03 марта 2010 г.
Аслă Таяпара ял хуçалăхĕнче пилĕк авса ырă ят çĕнсе илнисемпе пĕрлех наукăра палăрнисем те чылаййăн. Акă, Иван Александрович Гордеев 1981 çулта истори наукисен кандидачĕн диссертацине хỹтĕленĕ. Иван Александрович 1945 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă. 1951 çулта пĕрремĕш класа кайнă. 2 класс пĕтерсен, 1953 çултан пуçласа 1957 çулччен, Вăрнарти санаторире сипленнĕ, унтах шкулта вĕреннĕ. 5 класс пĕтерсен яла таврăннă, тăххăрмĕшччен ялти шкулта пĕлỹ пухнă. 1961 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара Калининград облаçĕнчи Пионерское хулари санаторире сывлăхне çирĕплетнĕ, 1962 çулта санатори шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн Калининградри пединститутăн историпе филологи факультетĕнче пĕлỹ пухнă, 1968 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă. 1968-1974 çулсенче Калининград облаçĕнчи Мамоновори вăтам шкулта истори учителĕнче тăрăшнă. И.Гордеева 1974 çулта Калининградри патшалăх университетне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта Иван Александрович малтанах истори кафедрин аспиранчĕ, ассистенчĕ пулса ĕçлет. 1983 çултан _ аслă преподаватель, 1987 çултан _ доцент. Юлашки вăхăтра, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, асăннă университетăн Раççей историйĕн кафедрин доценчĕ пулнă. И.А.Гордеевăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çула çывхарать, çав шутран 27 çулне вăл аслă шкулсенче ĕçленĕ. Елчĕкри музейра Иван Александровичăн студентсем валли хатĕрлесе кăларнă пособийĕсем пĕрре çеç мар. Кунсăр пуçне вăл тепĕр авторпа Раççейĕн вăрçă хыççăнхи историйĕ çинчен кĕнеке пичетлесе кăларнă. Иван Александрович хăйĕн ĕмĕрне Калининград хулинче пурăнса ирттернĕ. Çак кунсенче хисеплĕ ентешĕмĕр 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пархатарлă ĕçпе палăрнă ентешĕмĕр хăй çуралнă тăван ене манмасть, пирĕнпе çыхăну тытать. И.А.Гордеевăн ашшĕпе амăшне ялта ырăпа аса илеççĕ. Ашшĕ, Александр Александрович, Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхозăн пирвайхи механизаторĕсенчен пĕри. Вăл колхоза чи малтанхи ГАЗ-51 автомашинăна хăваласа килекенĕ. Амăшĕ, Маргарита Михайловна, Тĕмерти пачăшкăн хĕрĕ пулнă, 30-40-мĕш çулсенче тракторпа вăй хунă. Иван Александровичăн мăшăрĕ, Ольга Витальевна, ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçре ирттернĕ. Гордеевсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Наталья тата Екатерина хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнакан ентешĕмĕре вăрăм ĕмĕр сунар.
Источник: "Елчĕк Ен"