Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне ĕçре тупнă хĕрарăм

26 ноября 2021 г.

Телейне ĕçре тупнă хĕрарăм

Аслă Елчĕк ял администрацийĕпе колхоз правленийĕ вырнаçнă çурт умĕнче тĕрлĕ ĕçре палăрнă ял çыннисен хушамачĕсене çырнă Хисеп хăми аякранах курăнать. Патшалăх наградисене илме тивĕçнĕ ентешсен ячĕсем хушшинче Ленин ячĕллĕ колхозăн хисеплĕ ĕçченĕ Валентина Мешкова та пур. Валентина Ивановна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Октябрь Революцийĕн орденĕсен кавалерĕ.

 Валентина Мешкова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул сентябрĕн 13-мĕшĕнче кун çути курнă. Иван Ивановичпа Калерия Андреевна Молоствовсен çемйинчи иккĕмĕш хĕр ача пĕчĕкренех правурлăхпа палăрнă, пĕр вырăнта ларса-тăма пĕлмен. Шкулта лайăх вĕреннĕ вăл. Пĕр класра харăсах виçĕ Валентина Молоствова пулнăран вĕрентекен ăна Ивановна тесе чĕнме пуçланă, çумри тантăшĕсем вара Иван Вали ятпа палăртнă.

 Валя пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан унăн пиччĕшĕ Ульяновск хулине вĕренме тухса кайнă. Çак вăхăт тĕлне Молоствовсен çемйинче тата пилĕк ача пулнă. Ашшĕпе амăшне пысăк йышлă çемье лавне туртма çăмăл маррине ăнланса Валентина малалла вĕренме кайман. Унăн ĕç кĕнекине уçса пăхсан вăл 1955 çултан Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçлани паллă, колхоз членне ăна 1957 çулта илнĕ. 1961-1999 çулсенче свинарка пулса вăй хунă Валентина Мешкова, 2000-2003 çулсенче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.

 Ачаран ĕç çумне çыпăçнă хĕр ача: ÿсĕмне кура алла çурла тытса тырă пуссинче каçалăк уçнă, кĕлте çыхнă, йĕтем çинче тырă çапнă, уй-хир бригадинче çум çумланă, калчасене шăварнă, хăяр-помидор пуçтарнă, улма-çырла татнă, хĕлле хирте юр тытнă, улăм турттарма, хире тислĕк кăларса салатма хутшăннă. 1959 çултан сысна ферминче ĕçлеме пуçланă хĕр. Малтанхи çулсенче кухньăра выльăх апачĕ хатĕрленĕ, вутă каснă-вакланă, çырмари çăлтан лашапа шыв турттарнă.

 Вăхăт иртнĕ май Валентина Ивановна çăвăрлакан сысна амисене пăхма вырнаçнă.

 – Сысна амисене пăхасси – кăткăс та канăçсăр ĕç. Нимĕнле уяв та, кану кунĕсем те çук кунта, ĕç кунĕн вăхăтне те нормăламан. Фермăра ĕç тăватă сехетре пуçланнă. Кирек хăш çанталăкра та çÿхе халатпа тата резина атăпа ĕçленĕ, çаплах аякри кухньăран хулпуççи çине кĕвенте çакса апат йăтнă, сенĕкпе тислĕк тасатнă, выльăх айĕсене улăм сарса тухнă. Çурасен умĕнчи таканана тăтăшах тасатса çуса тăнă, – аса илет иртнине ĕç ветеранĕ.

 Çурасене алла илсен тĕрĕслесех тăнă вăл:  чирлисене хăех эмел ĕçтерсе тата укол туса сипленĕ. Тырă складĕнчен фураж миххисене те хăех йăтнă.  Сыснасен апатне куллен хăйне майлă хатĕрленĕ – фуража пиçнĕ çĕр улмипе, курăспа /мезга/ е силоспа пăтраштарса амасене апатлантарнă. Çурасене вара уйрăм çитернĕ. Çаксем пурте ирхи ĕçсен пĕр пайĕ анчах пулнă.

 Амасем çăвăрланă тапхăрта Валя аппа килне пачах та таврăнайман вăхăтсем пайтах пулнă. Вĕсем çăвăрласса кĕтсе вĕсемпе юнашар улăм çине пуçне хурса тĕлĕрсе илнипех кун кунлама пултарнă хĕрарăм. Темĕн те курнă: пичĕ, кĕлетки урлă йĕкехÿре каçса кайни те... Чăрмав та – çăвăрлакан амасем хăйсен çурисене çисе яма та пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене çуралсанах амăшĕ çумĕнчен вăхăтлă илсе пымалла. Е тата сысна хăйĕн мĕн пур çурине кĕлеткипе пусарса вĕлерме те пултарать. Темле йывăрлăхпа тĕл пулсан та хĕр пуçне усман, вĕсене парăнтарса пырса хăйне шанса панă ĕçре чунне хурса тăрăшнă, хăй мĕн пĕлменнине аслăрах ĕçченсенчен вĕренсе пынă. Ыттисен ĕç опычĕпе паллашма кÿршĕллĕ хуçалăхсен фермисенче те пĕрре анчах мар пулнă сысна пăхакан, районта, республикăра пулса иртекен канашлусене, семинарсемпе слетсене хутшăннă. Вăхăт иртнĕ май çура илес енĕпе хăй те малтисен ретне тăма пуçланă çамрăк ĕçчен. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма, ĕçе вĕçе çитерме пултарнине кура унăн хисепĕ ÿссех пынă, 1965 çулта В.Мешковăна ял Совет депутачĕ пулма шанаççĕ.

 Вăхăт иртнĕçемĕн аслăрах свинаркăсем тивĕçлĕ канăва тухса пынă. Çапах та çамрăксем ку çăмăл мар ĕçе вăр-варах хутшăнасшăн пулман. Çавна май ертÿлĕх умне ĕçченсен ĕç условийĕсене лайăхлатас ыйту тухса тăнă. 1975 çулта фермăри кивелнĕ йывăç витесене пăсса кирпĕчрен купаланă, выльăх апатне те таканасен умне çитерме пуçланă, тислĕке кăларма транспортер хута янă, витесене ăшă сывлăшпа вĕртерсе ăшăтассине ĕçе кĕртнĕ. Ĕçлекенсем валли кану çурчĕ çĕкленĕ, кунтах ĕç хыççăн çăвăнса тасалмалли пÿлĕм хута кайнă.

 Сыснасен ăратлăхне çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрма пуçланă. Ют республикăран амасем туянса килсен выльăх шучĕ палăрмаллах ÿснĕ – маларах 10-12 çынран тăнă ĕç коллективĕнче 37 çын вăй хума пуçланă. Аслă Елчĕкри сысна фермине КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Шадриков хăй шефа илнĕ, фермăсенчи ама пăхакансен хушшинче çулталăкра 400 çура илессишĕн ăмăрту пуçарса янă. Аслă Елчĕк ферми районта кăтартулли пулса тăнă. Асăннă ăмăртура яланах Валентина Мешкова мала тухса пыма пуçланă – пĕр çулталăкра пĕр амаран 700 ытла çура илме пултарнă. Часах вăл районти анчах мар, республикăри ăмăртусенче малти вырăна йышăнма пуçланă. Колхоз правленийĕпе парти райкомĕн çурчĕсем умĕнче унăн ячĕпе яланах хĕрлĕ ялав вĕлкĕшнĕ. 1970 çулта Валентина Ивановнăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей медалĕпе чысланă.

 Чăваш АССР министерствин коллегийĕн йышăнăвĕпе 1976, 1977, 1978 çулсенче ĕçчене социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи, 1976, 1980 çулсенче 9-мĕшпе 10-мĕш пилĕкçуллăхсен паллисемпе чысланă. 1979,1980 çулсенче «Республикăри чи лайăх свинарка» тата «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятсене  çĕнсе илнĕ вăл. 1979 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Пысăк çитĕнÿсемшĕн çулсерен сумлă дипломсемпе Хисеп хучĕсене, тав сăмахĕсене тивĕçнĕ Валентина. Вĕсем пирки йăлтах çырса та пĕтереймĕн. 1979 çулта Валентина Мешкован ятне Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 1980 çулта «Районти чи лайăх свинарка» ята илнĕ, кĕçех «Ĕç ветеранĕ» ятпа та чысланă. 1981 çулта 5 уйăхра 434 çура ?пĕр амаран – 19/ илсе татах мала тухнă – «Районти чи лайăх свинарка» ята çĕнсе илнĕ. 1982 çулта вăл хăй пĕрремĕш класлă выльăх пăхакан пулнине ятарлă комисси умĕнче экзамен тытсах çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах тĕрлĕ куравсене хутшăнма та май çитернĕ свинарка.

 – Республикăн районсем хушшинче йĕркеленĕ курав Патăрьелĕнче иртрĕ. Çакăнта хамăрпа пĕрле 16 çураллă сысна амине илсе кайма тиврĕ. Манăн ĕçе ырăпа хакларĕç, парне парса хавхалантарчĕç. Раççей шайĕнчи куравран вара холодильникпе таврăнтăм, – аса илет Валя аппа. – Тата çакă та асран тухмасть. 1984 çулта ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне Мускаври ВДНХна кайма тивĕç пултăм. Çакăнта СССР ял хуçалăх министрĕ В.К.Месяц аллинчен «Москвич-412» автомобиль уççине илни маншăн пысăкран та пысăк чыс пулчĕ. Мана, ял ĕçченне, çапла хавхалантарни тата та пысăк çитĕнÿсемпе тăрăшма вăй пачĕ.

 Мускава вăл мăшăрĕпе Владимирпа пĕрле кайнă. Кунта вĕсене чыслăн кĕтсе илсе ăсатса янă, çĕршывăн тĕп хулинчи историллĕ вырăнсемпе паллаштарнă, чылай паллă çынпа курса калаçса пĕрле сăн ÿкерттернĕ вĕсем.

 1989 çулта Валентина Мешковăна Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  ят панă. Вăл вăхăтра ĕçченсене патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрнине, сывлăхне çирĕплетме ăна тĕрлĕ вырăнти санатори-курортсене янине аса илет хĕрарăм. Румыни, Венгри, Болгари çĕршывĕсенче те пулса курнă Ленин ячĕллĕ колхозăн хисеплĕ ĕçченĕ. Валентина Ивановнăн ячĕ Елчĕк районĕн кĕске энциклопедийĕнче те çырăннă.

 Тăван хуçалăхра 49 çул ырми-канми ĕçлени унăн сывлăхне самай хавшатнă, халĕ 3-мĕш ушкăнри инвалид вăл. Тивĕçлĕ канура пулсан та Валя аппа чир-чĕре пăхмасăр пурнăçăн кашни кунĕпе савăнма тăрăшать, мăшăрĕпе пĕрле килти хуçалăхра иртен пуçласа каçчен тăрмашаççĕ вĕсем, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Каçхине ĕçрен пушансан вара телевизор умне вырнаçса тĕрлĕ передачăсене пăхма кăмăллаççĕ. Умри пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнтерме те ÿркенмест хĕрарăм, пахчи вĕсен улма-çырларан, тĕрлĕ çимĕçрен пуян.

 

Е.КРЫЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика