25 мая 2019 г.
Майăн 22-мĕшĕнче районти шкулсенче юлашки шăнкăрава халалласа мероприятисем иртрĕç. Сăмах май, кăçал Елчĕк районĕнчи шкулсенчен 11-мĕш класран 106, 9-мĕш класран 226 ача вĕренсе тухать.
Уявсене район ертÿлĕхĕ, ашшĕ-амăшĕ тата хăнасем йышлă хутшăннă, выпускниксене телейлĕ те такăр çул суннă. Олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче тата обществăлла ĕçре палăрнă вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Ачасем хăйсене тивĕçлĕ воспитани тата ăс-тăн панăшăн, тĕрлĕ енлĕ аталантарса пынăшăн ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ каланă.
Халĕ вĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллев – экзаменсене тивĕçлĕ тытса алла 9 çул тата 11 çул вĕреннине çирĕплетекен документ илесси.
Елена ПЕТРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"