Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАРСĂР ЙĂХРАН

03 ноября 2022 г.

ХАРСĂР ЙĂХРАН

2007 çулта Мускавра Раççейри çар тата граждан авиаци çыннисем çинчен «Авиационная энциклопедия в лицах» кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта авиаци маршалĕсен, Совет Союзĕн виçĕ хут Геройĕсен — Иван Кожедуб тата Александр Покрышкин, тĕнчипе паллă авиаконструктор Андрей Туполев тата ыттисен ячĕсемпе юнашар пирĕн ентешĕн, Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ авиаци полковникĕн Иван Теньковăн ячĕ те пур.

Теньковсем — харсăр, чапа тухнă йăхран. Аслашшĕ — Анисифор Осипович — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ пулнă. Çакна 1943 çулта икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, 1944 çулта Ленин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăлани ĕнентереççĕ. Салтаксен пысăк пĕлтерĕшре шутланнă «Хăюлăхшăн» (1943) медальне те хушмалла кунта. Уйрăм разведротăн кĕçĕн командирĕ 200 яхăн разведка операцине хутшăннă.

Михаилпа Мария Теньковсен çемйи йышлă пулнă: виçĕ ывăл та тăватă хĕр ỹссе çитĕннĕ. Иван Михайлович 1957 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăл мĕн пĕчĕкрен аслашшĕ пек паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта тăрăшса вĕренни, спортпа çирĕп туслашни, йĕркеллĕ те тирпейлĕ пулни ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулăшнă та ял ачине. Вăл Волчанск хулинчи летчик-инструкторсем хатĕрлекен, Саратоври, Сызраньти çарпа авиаци училищисенчен, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнчи, Забайкальски, Аткарски, Балашоври çар чаçĕсенче службăра тăнă, рядовойран пуçласа авиаци чаçĕн командирĕ таран ỹснĕ.

Иван Теньков полковник Ми-1, Ми-2, Ми-8, Ми-24, Ми-26 йышши вертолетсене «алла вĕрентнĕ», 4000 ытла сехет вĕçнĕ. Афганистанри çапăçусене хутшăнса 258 хутчен сывлăша çĕкленнĕ. Тĕрĕслев тапхăрĕсем миçе пулнине шутласа та пĕтерме çуккине палăртрĕ вĕçевçĕ.

Йывăрлăх умĕнче пуç усма хăнăхман офицер 1998-2019 çулсенче Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çут çанталăк инкекĕсене сирсе ярас ĕçĕн авиацийĕнче ырми-канми тăрăшнă. МЧСăн çĕршыври тата чикĕ леш енчи 72 çăлав тата гуманитари операцийĕсене хутшăннă. Çурçĕр Кавказри терроризма хирĕç кĕрешес операцисенче те пулнă. Унти ĕç-хĕлпе çыхăннă 358 вĕçев çăмăллăх çинчен каламасть.

Запасри полковник 4-мĕш çул Раççей МЧСĕн Владимир облаçĕнчи Тĕп управленийĕнче авиацин пилотсăр вĕçев тытăмĕпе мĕнле усă курнин йĕркелỹпе тĕрĕслев пайĕн начальникĕнче вăй хурать.

Иван Теньковăн хăюлăхпа паттăрлăхшăн тивĕçнĕ наградисене те палăртса хăвармаллах. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Мухтав (икĕ хутчен) орденĕсемпе наградăланă. Медальсемпе кăкăр çине çакмалли знаксен шучĕ çирĕме яхăн. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2006 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн И.Тенькова «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл В.В.Путин Президентăн тата МЧС министрĕ пулнă С.Шойгун Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕç пулнă. Раççей Оборона министерствин ятран панă награди — хĕç-пăшал та пур.

Н.МАЛЫШКИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика