13 июня 2018 г.
Елчĕк район администрацийĕ халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансен 2017 çулхи ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. «Професси енĕпе чи лайăх ĕçчен» ята тата укçан преми пама йышăннă:
— «Районти чи лайăх бригадир» — Петр Васильевич КУДРЯВЦЕВ, «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи бригадир;
— «Районти чи лайăх агроном» — Николай Рудольфович РОМАНОВ, «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхри тĕп агроном;
— «Районти чи лайăх механизатор» — Леонид Александрович УСАНОВ, «2017 çулхи ака чемпионĕ», «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхри механизатор;
— «Районти чи лайăх тракторист» — Дмитрий Владимирович ПАЙМИН, «Нива» агрофирма» сахал яваплă юлташлăхри тракторист;
— «Районти чи лайăх водитель» — Владимир Геннадьевич СОЛОВЬЕВ, «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи водитель;
— «Районти чи лайăх финансист» — Марина Георгиевна КАТЮКОВА, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тĕп бухгалтер;
— «Районти чи лайăх зоотехник» — Петр Николаевич КУПТАШКИН, «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи зоотехник;
— «Районти чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» — Елена Алексеевна СЕРГЕЕВА, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна фермин заведующийĕ;
— «Районти чи лайăх фермер» — Геннадий Зинонович АФАНАСЬЕВ, Аслă Елчĕкри хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи;
— «Районти чи лайăх ветеринари ĕçченĕ» — Виталий Анатольевич АФАНАСЬЕВ, Аслă Елчĕкри ветеринари пункчĕн заведующийĕ;
— «Районти чи лайăх строитель» — Виталий Ильич ТИХОНОВ, «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă юлташлăхри сварщик;
— «Районти чи лайăх суту-илÿ ĕçченĕ» — Елизавета Петровна ЧЕРНОВА, «Акатуй» сахал яваплă юлташлăхри сутуçă;
— «Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ» — Калерия Ивановна КОЗЛОВА, Сăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ;
— «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» — Иван Анатольевич ШУРБИН, «Елчĕк районĕнчи централизациленĕ клуб тытăмĕ» муниципаллă культура бюджет учрежденийĕн пултарулăх ертÿçи;
— «Районти чи лайăх спортсмен» — Николай Петрович АЛЕКСЕЕВ, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен;
— «Районти чи лайăх энергетик» — Юрий Владимирович ПЕТРОВ, Елчĕк районĕнчи электричество сетĕнче электромонтер пулса тăрăшакан;
— «Районти чи лайăх педагог» — Сергей Витальевич ДОЛГОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта технологи предметне ертсе пыракан;
— «Районти чи лайăх повар» — Галина Ильинична МОРОЗОВА, районти тĕп больницăра ĕçлекен повар;
— «Районти чи лайăх çыхăну ĕçченĕ» — Николай Петрович СМИРНОВ, Елчĕкри линипе техника участокĕнчи инженер-куратор;
— «Районти чи лайăх предприниматель» — Вадим Владимировиич ЧЕРНОВ, уйрăм предприниматель;
— «Чи лайăх уйрăм хушма хуçалăх» — Таяпа Энтри ялĕнчи Федор Сергеевич ЗАЙЦЕВ хушма хуçалăхĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"