Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИЛЛĔКМĔШ ХУТ

20 февраля 2018 г.

ПИЛЛĔКМĔШ ХУТ

Аслă Елчĕкре воин-интернационалистсене асăнса хоккей турнирĕ иртнĕ. Аслă Елчĕкрен Афган вăрçине 25 каччă хутшăннă. Вĕсенчен пĕри — Анатолий Патшин вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Ентешсем унăн паттăрлăхне пысăка хурса хаклаççĕ: кашни çулах ăна асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.

10 çула яхăн пынă вăрçăра çапăçнисем тăван района таврăнсан та пурнăçран ир уйрăлнисем сахаллăн мар. Вĕсене асăнса ирттернĕ хоккей турнирне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата ыттисем хутшăннă.

Пиллĕкмĕш хут йĕркелекен уçă турнирта 4 команда тупăшнă. Пĕрремĕш вăйăра Аслă Елчĕксемпе Тĕмер хоккеисчĕсем вылянă. Хуçасем Тĕмерсене 4:3 шутпа парăнтарнă. Унтан Лаш Таяпасем Патреккелсемпе тĕл пулнă. Лаш Таяпа команди çĕнтернĕ. Финалта Лаш Таяпасемпе Аслă Елчĕксем тĕл пулнă. Турнирта хăнасем мала тухнă, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Аслă Елчĕксемпе Тĕмерсем.

Турнирта чи лайăххисене те палăртнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене, маттур хоккеистсене грамотăсем, медальсем, парнесем парса хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика