Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ПАТТĂР ПУЛСА ÇУРАЛМАÇÇĔ — ПАТТĂР ПУЛСА ТĂРАÇÇĔ»

16 декабря 2022 г.

«ПАТТĂР ПУЛСА ÇУРАЛМАÇÇĔ — ПАТТĂР ПУЛСА ТĂРАÇÇĔ»

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта «Паттăр пулса çуралмаççĕ — паттăр пулса тăраççĕ» ятпа тĕлпулу иртрĕ. Калаçăва учительсемпе вĕренекенсем тата çак шкултан вĕренсе тухнă Антон Долгов хутшăнчĕç. Антон Владимирович 2021 çулта Санкт-Петербургри Михайловски çар артиллери академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă.

Калаçăвăн тĕп тĕллевĕ ачасене Тăван çĕршыва юратма тата хаклама, унпа мăнаçланма вĕрентесси, ентешсен паттăрлăхне çỹллĕ шайра тытасси пулчĕ. Кашни çыннăнах иртнĕ вăхăтри тата хальхи геройсен ячĕсене, асаттесемпе мăн асаттемĕрсен паттăрла ĕçĕсене пĕлмелле, асра тытмалла.

Хăйĕн калаçăвĕнче çакна «Хăюлăхшăн», «Çар ĕçĕнче палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ офицер çирĕплетрĕ:

— Ачаранах Тăван çĕршыва юратăр, аçăр-аннĕре хисеплеме вĕренĕр. Йывăрлăхсен умĕнче нихăçан та пуçа усмалла мар, кашни çыннăн чăтăмлăхпа чун çирĕплĕхĕ пулмалла. Çав вăхăтрах çынлăх пахалăхĕсене аталантармалла, спортпа туслă пулса хăюллă та патвар çитĕнмелле.

Антон Аслă Елчĕк шкулĕнчен 2016 çулта вĕренсе тухнă. Вĕрентекенсене, хăйĕн класс ертỹçи пулнă Любовь Адюковăна тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани панăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕ вăл.

Л.АДЮКОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика