăри çакăн пек вăйлă та ырă спорт тĕслĕхне эпир урăх пĕлместпĕр. Маттур, Лапшинсем! Эсир Чăваш енĕн чăн-чăн пархатарлă та маттур ывăлĕсем.