Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔПСĔР КŸЛĔ МАЛАШНЕ ТЕ «ПУРĂНТĂР»

25 мая 2019 г.

ТĔПСĔР КŸЛĔ МАЛАШНЕ ТЕ «ПУРĂНТĂР»

Аслă ÿсĕмри çынсем Аслă Елчĕкри Тĕпсĕр кÿлле 12 тилхепе ярсан та тĕпне çитеймен тесе каласа кăтартаççĕ. Çавăнпа пулĕ ăна тĕпсĕр тенĕ. Ĕлĕк вăл тата тарăн пулнă, унти шыва торф кăларнă çĕре нумай юхтарса кăларнăран пĕчĕкленнĕ пуль, текенсем те пур. Пит тарăн пулнипе Тĕпсĕр кÿлле никам та малалла ишсе кĕмен, хăюллăраххисем ишсе кĕме хăтланнă, анчах каялла таврăннă. Мĕншĕн тесен кÿлĕ варринчи шыв ал-урана шăнăр туртса хумалла сивĕ пулнине те нумай çын çирĕплетсех калать.

Кÿлĕ ялтан аякра та мар. Кÿль тÿпине хăпаратăн та – кÿлĕ çуталса выртнине куратăн.

Анне, эпĕ тата йăмăк велосипедсем çине ларса унта экскурсире пулса курма шутларăмăр. Кунти тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ! Пуçра вара тĕрлĕ ыйтусем çуралчĕç. Çак кÿлĕ мĕнпе паллă? Тĕпĕ «çук-ши» унăн? Кÿлĕ пирки вара халăх хушшинче тĕрлĕ халап çÿрет. Пĕрисем çак вырăнта вулкан пулнă та шăтăкне шыв тулнă, теприсем метеорит ÿкнĕ шăтăк вырăнĕ, виççĕмĕшĕсем çĕр путнипе пулнă, теççĕ. Истори халапĕсенчен пĕринче вăл Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнчен те маларах пулнă, теççĕ. Ун таврашĕнчи вăрманта таркăнсем пурăннă имĕш. Тепринче ирĕксĕртен качча панă хĕр туй пынă чухне йĕре-йĕре çăлтăрсем çине тинкерсе: «Эй, çăлтăрсем, туй халăхне çакăнтах çĕр çăттăр!», – тесе йăлăннă. Çав вăхăтрах туя килнисене лаши-урапи мĕнĕпех çĕр çăтнă, çавăнтанпа Тĕпсĕр кÿлĕ пулса тăнă, тет.

Петр Алексеевич Печков тавра пĕлÿçĕ каланă тăрăх, ял пуçланса кайнă вăхăтра ун таврашĕнче вăрман кашласа ларнă. Ял çыннисем кунта чÿк тунă. Вăрманăн халĕ тĕсĕ те çук, кÿлли вара паянхи кун та пур. Кÿлĕ хĕррипе /кăнтăр енчен/ аслă çул иртнĕ. Вăл кÿршĕллĕ Тутар Республикине илсе çитернĕ. Халĕ кÿлĕ хĕррине пыракан е ун айккипе Патреккеле, Акчеле е Сталин поселокне каякан çул çеç тăрса юлнă.

Кÿлĕсене унти шыв тĕсне, хăш вырăнта пулнине, унăн калăпăшне е тарăнăшне кура ят панă. Тĕпсĕр кÿлле, ав, тарăнăшне кура çапла каланă. Ун пирки пуçласа 1967 çулта пичетленсе тухнă «Равнинный карст и закономерности его развития на примере Среднего Поволжья» кĕнекере çырса кăтартнă. «Озера Среднего Поволжья» кĕнекере те /1978 çул/ пирĕн тăрăхри Тĕпсĕр кÿлĕ пирки сăнлани пур. И.Дубановăн «Озера Чувашской Республики» /2000 çул/ ĕçĕнче те кÿлĕ пирки çырнине тупма пулать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, Тĕпсĕр кÿлĕ карст кÿлли шутланать. Унăн тĕпĕ извеçлĕ. Çемçе вырăнта çĕр путса анса шыв тулнипе пулнă. Çак кÿлĕсенче шыв тăрă та сивĕрех пулать иккен. Тĕпсĕр кÿлĕ те, ытти çакăн йышши кÿлĕсем пекех, çĕр айĕнчи çăл шывĕсемпе тулать. Унта «Тябуков варĕ» текен вартан та çурхи шыв юхса кĕрет. Тябуков варĕнчен инçех те мар пысăк çăл пур. Ĕлĕкрех çак çăлăн пури те пулнă теççĕ. Халь вăл ешĕлленсе кайнă, лачакаланса тăрать.

Тĕпсĕр кÿлле 2000 çултанпах çут çанталăк палăкĕсен шутне илнĕ. Унăн паспорчĕ те, кадастр номерĕ те пур. Ăна асăрхаса тăрассишĕн Ленин ячĕллĕ тата кÿршĕллĕ «Прогресс» хуçалăхсем яваплă пулса тăраççĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ ку тĕлĕшпе вĕсемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Çут çанталăкăн регион шайĕнчи палăкне тĕрлĕрен сăнлаççĕ. Кÿлĕ лаптăкĕ – 1 гектар. Йĕри-таврашри сыхланакан лаптăк 152,5 гектарпа танлашать. Çĕре заповедник пек илмен, унпа вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ усă курать.

Кÿлĕ тĕрĕс çавракарах формăллă, Патреккелтен – 400, Аслă Елчĕкрен – 500 метрта, Елчĕкрен 2,5 çухрăмра вырнаçнă. Унăн тарăнăшĕ вырăн-вырăнпа 12 метра çитет. 1907 çулта çырса хăварнă ăсчахсен ĕçĕсенче çак кÿлĕре нимĕнле шыв курăкĕ те çитĕнменнине ĕнентернĕ. 2018 çулта, эпир сăнанă тăрăх, кÿлĕре шыв курăкĕ çитĕннĕ. Вăл кÿллĕн кăнтăр енче /йывăçсен çывăхĕнче/ тата варринче анчах пулман – çав вырăнсенче кÿлĕ питĕ тарăн. Биологсемпе экологсем шыв курăкĕ ĕрченине шыв шайĕ чакнипе, шыв юххи çуккипе сăлтавлаççĕ.

Тĕпсĕр кÿллĕн кăнтăр хĕвел анăç, çурçĕр, кăнтăр енĕсем лутра. Пĕр енчен Аслă Елчĕкрен Патреккелне каякан çул иртет. Унта ытларах çăмăл машинăпа, лашапа, мотоциклпа е çуран çÿреççĕ. Хĕвел тухăç енчи çыран чăнкă, сăрт евĕр тăрать. Çав енчи уя кÿлĕ тÿри теççĕ.

Кÿлĕ йĕри-тавра хăмăшсем, улăх курăкĕ ешерет. Ученăйсем кунта 128 ытла тĕрлĕ курăк çитĕннине палăртнă. Вырăн-вырăнпа – хăвалăх. Кăнтăр енче тополь йывăççисем ÿсеççĕ. Ватăлнипе вĕсенчен нумайăшĕ ÿксе пĕтнĕ – çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Курăксем хушшинче тĕрлĕ вĕçен кайăк, чĕр чун пурăнать. Эпир 2018 çулхи август уйăхĕнче темиçе кайăк кăвакала чĕпписемпе ишсе çÿренине ÿкерсе илтĕмĕр. Никам та хăратмасан вĕсем кунта ирĕклĕнех çÿреççĕ. Чарлансем вара «пулла килеççĕ». Кÿлĕре пулă та нумай.

Ĕлĕкхи вăхăтра ял-йыш кÿлĕ ырлăхĕпе нумай усă курнă: торф кăларнă, пуса-кантăр хутнă, колхоз лашисем валли шыв турттарнă… Николай Михайлович Соколов председательте ĕçленĕ çулсенче хăмла плантацине те унти шывпа сапнă.

Хальхи вăхăтра кÿлĕ таврашĕнче тĕрлĕрен экскурсисем йĕркелеççĕ. 2017 çулта районти музей ĕçченĕсем çут çанталăк палăкне хисеплесе велочупу йĕркелерĕç, пулăçăсен ăмăртăвĕсем иртеççĕ… Апла пулин те юлашки вăхăтра кунта çынсем унчченхи пек йышлăн, хапăл туса çÿременнине те пытараймăн. Кÿлĕ паян кунчченех «пурăнать» пулин те чылайăшĕ шыв шайĕ чакни, тавралăх япăхланни пирки калаçать. Кÿлĕ таврашне хĕрринченех сухалани, удобрени каяшĕсем шыва юхса анни, паллах, кÿлле усă кÿмест. Çу каçипех Патреккел ял халăхĕн кĕтĕвĕ хуçаланать. Ĕне-сурăх кÿлĕ çыранĕсене таптаса çăрать. Кунта пушă вăхăта ирттерме – канма пыракансем те хăйсем хыççăн çÿп-çапа пуçтарса хăвармаççĕ. Пулăçăсем вăлтапа анчах мар, атмапа, сĕрекепе пулă тытма хăякансем те тĕл пулаççĕ.

Манăн шухăшпа, çут çанталăк палăкне – Тĕпсĕр кÿлле асăрхаса тăрассипе пысăк тимлĕх уйăрмалла, ăна упраса хăварассишĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла. Ваттисем каланă тăрăх, çак кÿлĕ çумăра туртнă, усал çил-тăвăла хăваланă. Халь, ав, унăн вăйĕ чакнă, çавăнпа çумăрĕ те тарать, теççĕ. Малашне те кÿлĕ «пурăнасса» шанатпăр.

Ксения АГЕЕВА,
Елчĕкри вăтам шкул вĕренекенĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика