27 июня 2018 г.
Административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе, лару-тăрăва уçăмлатассипе тимлекен район администрацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна комисси председателĕн çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.
…Аслă Елчĕкре хушма хуçалăхпа пурăнакан уйрăм çын ушкăн сурăха кĕтĕве хăваламасăр урам тăрăх ăçта килнĕ унта çÿретни пирки ял çыннисем выльăхсен хуçине пĕр хутчен анчах мар асăрхаттарса каланинчен усси пулманран, вĕсем ял тăрăхĕн администрацине ыйтупа тухнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев çирĕппĕн хытарса каланине, кунта ĕçлекен специалистсем ыйтнине, ăнлантарнине те шута илмен вăл — сурăхсем çав-çавах урамрах кун кунланă, обществăлла вырăнти чечек-курăк лаптăкĕсене вараланă, таптанă. Выльăхсен хуçи тĕлĕшпе протокол çырмасăр та май килмен.
Çак ĕçе тунтикун административлă комисси ларăвĕнче пăхса тухнă. Чăваш Республикин «Административлă право йĕркине пăсни çинчен» саккунĕн 1 пайĕн 15 статйипе килĕшÿллĕн выльăхсен хуçине административлă майпа явап тыттарасси — штраф тÿлеттересси пирки йышăну тунă. Выльăх — чĕлхесĕр, каланине ăнланмасть. Уншăн вара хуçан айăп тытма тивет…
Источник: "Елчĕк Ен"