Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЫСĂК ЧĔРЕЛЛĔ ПĔЧĔК КĔРКУРИ

29 апреля 2020 г.

ПЫСĂК ЧĔРЕЛЛĔ ПĔЧĔК КĔРКУРИ

Аслă Елчĕк енчен район центрне кĕретĕп. Тĕп лапамра вăрçă çинчен хывнă юрăсен пуххи илтĕнет. Паттăрсене халалласа лартнă палăк умĕнче видеоэкран вырнаçтарнă иккен. Çывхарнăçемĕн юрă-кĕвĕ пушшех чуна пырса тиврĕ. Пăхатăп: экран çинче салтаксем атакăра… Вăй пĕтсе, куç хуралса килчĕ, вĕри куççулĕ тапса тухрĕ. Атте каласа панисем куç умне тухса тăчĕç:

– Вут-хĕм сирпĕнекен танатаран хăтăлса юлма Турă пулăшрĕ мана, килти пÿрт тулли çемье – анне, мăшăрăм, ытарайми 4 пепкем вăй парса тăчĕç. Витебск хули патĕнчи çапăçура мĕн чухлĕ салтак пурнăçран уйрăлчĕ. Канаш тăрăхĕнчи Петя юлташăма та çавăнтах çухатрăм, хам та йывăр аманса ĕмĕрлĕх инвалид пулса юлтăм…

Юратнă, ĕмĕр манăçми аттеçĕм-фронтовик сасси хăлхара чылайччен илтĕнсе тăчĕ, унăн вăрçăри паттăрлăхне аса илсен аран вăй хушăнчĕ, малалла утма мехел çитертĕм.

Çывăх çыннăмăр пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа 30 çул та иртрĕ. Урампа малалла васкамасăр утнă май, унăн кун-çулне «шĕкĕлчетĕп».

Атте! Аннерен мала хурса çитĕнтĕм эп ăна. Ачалăхăм ытларах унпа юнашар иртнĕрен-ши? Пĕлместĕп. Анне – Евлампия Максимовна – пĕр кун та колхоз ĕçĕнчен юлман. Мана, тăххăрмĕш ачине, çуратса больницăран килсен тепĕр куннех ĕçе тухнă вăл. Мана атте хура çăкăр ĕмкĕчĕпе тăрантарнă.

– Аннÿне саншăн пĕрре пĕçеркке те лекрĕ, – тетчĕ атте. Вăл, эпĕ макăрма пуçласан, аннене хăй ăсталанă шăхличпе шăхăртса, ĕмĕртме киле таврăнмалли мел шутласа тупнă пулнă. Пĕррехинче эпĕ каçса кайса йĕнипе темĕн чухлĕ шăхăртсан та анне таврăнмасть. Аякра пулнăран илтмен иккен. Çавăншăн лекнĕ те ăна.

Манăн атте, вăрçăра ури тупанĕсĕр юлнăскер, килтен çывăхри колхоз ĕçĕсене пурнăçлама çеç пултарнă. Кĕçĕн классенче шкултан таврăнсан вăл вĕри апат хатĕрлесе çитернине астăватăп. Пĕлесчĕ, мĕнле тутлăччĕ атте пĕçернĕ яшка.

Вăрçăччен те, ун хыççăн та Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн 2-мĕш уй-хир бригадинче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă Григорий Немцев. Вăл Аслă Елчĕкре 1910 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче çуралнă. Шкулта 4 класс пĕтерсен урăх вĕренме тÿр килмен ăна.

Ирсĕр тăшман вăрçă пуçласан Григорий Иванович ялти вăй питти арçынсемпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Тăватă ачаллă хĕрарăм упăшкине фронта ăсатнă чухне вăйран кайса тăнне çухатнă, хунямăшĕ юнашар пулни çеç ăна пурнăç урапине малалла кустарма пулăшнă.

1942 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Григорий 1131-мĕш запаслă стрелковăй полка лекет, стрелок пулса тăрать. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче полк Ржев хулишĕн çапăçăва кĕрет. Унта салтак сулахай аллинчен аманса Иваново облаçĕнчи Шуя хулинчи эвакогоспитальте сывалать. Иккĕмĕш хутĕнче тăшмансем раштавра сылтăм хулпуççирен амантаççĕ.

Сиплев тапхăрĕ хыççăн – 278-мĕш стрелковăй полкра. Витебск хули çывăхĕнчи хĕрÿ çапăçура сулахай урине суранлатаççĕ. 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче Григорий Иванович пиллĕкмĕш хут аманса сулахай ури тупанĕсĕр юлать, 1944 çулхи пуш уйăхĕнче 2-мĕш ушкăнри инвалид пулса тăван киле таврăнать.

Ури çине пачах пусайман ĕнерхи салтака сулахай куçĕ патĕнчи осколок та канăç паман. Мăшăрĕ, ачисем тимĕр катăкĕнчен хăтăлма больницăна илсе каяс тесе темиçе хутчен те тилмĕрсе ыйтнă – килĕшмен.

Вăрçă суранĕсем тарăн йĕр хăварнă пулин те аттемĕрĕн пĕр пушă вăхăт та пулман. Паянхи пекех астăватăп, çулла чăланта çывăрнăран атте çава туптанă сасăпа вăранаттăм. Ирхине 4 сехетрех бригада хĕрарăмĕсем, çирĕмрен те кая мар, пирĕн пата картише пуçтарăнатчĕç. Хăйсем, чăн-чăн пасарти пек, мĕн кăна сÿтсе явмастчĕç-ши; Вĕсем темĕн те пĕлнинчен тĕлĕнеттĕм. Эпĕ те вара çывăрса тăнă çĕре ял хыпарне пĕтĕмпех пĕлеттĕм.

Çава туптассине вĕçлесен атте лаша витине васканă – шорник, конюх, хуралçă тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланă вăл. Лаша кÿлмелли хатĕрсене типтерлĕ тытса тăнинчен пурте тĕлĕннĕ, юсаса çĕнетсех тăнă вĕсене.

Пире те, ачисене, мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлсе пиçĕхтернĕшĕн аттене ĕмĕр тав. Йытă хăваласа çÿреме вăхăт пулман çав ун чух. Тавра ялсенчи колхозсем валли килте вĕрен явма пире те явăçтарнă.

Пирваях сÿс çинчи çÿп-çапа тасатмаллаччĕ. Эпĕ, атте хăй ăсталанă урапана çавăрттараканĕ, Коля тете аттепе юнашар, ăна сÿспе тивĕçтерекенĕ. Вăтакас урамĕ аван вăрăм, 13 кил унта. Çав урам вĕçне çитиччен атте пилĕкрен çыхнă сÿсе йĕтĕрлесе пыратчĕ. Хăш чухне ун çине кÿренни те пулнă. Урапине çавăрнă чух «ăçта васкатăн?» е «мĕн, тĕлĕрсе кайрăн-им?» тесе кăшкăрнине урамра пурăнакансем чылайăшĕ пĕр хутчен çеç мар илтнĕ, паллах. Малтан ăнлансах пĕтереймен пулĕ эпĕ, вĕрен илемĕ пултăр тесен урапана пĕр тикĕссĕн çавăрмалла пулнă. Пĕринче Хусан тутарĕсене пĕр автомашина вĕрен тиесе ăсатрăмăр.

Хĕлле атте ял çыннисен ура тăхăнмалли хатĕр-хĕтĕрне юсассипе тимлетчĕ, маларах çăпата хуçни те асăмрах. Питех те çыпăçуллă тесе унăн çăпатисене кăмăлласах туянатчĕç.

Аттен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланăран савăнатпăр. Колхозран, районтан, Шупашкартан панă Тав хучĕсем, паллăсем темĕн чухлехчĕ унăн. Вĕсемпе пĕрле хака ларнă награда – вăрçăри паттăрлăхшăн парса чысланă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, медальсем.

Сĕмсĕр, хаяр вăрçă суранĕсем хăйĕннех тăваççĕ мар-и? Пилĕк хутчен аманнă ветеран çулсеренех сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаса пычĕ çав, ури ыратнине тÿсме питех те хĕнччĕ ăна. Пĕррехинче суранĕнчен пÿр юхма тытăннăран урине пĕç тĕпĕ таран татмалли çинчен хыпарларĕç тухтăрсем. Атте ку сĕнÿпе килĕшмерĕ. Еля аппа медсестра суранне ирлĕ-каçлă тасатса эмелленĕрен тата 9 çул пурăнчĕ атте.

– Ах, мĕншĕн тăшманăн пĕр пули шалккă пулчĕ-ши маншăн; – ыратнине чăтаймасăр кăшкăрсах янăччĕ суранне çыхнă вăхăтра.

Темĕн те курса тÿснĕ ветеран пуçа усман, мал ĕмĕтпе пурăннă. Пĕчĕк Кĕркури тетчĕç ялта пирĕн аттене. Пĕвĕпе чăнах та лутраскер, пĕрмаях: «Хам пĕчĕк пулсан та манăн чĕре пысăк», – тетчĕ вăл. Хирĕçлеме май та çук. Пысăк чĕреллĕ аттеçĕм, эпир санпа ĕмĕр-ĕмĕр мăнаçланатпăр.

В.ВАСТУЛОВА,
Аслă Елчĕк ялĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика