16 декабря 2017 г.
Кăçал ЗАГС органне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ.
Историе илес пулсан, граждан тăрăмĕн акчĕсем малтанах метрика хучĕсенче çырăннă. Вăл Раççейре 250 çул каяллах ĕçе кĕнĕ. 1702 çултах I Петр патша прихутсенчи пачăшкăсене ача çуралнине, çын вилнине кашни эрнерех çырса пыма хушнă. Чиркĕве патшалăхран уйăракан декрета йышăниччен граждан тăрăмĕн акчĕсене Теччĕ уесĕнчи 12 чиркỹре çырса пыни паллă.
РСФСР Халăх Комиссариачĕсен Канашĕ 1917 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи «О гражданском браке, о детях и о ведении книг актов состояния» декречĕ ЗАГС органĕ йĕркелеме хистенĕ. 1918 çулхи январь уйăхĕнчен вулăсри земство управĕнче мăшăрланнине, ача çуралнине çырса пыракан пайсем уçăлнă. Кĕçĕн Таяпа, Шăмалак, Курнавăш вулăс ĕçтăвкомĕсенче актсене регистрацилеме пуçланă.
1927 çулта Чăваш АССРĕнче районсем йĕркеленĕ. Уессемпе вулăссен ертỹçисене пăрахăçланă. 1927 çулта районта 16 ял совечĕ шутланнă. Вĕсен шучĕ тăтăшах улшăнса пынă. Çулсем иртсен граждансен акт лару-тăрăвне патшалăх регистрацийĕ тăвасси НКВД тата ШĔМ тытăмĕ, ял тăрăхĕсем çинче пулнă. 1957 çулччен, республикăри ЗАГСсем пекех, районти ЗАГС бюровĕ те ЧАССР Министрсен Канашĕн ушкăнне, райĕçтăвкома пăхăнма пуçланă. 1992 çултан район администрацийĕн ЗАГС пайĕ шутланнă. Чăваш Республикин Президенчĕн 2000 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнчи указĕпе килĕшỹллĕн ЗАГС пайĕ Чăваш Республикин Юстици министерстви çинче тăрать.
Çак тапхăрта ырă улшăнусем сахал мар пулса иртнĕ. Унччен ача çуралнине, мăшăрланнине, çын вилнине ял совечĕсенче регистрациленĕ пулсан, 2003 çултан — ЗАГС пайĕнче.
Пирĕн архив фончĕ пуян. 1919 çултан пуçласа кăçалччен 150000 ытла акт упранать. Вĕсене 560 акт кĕнекине типтерлĕн çĕлесе хунă. Унччен сотрудниксем кирек мĕнле акта та алăпа шыраса вăхăта ирттернĕ пулсан, 2003 çултан электрон бази ĕçлет.
2007 çулхи ноябрь уйăхĕнчен, район 80 çулхи юбилейне паллă тунă вăхăтра, ЗАГС пайĕ çĕнĕ çурта куçрĕ. Унта ĕçлекенсене те, тĕрлĕ акт çыртарма килекенсене те питĕ хăтлă. Çамрăк мăшăрсене чаплă керменре, савăнăçлă лару-тăрура, ĕмĕр асра юлмалла регистрацилесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал 76 мăшăр çемье чăмăртарĕ.
Граждансен акт лару-тăрăвне патшалăх регистрацийĕ тăвасси ЗАГС пайĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килни ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар, районшăн та, республикăшăн та пысăк савăнăç. Пĕчĕк гражданин — пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ. Кăçал районта 110 ача çуралнă. Районта нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсни кăмăла çĕклет. Çак кунсенче Шăмалакри Юрийпе Надежда Львовсен саккăрмĕш, Лаш Таяпари Александрпа Наталия Сметанинсен улттăмĕш ачине Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕпе килĕшỹллĕн савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕмĕр.
Юлашки çулсенче ЗАГС пайĕн хăтлă залĕнче 50, 60, 65 çул мăшăрпа пурăнакан тата нумай ачаллă çемьесене чысласси, уявра амăшĕн капи-талĕн сертификачĕсене парасси пысăк уяв пекех иртет. Ашшĕ-амăшне юбилей ячĕпе ачисем кăна мар, сумлă ватăсем ĕçленĕ организаци, хуçалăх ертỹçисем саламлаççĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ хисеплĕ çемьесемпе мăнаçланнине çирĕплетсе парнесем парать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та çакăн евĕрлĕ уявсенчен пăрăнмасть, яланах ял çинчи ятлă çемьесене саламлама вăхăт тупать. Çитĕнсе пыракан ăрăва пысăк тимлĕх уйăрни, ачасене тулли çемьесенче çитĕнтерни, çамрăксене çемье витĕмне ăнлантарни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çирĕп те шанчăклă çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине çамрăксене ăнлантарса пама тăрăшатпăр.
Юбилей çулĕнче ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсене аса илмесĕр иртес килмест. Малтанхи сотрудниксем — Л.Филиппова, Гордеева, Н.Чиндарева, В.Майкова, Н.Митрофанова хăйсен тивĕçне тĕплĕн пурнăçланăран районти архив сыхланса юлнă. Валентина Спиридонова ЗАГС пайĕнче 26 çул тăрăшса «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Эпĕ çак пайра ĕçлеме пуçлани те 14 çул çитрĕ. Малтан тĕп специалист-экспертра тăрăшрăм, иртнĕ çултан пай пуçлăхне çирĕплетрĕç.
Информаци технологийĕсем аталаннă вăхăтра граждан тăрăмĕн акчĕсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та регистрацилеме пулать.
Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ
Источник: "Елчĕк Ен"