03 декабря 2021 г.
Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шкул хыççăн тăван ялĕнче юлнă, механизаторта ĕçлеме пуçланă, çар хыççăн та тăван хуçалăхах таврăннă, хурçă учĕпе вăй хунă. Пултаруллă çынна малтан машинăпа трактор бригадине ертсе пыма шаннă, каярахпа Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн тилхепи те унăн аллине куçнă. Хисеп Палли орденĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Чернов 2008 çулта хресчен-фермер хуçалăхне чăмăртанă.
Йывăр тапхăр
‒ Владимир Федорович, сирĕн ĕç биографийĕ 1976 çулта трактористра вăй хума пуçланинчен тытăннă. Ку енĕпе ăçта пĕлӳ илтĕр?
‒ Тракторист специальноçне ун чухне вăтам шкулти ĕç урокĕнчех алла илме май пурччĕ. Хуçалăхра ĕçлеме пуçласан мана чи малтан гусеницăллă тарактор шанса пачĕç. Вунă çул тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ хыççăн мана коллектив трактор бригадин бригадирне суйларĕ. Çак тивĕçе 16 çул пурнăçларăм. Çĕнĕ должноçра ‒ механикре ‒ чухне пайтах çул çӳреме тиврĕ: Чаллă Çырти, Волгоградри трактор завочĕсенчен техникăн саппас пайĕсене турттартăм.
‒ Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче сире Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертӳçине суйланă. Пуриншĕн те паллă: çав вăхăт нихăш енĕпе те ăмсанмалла марччĕ.
‒ Хуçалăх хавшанăччĕ, малтанхи чапне, вăйне çухатма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Председателе лариччен пĕр çул коммерци ĕçĕпе аппаланса пăхрăм. Çак ĕçе те тĕрлĕ хуçалăха техника пайĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăнтарнăччĕ. 2001 çулта хуçалăх ĕçченĕсем ертӳçе улăштарас шухăшлă пулчĕç. Мана, ĕмĕрĕпех вырăнта вăй хунă механизатора, унтан механикре ĕçленĕскере, ЯХПК председательне суйларĕç. Çичĕ çул тар тăкрăм. Кусем те йывăр тапхăра лекрĕç. Специалистсем, механизаторсем, фермăра ĕçлекенсем çитместчĕç, пурте тенĕ пекех вăрăм укçа шыраса Мускава, ытти тăрăха ĕçлеме çӳретчĕç. Ĕçлекенсене вăхăтра шалу пама чăнахах майсем çукчĕ, бартерпа аппаланма тиветчĕ. Ял хуçалăх таварĕсем питĕ йӳнĕ пулчĕç. Хуçалăх тытăнса юлтăр тесе тĕрлĕ майпа ĕçлеме тăрăшрăм: Шупашкарти сăра завочĕпе çыхăну йĕркелерĕм, унта тата ытти предприятие урпа сутса тытăнкаласа тăтăмăр. Çав çулсем хуçалăхшăн чăннипех питĕ йывăр пулчĕç.
‒ Хуçалăх арканчĕ-и?
‒ Çук, хуçалăх пĕтмен, çапах манран парăмсемпе юлчĕ. Пултарнă таран çичĕ çул туртрăм хуçалăха, анчах ун хыççăн председательтен хам ирĕкпе тухрăм.
Куç хăрать те алă тăвать
‒ Хресчен-фермер хуçалăхне çав çулах йĕркелерĕр-и?
‒ Çав çулах. Механизаторта, председательте ĕçленĕ чухнехи çыхăнусем те пулăшрĕç. Хуçалăхран пĕр кивĕ ДТ-трактор илнĕччĕ. Ăна тĕпрен юсанă хыççăн йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ятăмăр, арăмăн шăллĕн те трактор пурччĕ, унпа усă куртăмăр. Иккĕмĕш сыпăкри тăван Николай Герасимов та чылай пулăшрĕ. Çапла майпа çав çуркунне хуçалăхăн сухаланмасăр выртнă 200 гектар çĕрĕ çинче тырă акса хăварма пултартăмăр.
‒ Паянхи куна усă куракан лаптăка миçе гектара çитертĕр?
‒ Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ӳстерсе пыма пултартăмăр. Хальхи вăхăтра 506 гектар çĕрпе усă куратпăр. Татах илме хирĕç мар, анчах пушши, усă курманни ку тăрăхра урăх çук.
‒ Фермер ĕçĕнчи чи ăнăçлă çул хăшĕ пулчĕ?
‒ 2012 çул. Хамăр вăйпа «МТЗ-80» трактор, ытти агрегат туянма пултартăмăр. 2014 çул та начар мар килсе тухрĕ: тыр-пул тухăçĕ самай савăнтарчĕ. Çав çул лизинг мелĕпе тепĕр трактор – «Беларуç 12-21» ‒ илтĕмĕр, унтан ‒ çĕре çемçетекен культиватор. Çапла майпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ура çине тăтăмăр. Гаражсем, тыр-пул упрамалли склад турăмăр. Унта 1200 тонна тырă вырнаçать. Хуçалăх усă курман тепĕр кĕлете юсарăмăр. Пĕлтĕр тыр-пул пуçтаракан «НОВА 340» комбайнлă пултăмăр, ăна 5 миллион та 600 пин тенкĕ парса туянтăмăр. Республикăн патшалăх программипе килĕшӳллĕн унăн хакĕн 40 процентне тавăрса пачĕç. Çак майпа усă курни пире самай пулăшрĕ. Кăçал та çĕнĕ «МТЗ 1523» трактор илтĕмĕр, унăн хакĕн 40 процентне те патшалăх саплаштарчĕ.
‒ Патшалăха тырă сутатăр-и?
‒ Сутатпăр. Пĕр вăхăт тырă хакĕ питĕ йӳнĕччĕ. Кăçалхи тухăç савăнтарсах каймасть, çапах хакĕ аптрамалла мар: урпана ‒ 15 тенкĕпе, çурхи тулла 16 тенкĕпе сутатпăр. Шупашкарти элеватора 200 тоннăна яхăн ăсатрăмăр. Ĕлĕкрех рапс та, ыраш та акаттăмăр, халĕ урпа, тулă çитĕнтеретпĕр. Унсăр пуçне нумай çул ӳсекен тĕрлĕ курăк пур. Кăçал 7 пин центнер тырă пуçтарса илтĕмĕр, пĕлтĕрхи тухăç икĕ хут пысăкрахчĕ. Питĕ лайăх шăтса тухнă тĕш тырра пучаха ларсан шăрăх, типĕ çанталăк ĕнтсе ячĕ. Каярах акнисем аван тухăç илчĕç. Çанталăка пĕлейместĕн вĕт. Тырра, утă-улăма фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене паратпăр. Шалу та начар мар тухать. Ĕçлекене тӳлетпĕр, кӳрентерместпĕр. Вĕсене тытса тăмалла, тивĕçтермесен урăх çĕре тухса кайма та пултараççĕ. Тырра ял çыннисене те сутатпăр. Манăн шухăшпа, вырăнта пурăнакансене фермер хуçалăхĕсем çак енĕпе пысăк пулăшу кӳреççĕ.
Шанăç ‒ çамрăксенче
‒ Хуçалăхри ĕçсене мĕн чухлĕ çынпа пурнăçласа пыратăр?
‒ Пĕр механизатор тата пĕр агроном пур. Агрономĕ ‒ хамăн ывăл. Сергей Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илчĕ, çарта тăчĕ. Унтан таврăнсан пĕрле ĕçлеме пуçларĕ. Ĕççи вăхăтĕнче комбайн çине те ларать. Борис Адюков механизатор манпа 2008 çултанпах юнашар вăй хурать. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче Шупашкарта пурăнакан хĕр Катерина тата унăн мăшăрĕ Влад отпуск илсе пулăшма килеççĕ. Мăшăрăм Роза Петровна, ĕмĕрĕпе бухгалтерта ĕçленĕскер, бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Сергейăн мăшăрĕ Алина хамăр ялсемех, вăл ‒ предприниматель, район центрĕнче вăй хурать.
‒ Ялта сирĕн пек фермерсем тата пур-и?
‒ Фермер хуçалăхĕ мансăр пуçне тата тăваттă. Пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Тепĕр чухне вĕсен техники мана кирлĕ пулать е манăн вĕсене ‒ пулăшатпăр. Геннадий Афанасьев пахча çимĕç, сухан севок çитĕнтерет, лайăх тухăç илет. Усă куракан çĕрĕ шыв хĕрринче вырнаçнă, шăвармалли майсемпе усă курать. Типĕ çул та пысăк тухăç илет. Ыттисем те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
‒ Тата хăш енĕпе ĕçлеме кăмăл пур?
‒ Ĕмĕт, пурнăçа кĕртмелли, питĕ нумай. Тырă тасатакан комплекс илесси пирки шухăшлатпăр-ха, мĕншĕн тесен хальлĕхе ĕлĕкхи сортировкăсемпех усă куратпăр. Пуласлăхра çавсене туянмаллах. Унпа ĕçлеме машинист та кирлĕ пулĕ. Кĕлетсем çитеççĕ, çапах çитес çул тепĕр кĕлете реконструкци тума палăртрăмăр. Техникăран тата сеялкăсем илмелле, халĕ пуррисем самай кивелчĕç. Çитес акана çĕнĕ сеялкăпа тухасчĕ.
‒ Выльăх-чĕрлĕх самăртма шухăш çук-и?
‒ Татăклăн калаймастăп. Хам та çамрăках мар ĕнтĕ. Ывăлăн шухăш-кăмăлĕ вара, чăнах та, ку еннелле туртăнать. Пĕтĕм шанăç çамрăксенче. Вĕсен кăмăлĕ пулсан эпĕ, паллах, хирĕç пулмăп.
Надежда СМИРНОВА («Хыпар» хаçатран)
Источник: "Хыпар"