08 апреля 2022 г.
Çур аки пуçланиччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çакна кура хальхи вăхăтра ял хуçалăх организацийĕсенче тăрăшсах хĕрỹ тапхăра хатĕрленеççĕ. Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕпе Валерий Падуевпа тĕл пулсан та чи малтан çак ыйтусем тавра сăмах пуçартăмăр.
Умри йывăрлăхсене парăнмасăр пурнăçпа тан малалла утăмлакан — çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан ертỹçĕрен, паллах, ытти ĕçсем пирки ыйтса пĕлмелли те сахал мар.
- Хальхи вăхăтра ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ программăсем темĕн тĕрли те пур. Техника туяннă чухне пулнă тăкакăн 40 процентне каялла тавăрса панипе усă курса эсир юлашки çулсенче хуçалăхри техника паркне çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисемпе пуянлатассипе нумай вăй хунине пĕлетпĕр. Çаксем пирки, Валерий Петрович, тĕплĕнрех пĕлме пулĕ-и?
- Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕ пĕтĕм пурнăçа çĕнетсе улăштарнинчен тĕлĕнмелли çук — çапла пулмалла та. Малашлăх — ĕç тухăçлăхĕпе производство кăтартăвĕсене кирлĕ шайра йĕркелесе пырасси те пĕтĕмпех çĕнĕлĕхсене алла илнипе çыхăннă тесе шутлать кирек хăш ертỹçĕ те. Ку чухне АПК отрасльне аталанма патшалăх та нумай пулăшать. Ял халăхне хавхалантарас тĕллевпе çирĕплетнĕ çак майсем ялан пулмасса та пултарĕç. Çаксене шута илсе эпир тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе май пур таран усă курассине тĕп тĕллевсен шутне кĕртетпĕр. Тĕрлĕрен ял хуçалăх техникине туяннăшăн 2020 çулта субсиди шучĕпе 12 миллион та 389 пин тенкĕ, 2021 çулшăн 19 миллион та 329 пин тенкĕ укçа парса пулăшни пысăк тĕрев пулчĕ. Çак укçана тĕлли-паллисĕр сапалас шухăш çук, унпа çĕнĕ ĕçсене пуçăннă çĕрте усă куратпăр.
- Юлашкинчен мĕнле техника туяннă?
- КПК-9,9 йышши ака комплексĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пирĕн 2 единица пулчĕç. Пĕрремĕшне 2 çул каялла туяннăччĕ. Çакă малашне вырма ĕçĕсене тата ăнăçлă йĕркелеме май парасса шанатпăр. Мĕншĕн тесен хуçалăхăн ĕç калăпăшĕ пысăк. Ỹсен-тăран культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 1300 гектар, çав шутран 800 гектарĕ — тĕш тырă. Ыттине выльăх апачлĕх культурăсем йышăнаççĕ. Рапс тата кукуруза валли кашни çул кирлĕ таран лаптăк уйăратпăр. Малашне выльăх апачĕ пухса кĕртнĕ çĕрте те Дон-680 йышши комбайнпа усă курăпăр. Ăна кăçал туянтăмăр. «Россельмаш» заводра туса кăларнă 400 лаша вăйĕпе танлашакан Бюлер Версетаил-2400, МТЗ-1221 Беларус йышши трактор, çĕре çавăрмасăр сухалакан çĕнĕ йышши плуг, улăма вĕтетнĕ çĕрте усă куракан КРК-145 йышши агрегат — пурте вĕр çĕнĕ, техника паркне те илем кỹреççĕ вĕсем.
- Техника паркне илем кỹреççĕ тенĕрен, Валерий Петрович, сирĕн хуçалăхри паркăн пысăк территорийĕ те юлашки çулсенче сăн-сăпатне улăштарнине — çĕнелсе илемленнине пурте асăрханă.
- Иртнĕ ырă вăхăтра кирпĕчрен купаланă, речĕпе ларса тухнă çỹллĕ гаражсемпе юсав мастерскойĕн çи виттийĕсем, механизаторсен çурчĕ, кунтах вырнаçнă столовăй юлашки çулсенче самай кивелсе юхăнма тытăннине пурте кураттăмăр ĕнтĕ. Анчах вĕсене çĕнетме малтан алă çитеймерĕ пулас. Халĕ вара кунта пысăк ĕçсене йĕркелесе яма пултарнине курса савăнатпăр. Гаражсемпе мастерскойсен тăррисене кăна, пурĕ 2300 тăваткал метртан кая мар, çĕнĕрен çутă калай витрĕмĕр. Унсăр пуçне, столовăйне те палламалла мар çĕнетсе улăштартăмăр.Çитес вăхăтрах механизаторсен çуртне юсама тытăнатпăр, пысăк юсав мастерскойне те газпа хутса ăшăтмалла тăвасшăн.
Сăмах май каласа хăварас пулсан, фермăра та юлашки çулсенче пысăк реконструкци ĕçĕсене нумай туса ирттернĕ. Малашнехи тĕллевсем те пысăк.
- Техникăсăр пуçне, хĕрỹ тапхăрта чи кирли — ГСМ, минераллă удобренипе вăрлăхсем. Кадрсем çителĕклĕ-и?
- 35 тонна дизель топливи кỹрсе килнĕ. 250 тонна минераллă удобрени пур. Вĕсем ака ĕçĕсене ирттерме çитмелле. Инспекцие тĕрĕслеме тăратнă вăрлăх пĕтĕмпех ака кондицине ларнă. Çав шутра кăçал туяннă 110 тонна — элита вăрлăх.
Хальхи вăхăтра патшалăх енчен техника туянма кайнă тăкака анчах мар, элита вăрлăхшăн та, çĕр пулăхне пуянлатма усă куракан мероприятисене пурнăçлама та субсиди парса пулăшни хавхалантарать, тăрăшса вăй хума хистет.
Кадрсен тĕлĕшĕпе чăрмав пулмалла мар тесе шутлатăп. Ака комплексĕсен хуçисем — Василий Капсуловпа Сергей Шепинов, уй-хирте ытти техникăна ĕçлеттерекен механизаторсем те шанчăклă. Вĕсене эпир пурне те лайăх енĕпе анчах палăртатпăр. Апла пулин те ака ĕçĕсене инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси — чи кирли. Çын сывлăхĕпе пурнăçĕнчен хакли урăх мĕн пултăр…
Источник: "Елчĕк Ен"