24 августа 2019 г.
Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çулсерен ирттерекен Пĕтĕм Раççейри тухтăрсен конкурсне иртнĕ çул çĕршывăн 56 регионĕнчен тата çичĕ федераци округĕнчен 667 ĕç тăратнă. Конкурс 29 номинаципе иртнĕ. Тупăшура Чăваш Енри виçĕ тухтăр пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Медицина реабилитацийĕн чи лайăх тухтăрĕ ята республикăри клиника онкологи диспансерĕн онколог тухтăрĕ, 44 çулхи Надежда Александровна Шаржанова тивĕçнĕ. Вăл ултçĕр ытла конкурсант хушшинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарни – Чăваш Еншĕн чăн-чăн пысăк çитĕнÿ.
Чăваш тухтăрĕсен çитĕнĕвĕ пире савăнтарать, паллах. Н.Шаржанова пултарулăхĕшĕн вара, эпир, Елчĕксем, пушшех те хавхаланма пултаратпăр. Мĕншĕн тесен эпир хамăр ентешпе – Надежда Александровнăпа чăннипех мухтанма тивĕçлĕ.
Надежда Шаржанова /Арбузова/ 1974 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Елизавета Митрофановнăпа Александр Александрович пĕрремĕш пепки кун çути курнăшăн чунтан хĕпĕртенĕ. Çулсем иртнĕ май Арбузовсен çемье йышĕ ÿссех пынă. 1976 çулта Алена, 1978 çулта Сергей, 1985 çулта Таня, 1987 çулта Катюша çут тĕнчене килнĕ. Питĕ шел, пĕртен-пĕр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕни ашшĕпе амăшĕн чун-чĕрине амантмасăр хăварайман.
Асли, Надежда, мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, унăн чирлĕ çынсене пурне те сыватас килнĕ. Йăмăкĕсем вара пĕри юрист, иккĕшĕ финансист, тепри суту-илÿре тăрăшаççĕ.
Надя 1991 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен медицина факультетĕнче пĕлÿ пухма пуçланă, 1997 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Шупашкарти П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш хула больницинче ĕçлеме тытăннă. Малтанах физиотерапевтра, унтан уйрăм заведующийĕнче тăрăшнă. 18 çул асăннă сывату учрежденийĕнчи уйрăм ертÿçинче ĕçленĕ хушăрах тăхăр çул вырăнти профсоюз организацине ертсе пынă. 2015 çулта мал ĕмĕтлĕ тухтăр Атăлçи тĕпчев институтĕнче, 2016 çулта Пензăри врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра квалификацине пуянлатнă. 2016 çултанпа – Надежда Александровна республикăри клиника онкологи диспансерĕнче реабилитаци пайĕн заведующийĕ.
Республикăра çулсеренех 3,5 пин çын çак хăрушă чирпе аптăрать, онкологи диспансерĕнче 26 пин ытла çын учетра тăрать. Чăваш Енре пурăнакан кашни 50 çынран пĕри шыçă чирĕ мĕн иккенне туйса курать. Çакнашкал çынсене эмелпе çеç мар, ырă сĕнÿ-канашпа, ăшă сăмахпа сиплени те кирлĕ. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри Н.Шаржанова. Куллен вуншар чирлĕ çынпа калаçма тÿр килет унăн. Сипленекенсем Надежда Александровна сăпайлă, тимлĕ, тĕплĕ, питĕ туйăмлă тухтăр пулнине çирĕплетеççĕ. Пысăк категориллĕ, 20 çул ытла стажлă сиплевçĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унран квалификациллĕ пулăшу илнине пытармаççĕ çамрăк тухтăрсем. Ахальтен мар вăл «Вестник онкологии» хаçатра час-часах усăллă сĕнÿсемпе паллаштарать. Наукăпа практика конференцийĕсенче те тăтăшах тухса калаçать.
Пархатарлă ĕçшĕн Н.Шаржановăна Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ парса хавхалантарнă. Çавăн пекех «Тавах, тухтăр» акцире çĕнтернĕшĕн статуэткăпа чысланă.
Надежда Александровна сывлăх сыхлавĕн обществăлла ĕçĕнчен те айккинче юлмасть. Больницăра иртекен кашни мероприятире харсăрлăхпа, пуçарулăхпа палăрать, сывă пурнăç йĕркипе пурăнать, спортпа кăсăкланать.
Харсăр тухтăр кÿршĕ Патăрьел каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Туслă çемьере пĕр ывăл çитĕнет.
В.ВАСТУЛОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"