Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăштах статистика...

06 марта 2010 г.

Мартăн 8-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Сăлтав тупăннипе усă курса хĕрарăмсем пирки 2002 çулхи халăх çыравĕнче палăртнă статистика пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарни вырăнлă. 8 çул каялла иртнĕ халăх çыравĕн кăтартăвĕсемпе килĕшỹллĕн пирĕн республикăра 705 пин хĕрарăм пурăннине палăртнă. 2009 çул пуçламăшĕнче республикăра пурĕ 1279, 4 пин çын пурăннă. Çав шутран 591, 2 пин (46, 2 процент) арçын, 688, 2 пин (53,8 процент) хĕрарăм шутланнă. 1000 хĕрарăм пуçне шутласан 859 арçын тивĕçет, çав шутран хулара _ 813, ялта 926 арçын. Пĕтĕмĕшле илсен 2009 çул пуçламăшĕ тĕлне хĕрарăмсем, арçынсемпе танлаштарсан, 97 пин çын ытларах пулнă, çав шутран 70 е унтан та аслăрах çулхи хĕрарăмсем 51,1 пин е 2,5 хут ытларах шутланнă. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем, хăйсен çулĕсенчи арçынсемпе танлаштарсан, ытларах пурăнаççĕ, сыхланса юлаççĕ. Пенси çулне çитнĕ вăхăта çакна тата уççăн курма пулать. Малтанхи перепись кăтартăвĕсем çакна çирĕплетсе параççĕ: 60 çултан иртнĕ вăхăт тĕлне хĕрарăмсем арçынсенчен 2 хут, 70 çултан иртнĕ хыççăн 2,5 хут ытларах шутланаççĕ. 100 çула çитекенсем хушшинче те ытларах хĕрарăмсем. 2002 çулхи халăх çыравĕ тĕлне аслă тата ятарлă пĕлỹ илнĕ хĕрарăмсем, арçынсемпе танлаштарсан, ытларах пулнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ вĕрентỹ тата социаллă сферăсенче тăрăшнă. 2002 çулхи кăтартусем тăрăх кĕçĕн классене вĕрентекенсем хушшинче 99,8 процент, 5 _ 7 классене вĕрентекен учительсем хушшинче 83,3 процент хĕрарăмсем пулнă. Пирĕн республикăра пурăнакан хĕрарăмсем _ анлă тавра курăмлă, ăслă та пултаруллă, хăйсене пур ĕçре те лайăх енчен анчах кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа вĕсене кирек хăçан та шанма пулать. Кăçалхи юпа уйăхĕн 14 _ 25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес ĕçе хастарлă кăмăл-туйăмпа хутшăнса пире пысăк пулăшу кỹрессе шанса тăратпăр. Республикăра пурăнакан хĕрарăмсене пурне те çуркуннехи уяв, Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, палăртнă тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçусем сунатпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика