Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇАРУЛЛĂ ŸСĔМЕ ТĂСАКАН САККУН

13 октября 2018 г.

ПУÇАРУЛЛĂ ŸСĔМЕ ТĂСАКАН САККУН

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенсие тухмалли ÿсĕме тапхăрăн-тапхăрăн пысăклатма тытăннă май аслă ăрури ĕçлекен граждансен прависене хÿтĕлекен мерăсен пуххи те çав кунран вăя кĕрет.

Тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: ĕçлес кăмăллă, çапла тумашкăн хевте çитерекен тата обществăна усă кÿмешкĕн хатĕр çын ÿсĕмне пăхмасăр хăйĕн майĕсене пурнăçа кĕртме пултартăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне тăнăçлăхпа тата нумай вăхăтлăха финанс çирĕплĕхĕпе тивĕçтерме палăртнă федераци саккунне алă пуснă.

РФ Правительстви пенси ÿсĕмне пăхса тухас енĕпе июнь уйăхĕнче сĕннĕ саккун проекчĕн куçăмĕ ансат пулмарĕ. Унăн тĕп шăнăрĕ арçынсен тивĕçлĕ канăвне тухмалли ÿсĕмне 5 çул пысăклатса 60-тан – 65-е, хĕрарăмсенне 8 çул хăпартса 55-рен 63-е çитерес тĕллевлĕччĕ.

Тĕрĕссипе, социаллă ыйтăмсем çирĕплетнĕ тăрăх, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ граждансенчен çурри халĕ те ĕçрен уйрăлма васкамасть. Саккун проектне хатĕрленĕ чухне Правительство çакна тĕпе хунă та ĕнтĕ. Çапах çĕнĕлĕхсене халăх пĕрешкел йышăнасшăн пулмарĕ. Апла пулин те экспертсем ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмне пысăклатма кирлине хирĕçлеймерĕç: çĕршыв гражданĕсен пурнăçĕ вăрăмланса пыни куç умĕнче. Унсăр пуçне пенси тытăмне çĕнĕлле йĕркелемешкĕн çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ хистет. Пенси тытăмĕн параметрĕсене улăштармасăр страховани пенсийĕсен тăнăçлă ÿсĕмĕпе тивĕçтерме тата вĕсене инфляцирен пысăкрах шайпа индексацилеме май килмĕ, мĕншĕн тесен паянхи ватăсене ĕçлекен çамрăксен взносĕ шучĕпе укçа тÿлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тивĕçлĕ канури пĕр çын пуçне вăй питти тăватă ĕçчен тивнĕ тĕк, халĕ – иккĕрен кăшт ытларах кăна. Çакнашкал условисенче пенси виçине тивĕçлĕ шайра тытса тăма май килменнипе çĕнĕлĕхсем кĕртмелле пулни çинчен ăнлантарса панине халăх йывăррăн йышăнчĕ. Хĕрÿ калаçусем çăвĕпех тăсăлчĕç. Август уйăхĕн вĕçĕнче лару-тăрăва уçăмлатма çĕршыв Президенчĕ хутшăнчĕ, улшăнусене çăмăллатмашкăн чылай сĕнÿ пачĕ. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче саккун проектне РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Путин Президент палăртнисене шута илсе иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

Президент хĕрарăмсен пенси ÿсĕмне 63 çула çитерме палăртнине ырламарĕ. Вăл палăртнă тăрăх, этемлĕхĕн черчен çуррин те арçынсенни евĕр хушăм 5 çулпа танлашмалла: куçăм тапхăрĕ вĕçленсен пĕрремĕшĕсем пенсие – 65, иккĕмĕшĕсем 60 çулта тухмалла.

Унсăр пуçне ÿсĕм картлашкине майĕпен пысăклатса пырса 2028 çулччен тăсаççĕ: çуллен кашни çулталăкшăн пĕр çул хушăнать. Улшăнусен малтанхи икĕ çулталăкĕнче, 2019 тата 2020 çулсенче, тивĕçлĕ канăва ÿсĕмĕн çĕнĕ тапхăрĕнчен ултă уйăх маларах йĕркелемелли ирĕк вăй илет.

Вăй питти ÿсĕме хăпартни паянхи ватăсене пырса тивмест. Вĕсем яланхиллех пенси тата социаллă тÿлевсем илсе тăрĕç.

Тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтересси – пурлăх налукĕнчен хăтарассинчен пуçласа хулари общество транспортĕнче тÿлевсĕр çÿресси таранах – пенси ÿсĕмĕпе çыхăннă май малтанхи чикĕрех юлать. Урăхла каласан, арçынсем вĕсемпе 60 çул тултарсан, хĕрарăмсем 55-рен иртсен усă кураяççĕ. Сăмах май, ветерансене çăмăллăх парассишĕн регионсем яваплă пулнине кура конкретлă преференцисен тата вĕсемпе тивĕçтермелли условисен переченьне облаçсен, крайсен, республикăсен вырăнти саккун кăларакан пухăвĕсене çитернĕ.

Пенсисене маларах йĕркелемелли ирĕке сыхласа хăварнă, тĕслĕхрен, сиенлĕ тата хăрушă условисенче вăй хуракансемшĕн, граждан авиацийĕн пилочĕсемшĕн, летчик-испытательсемшĕн, радиаци тата техногенлă катастрофăна пула инкеке лекнисемшĕн, общество транспорчĕн водителĕсемшĕн, сусăр ачасен ашшĕшĕн е амăшĕшĕн, опекунсемшĕн, Çурçĕрте пурăнакан сахал йышлă халăхсемшĕн, социаллă сăлтавсемпе /çав шутра – уйрăм чир-чĕрпе нушаланакансемшĕн/ страховани пенсийĕ илсе тăракансемшĕн тата ытти ушкăна кĕрекенсемшĕн.

Нумай ачаллă хĕрарăмсем ывăл-хĕрĕн йышне кура пенсие маларах тухма пултараççĕ. Ку таранччен асăннă ирĕкпе пилĕк ачаллă амăшĕсем кăна усă курнă. Çĕнĕ условисенче пилĕк тата ытларах ачаллă хĕрарăмсем пенсие 50 çулта йĕркелеме пултараççĕ, виçĕ ачаллисем çирĕплетнĕ йĕркерен – 3, тăваттăллисем – 4 çул маларах.

Пенси ÿсĕмне кармашакан граждансен – тивĕçлĕ кану ирĕкне иличчен 5 çул юлсан – ĕç прависене хÿтĕлес тĕллевпе халĕ вăйра тăракан ĕçлев саккунне тата Ĕçлев кодексне улшăнусем кĕртнĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсен вĕсене кăларса янăшăн тата ĕçе йышăнманшăн административлă тата уголовлă яваплăх тытма тивет. Айăпа кĕнисене 200 пин тенкĕ таран е шалу виçи чухлĕ штраф тÿлеттереççĕ, е 360 сехетлĕх обязательнăй ĕçе яраççĕ.

Витĕмлĕ мерăсем палăртнине пăхмасăр аслă ăру çыннисем предприяти панкрута тухсан, ăна реорганизацилесен е хупсан çав-çавах йывăрлăха лекеççĕ. Çавна май асăннă ушкăна кĕрекенсемшĕн ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пысăк виçине çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 4,9 пинрен 11,28 пин тенке çитерме йышăннă. Предприяти панкрута тухсан е хупăнсан ĕçсĕр юлнă аслă ăру çыннине пенсие маларах кăлармалли ирĕке сыхласа хăварнă. Çавăнпа пĕрлех тивĕçлĕ канăва иртерех каймашкăн кирлĕ стажа хĕрарăмсемшĕн – 37, арçынсемшĕн 42 çул таран чакарнă. Халĕ асăннă кăтарту 40 тата 45 çулпа танлашать.

Ялта пурăнакан ĕçлемен тата ĕç стажĕ 30 çулпа танлашсан пенсионерсен страховани пенсийĕн фиксациленĕ тÿлевне çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент пысăклатаççĕ.

Пенси тытăмĕн çĕнĕлĕхĕсене палăртнă май Правительство тĕп тĕллев паянхи пенсисене тăнăçлă ÿсĕмпе тивĕçтересси пулнине палăртнă: ĕçлемен ватăсен уйăхри тÿлевне пилĕк çулта 1-ер пин тенкĕ пысăклатса 2024 çул тĕлне 20 пине çитермелле.

Сăмах май, Пенси фончĕн бюджетне те пуянлатма май килĕ: коррупци кĕрешĕвĕпе килĕшÿллĕн туртса илнĕ нухрат тата конфискациленĕ тавара сутса тунă тупăш Пенси фондне хывăнмалла.

Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Елчĕкри Горшковсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Надеждăн саккунпа килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмĕ виçĕ çул чакать.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика