10 марта 2010 г.
Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ О.Карсаков районти хуçалăхсем 2010 çулхи çур акине ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Канашлу кунĕ тĕлне хуçалăхсем 648 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килнĕ. 9 хуçалăхра вĕсем çур аки ирттерме çителĕклĕ. Анчах К.Маркс, Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Арланово", "Родник", "Марс" хуçалăхсенче çур аки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем питĕ сахал хатĕрленĕ е пачах кỹрсе килмен. Минераллă удобренисене пĕлтĕрхинчен нумайрах _ пурĕ 962 тонна саппасланă. 11 хуçалăхра ("Прогресс", "Комбайн", "АСК _ Яльчики", "Эмметево", "Яманчурино", "Труд", "Колос", "Сатурн", "Знамя", "Рассвет", "Свобода") минераллă удобренисем çителĕклĕ таран хатĕрлесе хунă. Ытти хуçалăхсенче çурхи культурăсене апатлантарма удобренисем пачах çук. Кăçалхи çур акинче акса хăварма 34481 центнер вăрлăх хывса хăварнă. Çав шутран 21350 центнерĕ кондицие ларнă. Вăрлăх пахалăхĕ Ленин ячĕллĕ, "Аранчеево", "Кушкă", "АСК-Яльчики" хуçалăхсенче япăххине асăнчĕ ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ. Районĕпе куллен кашни ĕнерен 13,4 килограмм (пĕлтĕр 12,5 кг) сĕт сăваççĕ. Чи пысăк сăвăм "Яманчурино" ОООра _ 17,9 килограмм. "Прогресс", "Комбайн", "Победа" хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕсем те пысăк. Çав вăхăтрах "Арланово", "Родник" хуçалăхсенче сăвăм пĕчĕк. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра районти хĕрарăмсен фестивалĕ иртнĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ăна кăçал ытти çулхисенчен лайăхрах йĕркеленине палăртрĕ, фестивале йĕркелесе ирттерекенсене тав турĕ. Ял хуçалăх производствинче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн "Яманчурино" ООО директорĕ В.Рахмуллин, çак хуçалăхри Н.Петров водитель Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çавна май район пуçлăхĕ Н.Миллин вĕсене саламларĕ, малашне те ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
Источник: "Елчĕк Ен"