Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Акă, Вăкăр çулĕ хыçа юлчĕ, Тигр çулĕн малтанхи кунĕсем те сисĕнмесĕр иртеççĕ. Çавна май иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетсе хамăрпа туслă çыхăну тытакансене ятран аса илмесĕр, вĕсене тав тумасăр май çуках. Хаклă вулаканăмăрсем, эсир "Елчĕк ен" хаçат хăвăра килĕшнине пĕлтеретĕр, вырăнти лару-тăрупа паллаштаратăр, ĕçри пултаруллă çынсен ырă тĕслĕхĕсене çутататăр, сĕнỹ-канашсем паратăр, ыйтатăр _ пире çывăх тус, юлташ вырăнне хуратăр. Эсир пирĕнпе çыхăну татманни, паллах, пире питĕ савăнтарать, малалла ĕçлемешкĕн вăй-хăват хушать. "Елчĕк ен" хаçатра эпир районăн кулленхи пурнăçне, ỹсĕмĕсене çутататпăр, ялсенчи çĕнĕ хыпарсене пĕлтеретпĕр. Эрнере икĕ хутчен тухса тăракан хаçатра çĕнĕ хыпарсем çав тери нумай. Пĕрре те пĕр вырăнта тăмасть пурнăç урапи, шав малалла чупать. Район хаçачĕ _ самана таппин тĕкĕрĕ. Унăн кулленхи утăмĕпе хăватлăн та вашаватлăн утса пыма пире тĕрлĕ ялсенчи обществăлла корреспондентсем пысăк пулăшу параççĕ. 2009 çулта редакцие 917 çыру килнине регистрациленĕ. Ялкорсем районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕнчи ырă улшăнусене вăхăтра пĕлтерсе тăни савăнтарать. Хаçата пуян содержаниллĕ тума пулăшнăшăн хамăрăн яланхи авторсене ят-хушаматран палăртса тав тăвас килет. Аслă Елчĕкри вăрçăпа ĕç ветеранĕ П.Печков сакăр теçетке çула хыçа хăварчĕ пулсан та алăран авторучка ямасть. Маттурах хаклă ĕçтешĕмĕр, сĕнỹ-канашсем парса та пулăшать. Аслă Елчĕкри В.Кассирова учительница тивĕçлĕ канăва тухсан пирĕн пата çыру хыççăн çыру çырма пуçларĕ. Ватă хаçатпа туслă çыхăну тытма пуçланăшăн епле савăнмăн! Таяпа Энтринчи О.Миронова та юлашки çулсенче чун канăçне хаçатра тĕрлĕ темăсемпе статьясем çырса тупнине туйса илтĕмĕр. Пĕрремĕш статья пичетленесси кăна _ ыттисем вара хушăнсах пычĕç унăн. Курнавăшри ашшĕпе ывăлĕ, хĕрĕ _ Николайпа Вячеслав Кругловсем, В.Воронова, Аслă Пăла Тимешри Н.Кудрявцев, Елчĕкри А.Тимофеев, Н.Малышкин, А.Сорокин, Л.Зайцева, А.Молоствов, В.Майков, П.Тремасов, В.Демьянов, Кỹлпуçри В.Сазонов, А.Осипова, Аслă Елчĕкри В.Вастулова, Энтепери А.Михеева, Л.Маркова, Пăва хулинчи П.Кириллов, Çĕнĕ Эйпеçри Н.Мустаев, Патреккелĕнчи Т.Захарова, Н.Вершков, Г.Енейкина, Кушкăри А.Портнова, Çĕнĕ Пăвари Л.Егорова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Левая, Н.Ефимова, Çỹткулĕнчи Е.Никифорова, Тăрăмри Л.Енедерова, Тĕмерти О.Марков, Чăваш Тăрăмĕнчи В.Краснова, З.Фомкина, Шупашкарти Б.Борлен, С.Ермакова, О.Сазонов, В.Петров (Питрав) тата ытти вун-вун тус-юлташ район хаçачĕн. Çавăн пекех РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн, прокуратура ĕçченĕсем нумай статья çыраççĕ, хăйсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене вулакансене пĕлтереççĕ. Шел пулин те, хаçата килекен кашни çырăвах пичетлейместпĕр. Унăн сăлтавĕсене çырусен тишкерĕвĕнче пĕлтерсех тăратпăр, çапах та кама та пулин тав туса е тăванĕсене, çывăх çыннисене çуралнă кунпа, юбилейпа саламласа çырнă çырусем редакцие килсех тăраççĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче А.Носов, Н.Баранов, А.Архипов, В.Петров, В.Мижеров пенсионерсем районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче сипленсе сывалса тухнине пĕлтерчĕç. Çавăнпа та тухтăрсене, медсестрасене тав тăвасшăн вĕсем. Çак çырăва пичетлеймерĕмĕр. Сăлтавĕ _ тав тăвасси, çуралнă кунпа саламласси тỹлевлĕ пулнинче. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи И.Левый пенсионер унчченех хаçатпа туслă. Интереслĕ, шухăша яракан статьясем çырать. Малашне те унран паха материалсем кĕтетпĕр. Юпа уйăхĕнче сумлă ватă "Пасар е ярмăркка _пĕрех, вĕсем халăха кирлех" ятпа статья ярса пачĕ, анчах ăна хаçатра кун çути кăтартаймарăмăр. Сăлтавĕ _ çыру каярах юлса çитнинче. Çирĕклĕ Шăхалĕнче пасар уçăлни пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Шăмалакри ватăсенчен килнĕ çыру та кун çути кураймарĕ. Ваттисен кунне уявлани çинчен çырнă хыпара кая юлса пĕлтернĕ пенсионерсем. Çавăнпа та вулакансене тепĕр хут аса илтерес килет: пĕр-пĕр мероприяти иртнĕ хыççăнах алла авторучка тытăр, унсăрăн кая юлатăр. Кивелнĕ хыпар вара никама та интереслентермест. Пулăшу ыйтса çырнă çырусем те килеççĕ редакци почтине. Вĕсем çине хуравсем илес тесе эпир çырусене компентентлă органсене ярса паратпăр. Ертỹçĕсем хуравĕсене тỹрех авторсене пĕлтереççĕ, ытти вулакансене те интереслентерме пултарать пулсан вара хаçатра пичетлетпĕр. Çырăр пирĕн пата, кĕрсе тухăр. Яланах пĕрле пуласчĕ пирĕн. Кăçал тата çĕнĕ туссем нумайрах тупас шанчăка та çухатмастпăр эпир. |