Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ ИЛЕМĔ САНПА МАНРАН КИЛЕТ

23 мая 2018 г.

ЯЛ ИЛЕМĔ САНПА МАНРАН КИЛЕТ

Пирĕн районта 53 ял. Вĕсене тирпейлĕ те илĕртÿллĕ тăвасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Ялта пурăнакан кашни çын çакна чунпа ăнлансан çеç пирĕн тăрăх илемĕпе савăнтарĕ.

Иртнĕ шăматкун Аслă Елчĕкре пурăнакансем масар çинче йĕрке тăвас тĕлĕшпе субботник ирттерчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Афанасьев хушăвĕпе 50 çынна яхăн пуçтарăнчĕ унта. Калас пулать, Валерий Зинонович хăй те пысăк хастарлăх кăтартрĕ. Кашнийĕшĕ хăйне мĕнпе ĕçлеме меллĕрех _ çав ĕç хатĕрне илсе килнĕ.

Хĕрÿ пычĕ субботник. Пĕрисем вĕтлĕх пулса кайнă вырăнсенчи йывăçсене касса тирпейлерĕç. Теприсем çÿп-çапа транспорт çине тиерĕç. Çак пархатарлă ĕçре уйрăмах Н.Григорьевăна ырăпа аса илмесĕр иртес килмест. 80 çултан иртнĕ пулин те пурне те хавхалантарса пычĕ вăл. Çавăн пекех Д. Егоркин, И.Карлин, Н.Катайкин, П.Чернов хăйсен транспорчĕсемпе çÿп-çапа турттарса тăчĕç. Пĕрремĕш бригадăри Г.Орехова, Т.Савукова, М.Питакова, Т.Чернова, В.Волкова, О.Савкина, Е.Малова, Л.Горшкова, Галинăпа Валентина Немцевасем, З.Карамаликова, А.Патшин, В.Печков, иккĕмĕш бригадăри Н.Кантеев, Т.Егоркина кунĕпех тÿрĕ кăмăлпа ĕçлерĕç. Ял тăрăхĕн депутачĕ, медбрат Василий Патшин хăйĕн активлăхĕпе савăнтарчĕ.

Культработниксемпе ял тăрăхĕнче вăй хуракансем ĕç фрончĕпе паллаштарса, хавхалантарса пычĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев В.Вастулова, Е.Ахмерова, З.Чернова старостăсене тата субботника хутшăннă кашни çынна тав сăмахĕ каларĕ.

В.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: субботника хутшăннисен пĕр ушкăнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика