Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСЛĂ ЕЛЧĔК ЧИРКĔВНЕ СĂВАПЛАРĔÇ

28 ноября 2018 г.

АСЛĂ ЕЛЧĔК ЧИРКĔВНЕ СĂВАПЛАРĔÇ

Ноябрĕн 24-мĕшĕ Аслă Елчĕк халăхĕшĕн нумайлăха асра юлĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем çĕнĕрен хута янă Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕве шăпах çак кун савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна сăваплама Елчĕк çĕрĕ çине килсе çитнĕ Шупашкар – Чăваш Епархийĕн Митрополитне Варнавăна райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, тĕне ĕненекенсем чыслăн кĕтсе илчĕç.

Чиркĕве сăваплассипе çыхăннă кĕлĕсене Канаш тата Тăвай Епископĕ Cтефан, IV округăн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей, ытти священниксем хутшăнчĕç. Варнава Митрополит кашнинех паллă пулăмпа саламларĕ, сăваплă ĕçе хутшăннисене çирĕп сывлăх сунчĕ, пурне те пил пачĕ.

Аслă Елчĕк 1559 çулта пуçланса кайнă пулсан, ялти малтанхи Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ йывăç чиркĕве иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче – 1903 çулта ял халăхĕн вăйĕпе туса лартнă пулнă. Шел пулин те, 1930 çулта ăна хупнă, каярах çуртне те пăснă. Çĕнĕрен чиркÿ хута яма вăй çитерни халăхăн çирĕп ĕненĕвĕ паянхи кун та çирĕп упраннине çирĕплетет. Маларах уявсенче ют ялсенчи чиркÿсене çÿреме тивни пăшăрхантарнă халăха. Ĕненекенсем 1996 çулта Аслă Елчĕкре прихут уçма Варнава митрополитран пил илнĕ, шкул пулнă йывăç çурта кĕлĕсене çÿреме пуçланă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе, 2002 çултанпа çак ялти прихутра тăрăшакан чиркÿ настоятелĕн Максим Петровăн пуçарăвĕпе 2005 çулта ял халăхĕн вăйĕпе çĕнĕ чиркĕве тума пуçăннă. Пачăшкăран пил илнĕ хыççăн пуçласа çак вырăнта Александр Данилов /Елчĕк/ экскаваторпа шăтăк чавнă. Кун хыççăн чиркĕве кунран-кун çĕклес ĕçе пуçăннă халăх: укçа-тенкĕ пуçтарса стройматериалсем туяннă, çурт никĕсне хывнă, стенисене купаланă…

– Çакăн евĕр пархатарлă ĕçе пысăк йышсăр пурнăçлаймăн. Тавах ял çыннисене, Аслă Елчĕкре çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешсене, предпринимательсене, организаци-предприяти ертÿçисемпе коллективĕсене – чиркÿ çĕклесе лартма хутшăннă мĕн пур халăха. Турă пулăшса, сывлăх парса тăтăр сире тата сирĕн çемйĕрсене, – ăшшăн тав турĕ пурне те чиркÿ настоятелĕ Максим протоиерей.

Халăх та хăйне ертсе пырса, мĕн пур йывăрлăха хыçа хăварса ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пултарнă чиркÿ настоятельне чун-чĕререн тав сăмахĕ каларĕ. Çакăн евĕр пысăк та капмар çурта çĕклесе лартма пысăк теветкеллĕх, мĕн чухлĕ вăй-хăват кирлине сăваплă ĕçе хутшăннисем лайăх ăнланаççĕ.

Сăмах май, чиркĕве хута ярассипе çыхăннă информаципе, укçа-тенкĕпе е ĕç вăйĕпе пулăшнă çынсен хушамачĕсемпе, организаци-предприятисен ячĕсемпе вулакан унăн сайтне /www.hramvh.prihod.ru/ кĕрсе тĕплĕн паллашма пултарать.

115 çул каялла ноябрĕн 24-мĕшĕнче ял халăхĕ малтанхи чиркĕве сăвапланă, çĕнĕрен хута янă Турă çуртне тасатасси те çак кунпа пĕр килнĕшĕн кăмăллă пулчĕ халăх. Ĕненекенсене уяв ячĕпе Канаш тата Тăвай Епископĕ Cтефан та саламларĕ, чиркÿ çĕклес ĕçре уйрăмах пысăк пулăшу панă тата пуçарулăхпа палăрнă Вадим Чернова, Валерий Падуева, Андрей Светлова Архиерей грамотипе чысларĕ.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл çирĕплетнĕ указпа килĕшÿллĕн Максим протоиерее палицăпа /священникăн тумĕн пайĕ/ чысларĕ вăл.

Елена ПЕТРОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика