15 октября 2021 г.
Çирĕп ĕç йĕркине хăнăхнă Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче уй-хирти кĕркуннехи ĕçсене кăçал та чи çÿллĕ шайра пурнăçласа хăварнă. Пулас тыр-пул тухăçĕ те шанчăклă пулма кирлĕ.
– Çанталăк условийĕсене пула, ытти ял хуçалăх организацийĕсенчи пекех, тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулчĕ, паллах. Тепĕр енчен калас пулсан, ял çыннин çакăншăн пăшăрханса ларас пулсан-и, ĕçлемелле те мар. Кашни çул пĕр пек тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме май пулманнине те аван ăнланатпăр. Çавăнпа алла усма шутламастпăр та, – терĕ иксĕлми чун-чĕре хăвачĕпе шав малаллах ăнтăлакан хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи.
Тыр-пулран пушаннă лаптăка /500 гектар/ сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Кĕр тыррисен вăрлăхĕсене те агротехника йĕркине пăхăнса чи кĕске вăхăтра – икĕ кунра тăпрана варăнтарнă. Ăна августăн 25-мĕшĕнче акма тухнă, урăхла каласан, ĕçе пикеннине çын курнă, ăна вĕçленине вара никам та курса юлма та ĕлкĕреймен. Кĕл çине акса хăварнă 80 гектар çинчи кĕрхи тулă ани халĕ аякранах симĕс кавир евĕр сарăлса выртать. Калчасем пит парка çитĕнеççĕ. Сивĕсем пуçланиччен вĕсем çирĕп вăй илсе юлма кирлех.
Владимир Федорович ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан Борис Адюков, Федор Петрушкин тата Петр Печков механизаторсен ячĕсене те ырăпа аса илчĕ. Вĕсем хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кÿршĕллĕ хуçалăха пулăшма кайма та пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: ытарайми анлă уй-хир ытамне лекнĕ Сергей Чернов агроном кĕр тыррисем, ав, епле хÿхĕм çитĕннине курса савăнать.
Источник: "Елчĕк Ен"