Ачалăх, шкул çулĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Ачалăх çинчен аса илнĕ май шкулта вĕреннĕ çулсем, тус-юлташсем, вĕрентекенсем куç умне тухса тăраççĕ. Асатте-асанне пулса тăрсан та кашни çын ачалăха, шкулта вĕреннине ăшă кăмăл-туйăмпа аса илет. Çакă Тĕмерте шкула уçнăранпа 130 çул çитнине паллă тума пуçтарăннă уявра уйрăмах палăрмалла пулчĕ. Унта халĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, тĕрлĕ çулсенчи выпускниксем, кунта ĕçленĕ педагогсем, хăнасем йышлă пуçтарăнчĕç. Иртнине аса илетпĕр Шкул директорĕн И.Сидорован шкулăн 130 çулхи историйĕ, кунта вĕреннĕ, ĕçленĕ çынсем, коллективăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа памалли пайтах пулчĕ. Шкула 1979 çулта Хусан кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕ тата кĕпĕрнери училищĕсен канашĕ ирĕк панипе Теччĕ уесĕнчи земство уçнă. Малтанах вăл вак халăхсен пуçламăш училищи пулнă. Вĕренме икĕ çулта пĕр хутчен илнĕ. 1899 çулта икĕ класлă шкул туса хунă. 1920 çултанпа вăл тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкул, 1937 çултанпа 7 çул вĕренмелли шкул, 1960 çултанпа 8 çул вĕренмелли шкул, 1990-2005 çулсенче вăтам шкул пулнă. 2005 çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул шутланать. Тĕрлĕ çулсенче вĕренекен ачасен йышĕ те улшăнса пынă. Пирвайхи çулсенче шкула 30-а яхăн ача çỹренĕ. 19-мĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче шкулта Тĕмер чиркỹ прихутне кĕнĕ ялсенчи 100-е яхăн ача пĕлỹ пухнă. Çак тапхăрта вăл кỹршĕллĕ ялсенче пĕртен-пĕр шкул пулнă. Малтан училище уйрăм çын çуртĕнче вырнаçнă. Темиçе çултан çеç ун валли уйрăм çурт туса лартнă. Вăл чиркỹ çумĕнче ларнă. 1920 çулта шкул Тĕмер чиркĕвĕн пачăшки валли ятарласа тунă виçĕ пỹлĕмлĕ çурта куçнă. 1975 çулта кирпĕчрен икĕ хутлă, 392 ача вĕренмелли шкул туса лартиччен класс пỹлĕмĕсем ялăн виçĕ енчи уйрăм çуртсенче вырнаçнă. Шкулăн пĕрремĕш учителĕсем Никита Григорьевич Григорьев, И.В.Зайцев, Анисия Ивановна Веселова, Троицкая пулнă. Çак учительсенчен И.В.Зайцева уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чĕмпĕрти Чăваш шкулне пĕтерсен 1883-1885 çулсенче Тĕмер шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Вăл ертсе пынипе шкул çумĕнче участок уçнă. Унта ачасене тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерме вĕрентнĕ. Каярахпа И.Зайцев темиçе çул Аслă Таяпари шкулта, унтан пенсие тухичченех Комсомольски районĕнче ĕçленĕ, ăна "РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă ачасем каярахпа паллă çынсем пулса тăнă. Иван Герасимович Кузнецов (1880 - 1940 ç.ç.) революци хыççăн партипе совет органĕсенче ĕçленĕ, литература ĕçĕнче те палăрнă. 20-30-мĕш çулсенче "Сенĕк" псевдонимпа çивĕч статьясем, сăвăсемпе калавсем çырнă. Унăн виçĕ ачи 20-30-мĕш çулсенче Ленинградри патшалăх университетне пĕтернĕ. Аслă ывăлĕ, Григорий Кузнецов _ Кели, поэт, критик чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Пĕр тăван Жирновсем _ Виктор, Анатолий, Александра педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. Виктор Васильевич пурнăçăн пысăк пайне Камчатка облаçĕнче пурăнса ирттернĕ. Ăна "РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ" ят панă. Александра Васильевна Тĕмер шкулĕнче 40 çула яхăн ĕçленĕ. Вĕсен шăллĕ, Анатолий Васильевич, ятарлă вăтам, аслă пĕлỹ илнĕскер, пĕр тапхăр учительте тăрăшнă, "Коммунизм ялавĕ" хаçатра ĕçленĕ, пысăк шанчăк паракан çамрăк поэт шутланнă. Шел, вăл çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă. Ял çинче Сапожниковсем те ырă ят-сумлă. Николай Васильевич мĕн пенсие тухичченех Приморье крайĕнче учительте ĕçленĕ. Владимир Васильевич - Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ. Валерий Васильевич Сапожников та республикăра паллă çын. Нумай çул комсомол, совет органĕсенче тăрăшнă, Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕнче ĕçленĕ, халĕ _ тĕп хулари Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ. Солинсен ывăл-хĕрĕсем те пурнăçра пысăк çитĕнỹсем тунă. Николай Иванович Солин _ физикăпа математика наукисен докторĕ, Михаил Иванович - çĕршывĕпе паллă инженер, рационализатор. Унăн ĕçĕсемпе ют çĕршывсенче те усă кураççĕ, халĕ иккĕшĕ те Екатеринбург хулинче пурăнаççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Ивановна Галкина, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри уйрăмне вăтăр çул ытла ертсе пырать. Шкултан вĕренсе тухнă, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче палăрнă çынсен хушамачĕсене нумай асăнма пулать. Хальхи вăхăтра Тĕмер шкулĕнче 71 ача вĕренет. Вĕсене 13 учитель пĕлỹпе воспитани парать. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Шкул манăçа тухмасть Шкул коллективĕ хăнасене, кунта ĕçленĕ, вĕреннĕ çынсене тарават кĕтсе илчĕ. Вĕсем вара районти, республикăри тĕрлĕ ялсемпе хуласенчен килнĕ. Пухăннисене чи малтан район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. Вăл Тĕмер ялĕ хăйĕн чиркĕвĕпе тата шкулĕпе мухтанма пултарнине палăртрĕ. Шкул коллективне çамрăк ăрăва тарăн пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре малашне те тăрăшса ĕçлеме сунчĕ, учительсемпе техника работникĕсене Хисеп грамотисем парса чыс турĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, "Труд" ЯХПК ертỹçи В.Германов шкул ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Эпир çỹлерех асăннă пĕр тăван Владимир тата Валерий Сапожниковсем, чылайранпа хулара пурăнаççĕ пулин те тăван яла, тăван шкула манмаççĕ. Ялпа шкул пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Патреккелте пурăнакан Анастасия Антоновна Ястребова кĕçех 90 çул тултарать. Вăл Тĕмерте çуралса ỹснĕ, учитель профессине алла илсен районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене 44 çул вĕрентнĕ. Тăван шкул 130 çул çитнине паллă тăвасси çинчен хаçатра вуласа пĕлнĕ хыççăн чăтса тăрайман, çула тухнă. Ватă учитель шкулта хăйĕн вĕренекенĕсене те курма пултарчĕ. Вĕсенчен пĕри _ Ф.Козлова. Вăл та тăван ялта вĕреннĕ, кунтах нумай çул çамрăксене пĕлỹ панă, халĕ тивĕçлĕ канура. Е.Григорьева ялти 7 çул вĕренмелли шкула 59 çул каялла пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ нумай сăвва вара халĕ те астăвать. Вĕсене нимĕçле, вырăсла, чăвашла вуларĕ ватă хĕрарăм. А.Солин шкулта 30 çула яхăн ĕçленĕ, çав шутран 24 çулне педагогика коллективне ертсе пынă. Халĕ Аслă Пăла Тимешре пурăнакан В.Зайцев учитель ĕçне Тĕмерте пуçăннă, вăл директор пулнă вăхăтра шкулăн хальхи çуртне туса лартнă. Иккĕшĕ те вĕсем шкулшăн нумай ĕç тунă. Аса илмелли, каласа памалли иккĕшĕн те нумай пулчĕ. С.Александрова та педагогика училищи пĕтернĕ хыççăн Тĕмере килнĕ те мĕн пенсие тухичченех шкулта тăрăшса ĕçленĕ. Унăн сăмахне те уява килнĕ çынсем тимлĕн итлерĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайне ертсе пынă Н.Ильина, район прокурорĕ Н.Муллин, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри филиалĕн ертỹçи З.Галкина, Шупашкарти пĕр заводри цех начальникĕ А.Федоров, ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ Р.Крылова тата ыттисем хăйсене вĕрентнĕ учительсене аса илчĕç, вĕрентсе ăс панăшăн тав турĕç, шкул коллективне ăнăçусем сунчĕç. Шкул коллективĕ уява хатĕрленсе пысăк ĕç туса ирттернине, хăнасене ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса янине палăртмасăр иртеймĕн. Тавах шкулта ĕçлекенсене. Учительсем, вĕренекенсем, Шупашкартан килнĕ артистсем юбилее килнĕ çынсем, ял-йыш валли концерт кăтартни те ырă пулăм. |