28 января 2022 г.
Район администрацийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.
Ларăва Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. 2021 çулта районта чрезвычайлă инкек пулман, пушарсен шучĕ чакнă. Гражданла хÿтĕлев тата пушартан хÿтĕленес енĕпе темиçе тапхăрпа тренировкăсем тата вĕренÿсем иртрĕç. Вĕсен вăхăтĕнче яваплă подразделенисем – медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем хăйсен ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе пынине, инкеке вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирме хатĕррине çирĕплетсе пычĕç.
– Инкек-синкеке асăрхаттарасси, кирек хăш лару-тăрура та хамăра тытма пĕлесси халăхăн та чи малтанхи тивĕçĕ пулмалла. Хамăрăн тата çывăх çынсен сывлăхĕшĕн те, пурлăхшăн та яваплă пулнине пирĕн яланах асра тытмалла, – палăртрĕ Виталий Максимович.
Малалла вăл тĕрлĕ инкеке çул пама пултаракан пулăмсенчен асăрханас тĕллевпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.
Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. 2021 çулта район территорийĕнче 21 пушар пулнă /2020 çулта – 29/. Виçĕм çул пушарта пĕр çын вилнĕ пулсан, пĕлтĕр çын пурнăçĕ татăлман. Вут-кăвар кÿнĕ тăкак 755,5 пин тенкĕпе /565,1 пин тенкĕ/ танлашнă. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ – çынсем çулăмпа, кăмакасене хутнă чух, электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнинче.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕр пушар та пулман. Çапах та унăн шучĕ Елчĕк тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен территорийĕсенче палăрмаллах ÿснĕ. Аслă Елчĕкре 2020 çулта пушар тухман пулсан, иртнĕ çул 2 пушар алхаснă.
Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев пушарпа кĕрешес тата ăна профилактикăлас енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун районта пушарпа кĕрешекен тата çак инкеке асăрхаттаракан 2 организаци – пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ тата Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 21 çын тăрăшать. Чаçре хальхи вăхăтра 3 ваканси пур – 2 водитель тата караул начальникĕ кирлĕ. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех муниципалитет пушар хурал чаçĕсем пур. Вĕсенчен иккĕшне «Рассвет» тата «Яманчурино» хуçалăхсем хăйсен вăйĕпе тытса тăраççĕ пулсан, ыттисем халăх вăйĕпе тытăнса тăраççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ вара халăхран укçа-тенкĕ пуçтарнипе пĕрлех вырăнти бюджетран та нухрат уйăрать. Василий Николаевич ял тăрăхĕсенче пушара хирĕç кĕрешес енĕпе иртнĕ çул пурнăçланă ырă ĕçсем çинчен те, çитменлĕхсем пирки те каларĕ. Пĕлтĕр Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче «Пуçаруллă бюджет» программăпа пушар автомашини валли ăшăнакан гараж хăпартса хунă. Аслă Таяпасем те ăшă гаражлă пулнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пулăшăвĕпе вĕсем котельнăй пулнă усă курман объекта тĕпрен юсаса пушар машинине унта вырнаçтарнă. Пысăк ĕçсен шутне «Рассвет» ООО хуçалăх вăйĕпе вырăнти пушар деповĕн хапхисене улăштарнине те кĕртмелле.
– «Пуçаруллă бюджет» программа ĕçленĕ тапхăрта маларах асăннă ял тăрăхĕсен ырă тĕслĕхне ĕçе кĕртсе Аслă Пăла Тимеш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче те ăшă гараж çĕклесен питĕ аван пулĕччĕ. Хальлĕхе вĕсен автомашинăсене тара илнĕ гаражсенче тытма тивет. Харпăр гараж пулсан арендăшăн тÿлесе тăккаланмалла та пулмĕ, – палăртрĕ шухăшне В.Григорьев.
Сăмах май, Курнавăшра тата «Рассвет» ЯХПКра пушара сÿнтерме тĕп пушар автомашинипе пĕрле хушма цистерна валли трактор тата тепĕр автомашина тытса тăраççĕ.
Калаçăва Николай Глухов та хутшăнчĕ. Вăл республикăра пулса иртнĕ пушарсем, чрезвычайлă лару-тăрусем çинче чарăнса тăчĕ. Халăх асăрханусăрлăхне пула пушарта инкек тÿсет, вĕсенче ушкăнпа е çемйипех вилнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Юлашки вăхăтра çынсем сĕрĕм тивнипе те час-час пурнăçран уйрăлаççĕ. Сăлтавĕ – кăмакасен юсавсăрлăхĕнче, халăх кивĕ, срокран тухнă газ хуранĕсемпе усă курнинче, тĕтĕм тухакан çулсене тивĕçлĕ пăхса тăманнинче тата ытти те. Кăмакасене тата тĕтĕм çулĕсене тĕрĕс мар купаланипе е вырнаçтарнипе, вăхăт иртнĕ май кирпĕчсем пусăрăннăран е тĕрлĕ енне куçнăран, тăм тĕпреннĕрен пулнă шăтăксенчен вут-çулăм тухнипе те нумай пушар пулать. Видеороликпа усă курса республикăри аварипе çăлав службисен ĕçĕпе, вĕсем усă куракан техникăпа та паллаштарчĕ Николай Иванович. Регионти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен тытăмсем – «112 тытăм» тата «Хăрушсăр хула», «РАСЦО» пирки те каласа кăтартрĕ вăл.
Ларăва Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ. Вăл пушара хирĕç кĕрешес, пушар машинисене, пушар гидранчĕсене, шыв управĕсене тата башньăсене тивĕçлĕ тытса тăрас енĕпе тимлĕ пулмаллине, вĕсен вырăнĕсене кăтартса паллăсем лартмаллине палăртрĕ. Ку енĕпе пушар хурал ĕçченĕсен анчах мар, ытти профилактика субъекчĕсен те çанă тавăрса ĕçлемелле. Ватăсемпе инвалидсен, пĕччен пурăнакансен, ăнăçсăр çемьесен хуçалăхĕсене, пушă ларакан çуртсене тĕрĕслес енĕпе ятарлă рейдсем ирттернин витĕмĕ пысăк. Хĕллехи вăхăтра вара урамсене юртан вăхăтлă тасатса тăрас ыйту çивĕч. Ялсенчи урамсене хырнă чух вĕсен вĕçĕсене трактор-автомашинăна, уйрăмах пушар машинине чăрмавсăр çаврăнма та вырăн тумалла.
Лару вĕçĕнче Виталий Рыбкина, электричество сечĕн службинче тата пушар хурал ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăракан сотрудниксене – Леонид Львова, Геннадий Тикушева, Анатолий Петрова райадминистрацин Хисеп, Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Л.Левый Г.Тикушева саламланă самант.
Источник: "Елчĕк Ен"