ЧУН-ЧĔРЕ ЮРЛАНĂ ЧУХ
ятпа Елчĕкри культура керменĕнче аслă ăрурисен пултарулăхĕн фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.
Хор, фольклор коллективĕ, вокал ансамблĕ, трио, сăвă калакан… номинацисенче хакларĕç вĕсен ăсталăхне. Чи-чи пултаруллисене вара палăртса хăвармаллах. Тамара Ишмуратовăпа Людмила Горшкова вăрçă темипе çыхăннă сăвăсене чуна тивмелле вуларĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Елизавета Бариновăпа Римма Федорова та сцена çинче çĕнĕ çынсем мар: «Вдовы России» юрра икĕ сасăпа питĕ шеп шăрантарчĕç, Раисăпа Виталий Ореховсен /Аслă Елчĕк/ çемье дуэчĕ те куракансене чăннипех тыткăнларĕ – кĕмĕл çÿçлисене «Черная смородина» юрă пĕрремĕш юрату асамлăхне илсе кĕчĕ. «Энтепе», Аслă Таяпари «Шанчăк», Кĕçĕн Таяпари «Соловушки», Яманчÿрелĕнчи «Эткер», Патреккелти Геннадий Борисов ертсе пыракан ушкăнсем тĕрлĕ номинацисенче палăрчĕç. Иван Шурбин баянистпа ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Московская ертсе пыракан «Туслăх» тата «Шуçăм» коллективсен пĕрлештернĕ хорĕ концерт программин тĕп шăнăрĕ пулчĕ.
Аслă ăрурисен концерчĕсенче ытларах эпир культура тытăмĕнче пиçĕхнисене курма хăнăхнă. Хальхинче тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсемпе паллашма тÿр килчĕ. Тăрăмри «Алмантай» фольклор ушкăнĕн хастар членĕ Нина Назарова, акă, тирпейлÿçĕре тăрăшать. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Енедеров тĕп инженер юрă-кĕвĕрен аякра тăракан çын пек туйăнать те, çук, йăнăш ку. «Семнадцать мгновений весны» кинофильмри юррăн çăмăл мар çĕклемне тивĕçлипе çитерчĕ вăл куракан патне.
Фестиваль-конкурс йĕркелÿçи, районти пенсионерсен организацийĕн ертÿçи Вера Васильева пĕлтернĕ тăрăх, номинацисенче çĕнтернисем çывăх вăхăтра Патăрьелте иртекен зонăри пултарулăх тупăшăвне хутшăнĕç.