27 февраля 2010 г.
"Чăвашрегионгаз" ООО тата "Чăвашсетьгаз" ОАО ертỹçине Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинова Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи тата Канаш районĕнчи Сиккасси ял тăрăхĕнчи суйлавçăсем депутата суйланă. Хăйĕн суйлавçисен шанăçне тỹрре кăларассишĕн çине тăрса ĕçлет вăл. К.С.Мифтахутдинов час-часах виçĕ районти суйлавçăсемпе тĕл пулать, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Елчĕксемпе уйрăмах çывăх депутат. Республика шайĕнче район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма хутшăнать. Икĕ çул каялла депутат тăрăшнипе Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулпа юнашар хальхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекен спорт площадки ỹссе ларчĕ. Кăçал вăл Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти агротехнологи профилĕпе водитель тата тракторист специальноçĕсене вĕренекенсене практика занятийĕсем ирттерме кирлĕ "УАЗ-315142" автомашина парнелерĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарас енĕпе тăрăшнине те пирĕн район çыннисем аван пĕлеççĕ. Хăй те физкультурăпа спорта юратаканскер, вăл Елчĕк, Комсомольски, Канаш районĕсенче кашни çул волейбол турнирĕ йĕркелет. Çак турнир виçĕ районта черетпе иртет. Кăçал ăна депутат пирĕн районта йĕркелерĕ. Нарăсăн 20-мĕшĕнче Елчĕке Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн "Чăвашрегионгаз" ОООн, "Чăвашсетьгаз" ОАОн, Елчĕк, Патăрьел, Канаш районĕсенчи, Шупашкарти "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн командисем пуçтарăнчĕç. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" спорт комплексĕнче турнира савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Турнира хутшăнакан волейболистсене тата куракансене район пуçлăхĕ Н.Миллин, К.Мифтахутдинов, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Командăсен йышĕ пысăк пулнăран вăйăсем физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Улăп" спорт комплексĕнче тата Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спорт залĕсенче иртрĕç. Вăйăсене арçынсен тата хĕрсен командисем хутшăнчĕç. Хĕрсен командисене "Чăвашсетьгаз" ОАО, Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсем тăратнă. "Чăвашсетьгаз" ОАОри тата пирĕн районти волейболисткăсем пĕрремĕш вăйăсенче çĕнтерчĕç, финалта тĕл пулчĕç. Ăсталăх, выляс пултарулăх хăнасен пысăк пулни курăнчĕ, вĕсем тивĕçлипе çĕнтерчĕç. Арçынсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Пĕрремĕш ушкăнра "Чăвашрегионгаз" ОООн команди Елчĕк районĕн пĕрремĕш командине, Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнчи волейболистсене парăнтарса мала тухрĕ. Иккĕмĕш ушкăнра Елчĕк районĕн тепĕр команди Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕн тата Канаш районĕн командисенчен выляса илчĕ. "Чăвашрегионгаз" ООО тата Елчĕк районĕн командисен финалти тĕл пулăвĕ питĕ çивĕч иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăрта Елчĕксем, иккĕмĕшĕнче хăнасем вăйлăрах пулчĕç. Кам çĕнтересси виççĕмĕш тапхăрта çеç палăрчĕ. Унта "Чăвашрегионгаз" ООО волейболисчĕсем ăнăçлăрах вылярĕç, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.Мифтахутдиновăн тĕп парнине çĕнсе илчĕç. Пирĕн командăри волейболистсем, уйрăмах Кỹлпуçĕнчи пĕр тăван Петр тата Олег Дудкинсем, çĕнтерỹçĕсенчен начар мар вылянине курма килнĕ çынсем те палăртрĕç. Малти вырăнсене йышăннă командăсем депутат парнисене тивĕçрĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"