Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АТАЛАН ТА ÇĔКЛЕН, ЧЕЧЕКЛЕН, ЫТАРСА ЫТАРМИ ЕЛЧĔК ЕН!

09 декабря 2022 г.

АТАЛАН ТА ÇĔКЛЕН, ЧЕЧЕКЛЕН, ЫТАРСА ЫТАРМИ ЕЛЧĔК ЕН!

Района йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине халалласа иртнĕ эрнекун йĕркеленĕ уяв пур ыр çынна та пĕрле пуçтарчĕ. Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, паян та кунта ĕçлесе пурăнакансемпе хăйсен шăпине ытти вырăнсемпе çыхăнтарнă ентешĕмĕрсем, тĕрлĕ çулсенче яваплă вырăнсенче ĕçлесе район аталанăвĕшĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнă сумлă ĕç ветеранĕсем хăйсене унта хутшăнма йыхрав панине, паллах, хапăл тусах йышăннă…

Тĕп «кил хуçи» — район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый чи малтан уява аякран килсе çитнĕ хăнасене (вĕсем сахаллăн мар, пурĕ 70-е яхăн çын) чăваш йăли-йĕркипе тараватлăн кĕтсе илчĕ. Пурин пит-куçĕ те савăнăçпа тулнă, тĕл пулнăшăн хĕпĕртенĕскерсем, пĕр-пĕрин аллине хыттăн-хыттăн чăмăртарĕç — вĕсен чун-чĕрисене тăванлăх туйăмĕ пĕрлештерчĕ.

Чĕннĕ хăнасенчен ытларахăшĕ, пĕлсе тăрсах, культура çуртне палăртнă вăхăтран маларах та çитме тăрăшрĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ку чухне районта пурăнакан çынсен пултарулăх ĕçĕсемпе, вырăнти йăла-йĕркепе çыхăннă çĕнĕрен те çĕнĕ курав экспозицийĕсемпе тĕплĕнрех паллашма пулнине пĕлеççĕ. Яланхиллех ăнăçлă пулса тухнă тĕп библиотека ĕçченĕсен «çимĕçĕ» те кăсăклантарчĕ. «Чечеклен, юратнă тăван ен», «Вĕсене Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ» куравсенче район кун-çулĕн кашни тапхăрĕ, производство новаторĕсемпе пултарулăх лаççинче палăрнă ентешсем çинчен тĕплĕн пĕлме пулчĕ. Искусство шкулĕн вĕрентекенĕсем тĕрлĕ инструментсемпе музыка произведенийĕсемпе паллаштарни те фойене пырса кĕрсенех чуна тыткăнларĕ, тĕпелерех иртме хистерĕ тата уяв чаплăн иртессе систернĕнех туйăнчĕ.

…Район 95 çул тултарни Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене иртнине тепĕр хут аса илме хистет. Елчĕк районне ВЦИК Президиумĕн 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çирĕплетнĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Советсен организациллĕ 1-мĕш съезчĕ 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче пулса иртнĕ. Çав тапхăртан тытăнса районăн утса тухнă çул-йĕрĕнче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Апла пулин те уявра лайăххи, çитĕнỹсем çинчен ытларах калаçас килет. Район пурнăçĕнче, малтанхи вăхăтран пуçласа çак таранчченех, ял хуçалăх отраслĕ тĕп вырăн йышăнать. Урăхла каласан, пире çĕр-аннемĕр тăрантарать, вăлах тумлантарать те. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе çулран-çул анлă çул хывакан ял хуçалăх организацийĕсенче усă куракан çĕр лаптăкĕсенче ака, вырма ĕçĕсене кирек хăш çанталăк условийĕнче те чи кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма мехел çитереççех. Кăçал та ял хуçалăх культурисене 41265 гектар çинчен туса илнĕ, çав шутран 23694 гектарне тĕш тырă культурисем йышăннă, ампар виçипе шутласан пурĕ 85798 тонна, 1 гектар пуçне 36,8 центнер тырă туса илнĕ, рекорд шайĕнче тесе палăртнă тухăç район юбилейĕ тĕлне пысăк парне пекех пулчĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри продукци туса илме те мĕнпур услови çителĕклĕ. Анчах кун-çул тăршшĕпе çырăнса пынине тишкерес пулсан, пирĕн асаттесемпе асаннесен, аттесемпе аннесен пĕрлешỹллĕ хуçалăхри ĕçе йĕркелесе пырассишĕн нумай тар кăларма тивнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Чи малтан вĕсенчен кашниех вăрçă хыççăнхи выçлăхпа чухăнлăхран хăтăласси пирки ĕмĕтленнĕ мар-и? Колхоз хирĕпе фермăсенчи лару-тăру та, паллах, çакăнтан кая мар пăшăрхантарнă вĕсене. Çурлапа вырса пуçтарнă кĕлтене тăпачăпа çапса тырăллă пулни çинчен аслă ỹсĕмри çынсем каласа кăтартнине сахал мар илтме тỹр килнĕ. Каярах çав кĕлтесене йĕтемре вырнаçтарнă молотилкăпа, унтан трактор сĕтĕрекен комбайнпа пухма тытăннă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм хире тенĕ пекех вăкăрпа е ĕнесене кỹлсе сухаланă. Пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе пĕве çитеймен ачасен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Колхоз хирĕнчен пухса кĕртнĕ тыр-пула фронта ăсатнă.

Вăрçă хыççăнхи каярахри çулсенче районти чылай колхоз пахча çимĕç тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе тимленĕ, чăх-чĕп çитĕнтерсе çăмарта сутнă, аш-какай валли усă курнă, сурăх ĕрчетнĕ, вĕлле хурчĕ тытнă, хăма çуракан рамăпа армансене тата çăм тапакан машинăсене те тухăçлă ĕçлеттерме пултарнă. Пĕр сăмахпа каласан, ял хуçалăхĕнче вак-тĕвек отрасль пулман. Патреккелсем, тĕслĕхрен, Пăла таврашĕнчи лаптăксенче ĕлĕкрен тухăçлă арпус, дыня çитĕнтернипе палăрса тăнă. «Слава» колхозăн пур бригадисенче те пыл туса илмелли план-заданисене кашни çул туллин пурнăçланă, Çĕнĕ Эйпеçсем пахча çимĕç тата вĕсен вăрлăхĕсене (сухан, кишĕр, помидор, хăяр) нумай туса илсе патшалăха та, колхозниксене те сутнă. Аслă Елчĕкре хăмла çитĕнтернĕ. Строительство ĕçĕсене те анлăн йĕркелесе пынă: фермăсемпе тырă кĕлечĕсем анчах мар, культурăпа йăла çурчĕсене хута янă. Гурий Тябуков фронтовик председатель пулса ĕçленĕ çулсенче Ленин ячĕллĕ хуçалăха чи малтан СССР Правительствипе обществăлла организацисен Хĕрлĕ Ялавне ĕмĕр асăнмалăх панă. Çав вăхăтри колхозниксемшĕн вăл хаклă тупра пекех шутланнă, паллах. Мĕншĕн тесен вĕсем ун чухнех хăмач ялава куç шăрçи пек упрама тупа тунă — чĕркуçленсе чуп тунă-çке. «Победа» колхоз ĕçченĕсене тивĕçнĕ Ленин орденĕ, Кĕçĕн Шăхалĕнчи «Новое Ищеряково» тата «Слава» колхозсем çĕнсе илнĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, çавăн пекех района пĕр хутчен анчах мар тивĕçнĕ Асăну ялавĕсем те халăхăн хастарлăхĕпе кăтартуллă ĕçне уçăмлăн палăртаççĕ.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтак Ворошилов ячĕпе хисепленекен (каярахпа «Победа») колхоза ертсе пынă Василий Зайцев тухăçлă тыр-пул çитĕнтерсе хуçалăха Совет Союзĕпе чапа кăларни те ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче.

1943 çулта «Победа» колхоз фронта пурĕ 1200 пăт, çав хисепрен председатель хăй шучĕпе 117 пăт тырă ăсатнă. Колхоза Патшалăх оборона комитечĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялавне парса чыс тунă. 1945 çулта Василий Зайцева Ленин орденĕпе наградăланă, 1948 çулта «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ, ун чухне вăл 36 çулта анчах пулнă. Район историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă çакăн пек фактсене, ытти отрасльсемпе илсен те, тата нумай илсе кăтартма пулать .

Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкĕнче иртекен тăван районăмăрăн 95 çулхи юбилейне паллă тума Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Петр Красновпа Юрий Попов, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Михаил Михайловский, Сиднейра иртнĕ 2000 çулхи XXVII Олимп вăййисене хутшăнса бронза медале çĕнсе илнĕ Владимир Андреев, КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи АПК ветеранĕсен канашĕн членĕ Василий Шадриков, Шупашкарти Елчĕк ен ентешлĕхĕн ертỹçи Юрий Карпов тата ытти нумай хăна хутшăнни уяв ят-сумне тата ỹстерчĕ. Сцена çинчен каланă вăхăтра та, уйрăм тĕл пулура та вĕсем чи малтанах хăйсем Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ỹснишĕн мăнаçланнине пĕлтерчĕç. Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан çынсем ырми-канми ĕçленине, мухтавлă ĕç традицийĕсене, халăхăн культура пуянлăхне типтерлĕн тытса пынине палăртрĕç. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, ума лартнă тĕллевсене пĕрле пурнăçласа пыма, района малалла аталантарас ĕçе хастар хутшăнма сăмах пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарассинче пысăк тỹпе хывнă, общество ĕçĕн хастарĕсене «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕпе чыслани те уяври тĕп самант пулса тăчĕ. Ят-сума тивĕçнисем эпир пурте лайăх пĕлекен, пархатарлă ĕçĕпе палăрнă çынсем: Антонина Александрова, Владимир Андреев, Владимир Меметов, Михаил Михайловский, Юрий Попов, Виктор Степанов, Алевтина Федорова, Гурий Федоров. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш — ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Колхоз ялавĕ» (халĕ — «Елчĕк ен») хаçат редакторĕ пулнă Анатолий Тимофеев та пур.

Уявра ытти сумлă наградăсем те чылай пулчĕç. Аслă Елчĕкри ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Зоя Печкова тата Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вера Турхан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн ĕçри çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» мухтав паллине, «Чăвашъенкрахмал» ООО директорĕ Александр Кудряшов, «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инесса Воронова, «Сатурн» ЯХПКри Петр Купташкин тĕп зоотехник, «Чăвашъенкрахмал» ОООри кадрсен пайĕн пуçлăхĕ Зинаида Яковлева Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Александр Малов оператор, Елена Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Вениамин Теллин механизатор, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем — Александр Филипповпа Алексей Шадриков, «Победа» ООО директорĕн çумĕ Сергей Чернов Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, ĕç ветеранĕсем — Роберт Бобылевпа Анатолий Молоствов, Геннадий Борисовпа Николай Малышкин Елчĕк ен ентешлĕхĕн сумлă парнисене тивĕçрĕç.

Уяв концерчĕ те, чăннипех, чаплă иртрĕ. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Шупашкарти ентеш-артистсем (Полина Борисова, Алексей Московский, Антонина Лукина,Тамара Ишмуратова, Георгий Смирнов, Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, Алина Варна, Ольга Кондратьева, Юрий Кашкăр, Ф.Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищин вĕрентекенĕ Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» ансамбль, «Икĕ тус» дуэт (Тамара Боброва тата Татьяна Ставинская) хутшăннипе пысăк концерт кăтартрĕç. Уяв тивлечĕпе Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем ĕç хыççăн каçхине те концерт курса киленме пултарчĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика