24 августа 2019 г.
Кăçал педагогсем хăйсен йăлана кĕнĕ августри конференцине Аслă Елчĕкри культура çуртне пуçтарăнчĕç. Кунти фойере кашни шкулăн куравĕпе паллашма май пулчĕ. Кăнтăрлаччен ялти шкулта 14 секцинче йĕркеленĕ çĕнĕлĕхсемпе 300 ытла вĕрентекенпе воспитатель паллашрĕç.
Канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Раççей Федерацийĕн халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Патăрьел территори пайĕн ертÿçин çумĕ Светлана Петрянкина хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый «Вĕренÿ пахалăхĕ: наци проекчĕн чĕнĕвĕсем тата малашлăхĕ» темăпа доклад турĕ.
Кашни çулах районта «Вĕренĕве аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн шкулсене пĕрин хыççăн тепĕрне тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Çак тĕллевпе пĕрлештернĕ район бюджечĕн пĕтĕмĕшле пайĕн çурри ытла укçа-тенкине вĕренĕве уйăраççĕ. 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче Елчĕкри, Аслă Елчĕкри вăтам шкулсем, «Солнышко» ача сачĕ тĕпрен çĕнелсе ылмашăнчĕç.
Районта физкультура занятийĕсемпе спорт валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Çулсеренех спорт залĕсене юсаççĕ, шкулсене хальхи йышши спорт инфраструктурипе тивĕçтереççĕ. 2014 çултан районти тăхăр вĕренÿ организацине федераци тата регион бюджечĕсенчен тивĕçлĕ субсиди уйăрнă. Кăçал Аслă Елчĕк шкулĕнчи спорт залĕнче те тĕплĕ юсав ирттернĕ. Çывăх вăхăтра А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тата Елчĕкри искусство шкулне ырă улшăнусем кĕтеççĕ.
Хальхи вăхăтра шкулсенчи робот техники питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те актуаллă. Вĕренÿ учрежденийĕсем регионти «Кашни ачан ÿсĕмĕ» проектпа килĕшÿллĕн робот техникин оборудованийĕпе пуянланнă. Çавăн пекех регионти «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн Елчĕк тата Лаш Таяпа вăтам шкулĕсенчи вĕренÿ кабинечĕсене çĕнетсе цифра тата гуманитари профиль вĕрентĕвĕсен центрĕсем уçаççĕ. Унта ачасем технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсене кăна вĕренмеççĕ, уроксем хыççăн хушма пĕлÿ илекен программăсене алла илеççĕ.
Вĕренÿ тытăмĕнче сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, çапах çĕршыв Президенчĕн çитес пилĕк çулта тума палăртнă тĕллевĕсем тата пысăк. Пĕри – кăмăл-сипет пахалăхне тата наци культурин йăли-йĕркипе паракан воспитани тытăмне аталантарасси, тепри – Раççейĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхĕпе тĕнчери малта пыракан вунă çĕршыв йышне кĕресси.
Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн малтанхи аталанăвĕ шкулчченхи пĕлÿ шутланать. Районта шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсем – 3. Çавăн пекех 11 шкулта ача-пăча ушкăнĕсем пур. Вĕсенче 500 ытла шăпăрлан воспитани илет. Федерацин вĕренÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн шкулчченхи вĕренĕвĕн пахалăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕнпур учрежденире те ачасен сывлăхне упрасси тата сыхласси, вĕсен ÿт-пĕвне çирĕплетесси çине тимлеççĕ. Воспитани пахалăхне ÿстерсе республика бюджетĕнчен оборудованипе вĕренÿпе курăмлăх хатĕрĕсем туянма 77,65 пин тенкĕ уйăрнă. Ушкăнсенче вылямалли, хусканусем тумалли хатĕрсем те çителĕклĕ. Ку енĕпе «Шевле» ача сачĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать. Унта кашни ачана аталанмалли мĕнпур услови пур. Кунти воспитанниксем район, республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнса палăраççĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, паллах, чи малтанах педагогсен ăсталăхĕнчен килет. Воспитательсемпе музыка руководителĕсен 90,5 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 39 воспитательпе 2 музыкант /97,6 процент/ пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 31 воспитатель пĕлĕве тĕрлĕ курссенче ÿстернĕ.
Ача садĕнчех пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе хушма пĕлÿ паракан ушкăнсем уçма палăртнă. Шăпах çак енĕпе кунта хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Çакна та палăртмалла, шкулчченхи ушкăнсене тăтăш çÿрекенсен йышĕ сахалтарах. «Чебурашкăна» çÿрекен ачасен йышĕ чи нумаййи пулсан, Тĕмер шкулĕнчи ушкăна çÿрекенсен çак кăтарту чи пĕчĕкки. Ашшĕ-амăшĕн асра тытни вырăнлă: ача садне çырăннă пепкен куллен унта çÿремелле, паха пĕлÿпе воспитани илмелле.
Районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма 12 шкул кĕрет, вĕсенчен 7-шĕ вăтам, 5-шĕ – тĕп. 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче 1765 вĕренекен пĕлÿ пухнă. Кашни шкулах хальхи йышши компьютерпа, мультимедийлă техникăпа, вĕренÿ оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Районта «электронлă журнал», «электронлă дневник» информаци тытăмне тивĕçлипе ĕçе кĕртнĕ.
Шкулсенче 27 инвалид ача, вĕсенчен çиччĕшне килне пырса вĕрентнĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе Елчĕк, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Кушкă шкулĕсенче ятарлă проектпа тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ.
Шкулсенчи чи калаçтаракан тата хумхантаракан ыйту вăл – патшалăх экзаменĕсем. Кăçал тăхăр класс пĕтерекен ачасенчен 34-шĕ экзаменсене пĕрремĕш хутĕнчех тытайман. 15-шĕ аттестацин резерв тапхăрне те кĕреймен. Вырăс чĕлхипе, историпе, акăлчан чĕлхипе, обществознанипе, чăваш чĕлхипе тытнă экзаменсен вăтам балĕсем республикăринчен те пĕчĕк. Истори, обществознани предмечĕсемпе илнĕ чи вăтам балл – пĕтĕм предметсенчен те чи пĕчĕкки. Калас пулать, тăххăрмĕшсем математикăпа, физикăпа, информатикăпа, 2018 çулхипе танлаштарсан, экзаменсене лайăх тытнă.
Вунпĕрмĕшсем яланхиллех зкзаменсене обязательнăй майпа вырăс чĕлхипе тата математикăпа тытнă. Кунта вырăс чĕлхипе 1, математикăпа профиль шайĕпе 2, математикăпа никĕс шайĕпе 3 выпускник тивĕçлĕ балл пухайман.
Выпускниксем ППЭ тăхăр предметпа суйласа илнĕ пулсан, каллех обществознанипе, вырăс чĕлхипе, физикăпа, математикăпа /профиль шайĕ/, историпе, акăлчан чĕлхипе республикăн вăтам балĕнчен те пĕчĕкрех пухнă. Информатикăпа, географипе, химипе, биологипе, литературăпа илнĕ балсем вара республика кăтартăвĕсенчен пысăк.
Вĕренÿ пахалăхĕ шкултан вĕренсе тухса кайнă çул кăна мар, малтанах, пуçламăш класранах, курăнать. Вĕренекенĕн пĕлÿ шайне Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем лайăх çирĕплетеççĕ. Çавна май пуçламăш класранах ачан пĕлĕвне тÿрĕлĕхпе пăхни вырăнлă, ку чухне кам мĕнле предмета пĕлни лайăх курăнать. Педагогсен канашлăвĕнче, шкулти методика пĕрлешĕвĕсенче тĕрĕслев ĕçĕсене тишкерни вĕренÿ ĕçне лайăхлатма пулăшать. Ăс-хакăл, пултарулăх конкурсĕсенче те харсăр вĕренекенсем. Пултаруллисене олимпиада юхăмĕ, конкурссемпе конференцисем, фестивальсемпе ытти мероприятисем анлă çул уçни куç кĕрет. Уйрăмах шкул ачисем хăйсен пĕлÿ шайне Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисенче кăтартаççĕ. Регионти тапхăрта районти 46 вĕренекен 14 предметпа тупăшнă. Вĕсенчен 15-шĕ призер, 3-шĕ çĕнтерÿçĕ. Иккĕмĕш çул пирĕн район ачисем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрне хутшăнас енĕпе çĕнтерÿçĕсем. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Данил Трофимов Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ пулни районшăн калама çук пысăк çитĕнÿ.
Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературин регионсем хушшинчи олимпиадинче 1 çĕнтерÿçĕ тата 1 призлă вырăн илни те пысăк ÿсĕм. Тăван ен культурипе те 1 призлă вырăн. Шкул ачисемпе студентсен «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» Халăхсем хушшинчи виççĕмĕш олимпиадинче Курнавăшри 10-мĕш класри Мария Ефимова призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлакан, республика тапхăрĕн олимпиадисене çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хатĕрленĕ учительсем – С.Александров, В.Демьянов, А.Данилов, С.Долгов, В.Тябукова /Елчĕк/, О.Осипов, Н.Чернов, Н.Карчикова /Çирĕклĕ Шăхаль/, И.Павлова /Лаш Таяпа/, Н.Кузнецова /Курнавăш/ чăннипех ырă ята тивĕçлĕ.
Кĕçĕн классем пĕчĕккĕллех республикăри ăс-хакăл вăййисене хутшăнасси ырă йăлана кĕнĕ. Елчĕк шкулĕ ку енĕпе ăнăçлă ĕçлет.
Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадисене тивĕçлипе хатĕрленĕ педагогсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ укçан хавхалантарни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Кăçал Çирĕклĕ Шăхалĕнчи физкультура вĕрентекенĕ Олег Осипов 250 пин тенкĕ, Курнавăшри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Надежда Кузнецова 50 пин тенкĕлĕх хавхалантару укçине тивĕçнĕ. Елчĕкри А.Данилов физикпа искусство шкулĕнчи О.Архипова преподаватель 20-шер пин тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнĕ.
Воспитани ĕçĕнче хушма пĕлÿ паракан учрежденисен тÿпи пысăк. Спортра, пултарулăхра тĕрлĕ енлĕ пулăшу илес тесен условисем çителĕклĕ. Акă, сентябрь уйăхĕнчен ачасене хушма пĕлÿ паракан тата ытти çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ.
Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май чи инçетри шкулсенче те пысăк хăвăртлăхлă интернетпа, онлайн-вĕренÿпе, электронлă документсемпе ĕçлесси вăйланать.
Ĕç ăнăçлăхĕ, паллах, ăста кадрсенчен килет. 2018-2019 вĕренÿ çулĕнче районти вĕренÿ тытăмĕнче 532 çын, вăл шутран 197 учитель, 46 воспитатель, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе тренерсем 17, вĕренÿ организацийĕсен 19 ертÿçи тата ыттисем тăрăшнă. Вĕрентекенсен 96,03 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. Учительсен 2 проценчĕ 25 çултан кĕçĕн, 35 çула çитичченхисем – 5,5 процент, 50 çулхи тата унтан аслăраххисем – 56,3 процент. Çамрăк педагогсене шкулсене явăçтарасси яланхиллех çивĕч ыйту пулса тăрать. «Малашлăх учителĕсем» федераци проекчĕ шăпах педагогсен професси ăсталăхне анлăлатасси çинчен калать. Квалификацине ÿстерсе 56 педагогпа воспитатель ятарлă курссенче пĕлĕвне анлăлатнă. Çулсерен иртекен «Çулталăкри воспитатель», «Çулталăкри учитель», «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссем шăпах педагогсен тĕрлĕ шайри ăсталăхне палăртма май параççĕ. Елчĕк шкулĕнчи ют чĕлхесен учителĕ Екатерина Сергеева республикăри «Çулталăк учителĕ» конкурсра лауреат ятне тивĕçни çамрăксен пуласлăхĕ пысăккине çирĕплетет.
Канашлура Петр Краснов, Светлана Петрова, Зинаида Степанова, Николай Миллин районти педагогсене çывхаракан çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕç, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç, чи пултаруллисене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чыс турĕç. Палăртма кăмăллă: район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн кадрсемпе ĕçлекен специалисчĕ Валентина Немцева Раççей Федерацийĕн халăх вĕрентĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн медальне илме тивĕç пулчĕ. Районти педагогсен ертÿçине тата шкулсенчи профсоюз организацийĕсен председателĕсене хальхи йышши электронлă профсоюз билечĕсем пачĕç.
Канашлура çулсеренех шкул ачисен спартакиадинче çĕнтернĕ коллективсене – Елчĕкри вăтам тата Патреккелти тĕп шкулсене кубоксем парса чысларĕç. Иккĕшĕ те вĕсене чылай çул хăйсен аллинчен вĕçертмеççĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи пĕрлехи канашлу хыçа юлчĕ. Умра – пысăк тĕллевсем, çĕнĕлĕхсем, малалла талпăнма вĕрентмелли çивĕч ăс-тăнлă та пултаруллă, пулăшу кĕтекен шкул ачисем…
Валентина КИРИЛЛОВА
Источник: "Елчĕк Ен"