Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАМ-ХА ВĂЛ «ПАПАЙ»?

19 февраля 2021 г.

КАМ-ХА ВĂЛ «ПАПАЙ»?

Анисим Тябуков Аслă Елчĕксемшĕн анчах мар, районшăн та питĕ паллă çын. Вăл иртнĕ ĕмĕртех пурнăçран уйрăлнă пулсан та унăн ырă ячĕ паян та халăх асĕнче. Ялта халĕ те «Униçĕм çулĕсем», «Тябуков кÿллисемпе пĕвисем» упранаççĕ. Анисим Максимович коллективлă хуçалăх тата çул-йĕр строительствин пуçаруçи. Çул çуккине хирĕç кĕрешекен республикăри штабăн членĕ, ВЦИК, СССР çул-йĕр транспорчĕн Тĕп управленийĕн, РСФСР «Главдортранс», «Автодор» Тĕп канашĕн ларăвĕсен участникĕ.

Анисим Тябуков /Униçĕм, «папай» тесе чĕннĕ ăна халăхра/ Аслă Елчĕк ялĕнче XIX ĕмĕр варринче – 1851 çулта çуралнă. Хресчен çемйин пурнăçне аталантарас тесе тăрăшса ĕçленипе палăрнă вăл çамрăкран. Халăх йывăр пурнăçпа пурăнни питĕ пăшăрхантарнă ăна. Çак сăлтавпах Социализмла революцие хавхалансах кĕтсе илнĕ, вăл хресчен пурнăçне ырă улшăнусем кĕртессе çирĕп шаннă.

1928 çулта Анисим Максимович хăйсен ялĕнче ял хуçалăх артелĕ пуçарса ярать, унăн пуçлăхĕ те хăй пулать. Чи малтанах унта 8 хресчен хуçалăхĕ хутшăнать. Ял пуянĕсем «папая» темле ура хурас тесен те вăл вĕсенчен хăраман, халăх шанни тата пулăшса пыни вăй панă ăна.

Çак çын хăйĕн пурнăçĕнче асран кайми чылай ĕç тăвать. Тепĕр пысăк ĕçе те пуçарса ярать вăл. Акă Чăваш АССРĕнчи Советсен III съезчĕ çул-йĕр тăвассипе йышăннă Постановление Аслă Елчĕксем чĕререн ырласа кĕтсе илеççĕ. Ун умĕн А.Тябуков халăхпа пĕрле çул-йĕр хуçалăхне аталантарас ĕçре чылай ĕç пурнăçланă пулнă ĕнтĕ. Вăл каланине халăх итленĕрен çĕнĕ пуçарусем пурнăçа ăнăçлăн кĕнĕ. Ĕçе пĕтĕм халăха явăçтарнă, алла кĕреçе тытса трасса çинче хăй те пуринпе пĕрле иртен пуçласа каçчен тăрмашнă. 1929 çулта ăна çул-йĕр строительствин районти техникĕ пулма шаннă.

Ял çыннисем çул-йĕр тăвас енĕпе йышăннă мĕн пур пуçарăва хапăл туса йышăннă. Ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнăшăн Ленин ячĕллĕ колхоза автомобиль парса хавхалантарнă.

А.Тябуков 1933 çулта Чăваш АССРĕнчи çул-йĕр тăвакан ударниксен съездĕнче тухса калаçнă. Çак съездра Венгрин интернационалист-писателĕ Мате Залка та сăмах илнĕ. Çыравçа пирĕн вĕри чĕреллĕ ентеш каланă сăмахсем питĕ килĕшнĕ, каярах вăл ун пирки çапла çырнă: «Тябуков – это памятник побед чувашского народа. Это человек, на деле показавший, на что способен чувашин под руководством Коммунистической партии».

А.Тябуков çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас текен делегатсен йышĕпе кÿршĕллĕ республикăсенче те, Узбек, Туркмен çĕршывĕсенче те пулнă. ВЦИК председателĕнчен М.И.Калининран парне /çава/ илсе килнĕ.

1935 çулта Чăваш Республикине çул-йĕр енĕпе ĕçлекен Украина представителĕсем килнĕ. Вĕсем пирĕн тăрăхра пулса Тябуков пуçарăвĕпе тунă ĕçсемпе те паллашнă.

Анисим Тябуков çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Енчен те унăн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашас тесен «Елчĕк тăрăхĕ» тата «Они боролись за счастье народное» кĕнекесене ?4 том/ вуласа паллашма пулать.

Л.МОЛОДОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика