29 января 2020 г.
Аслă Елчĕк ялĕнче паллă йĕлтĕрçĕсене – Иван Ореховпа Зинаида Каринкинăна асăнса район чемпионачĕ иртнĕ.
Сезонти 1-мĕш старта вуншар спортсмен тухнă. Çивĕч тупăшура хăйсен ÿсĕмĕнче Мария Яковлева, Влад Падуев /Аслă Елчĕк шкулĕ/, Анастастия Павлова, Юлия Краснова, Кристина Егорова, Ирина Петрова /Елчĕк/, Алексейпе Иосиф Григорьевсем /Аслă Таяпа ялĕ/, Надежда Головина, Сергей Павлов /Кĕçĕн Таяпа/ çĕнтернĕ. Ăмăрту йĕркелÿçи тата спонсорĕ Сергей Горшков вĕсене кубоксемпе, медальсемпе тата укçан преми парса хавхалантарнă.
Ăмăртура Вăрăмхăва ялĕнчен килнĕ атлетсене уйрăмах ăннă. Команда ертÿçи Сергей Смирнов педагог 3-мĕш вырăн йышăнни хăех паха тĕслĕх. Вĕренекенĕсем вара – Артем Кузнецовпа Сергей Никоноров – чемпионсем.
Командăсенчен Аслă Таяпа тата Аслă Елчĕк шкулĕсем, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ мала тухнă.
Источник: "Елчĕк Ен"