11 октября 2017 г.
Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕн тапхăрĕнче Аслă Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракан Надежда Чернова хаçат-журнал валеçнĕ май пур вулаканпа та тĕл пулма тăрăшать. Ку тăрăхра хаçата юратакансен йышĕ чылай пулнипе кăмăллă вăл. Ырă та ăшă чунлă почтальонкăна кашни килтех тараватлăн кĕтсе илеççĕ.
Çак кунсенче Надежда Николаевна Евгения Васильевнăпа Вячеслав Петрович Маловсен килĕнче пулчĕ. Çулсерен тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнакан çемье 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта та чылай издани çырăнчĕ.
- Пур хаçат-журнала та пĕр йĕрке сиктерми вуласа пыратпăр. Çапах та чи малтан хамăрăн тăван хаçата "Елчĕк ене" алла илес, район хыпарĕсемпе паллашас килет. Пỹрте кĕричченех страницăсене уçкаласа мĕн çырнипе кĕскен паллашатăп. Кайран диван е кресло çине меллĕн вырнаçса кашни статьянах васкамасăр вулатăп. Килĕшекен йĕркесене икĕ-виçĕ хут "шĕкĕлченĕ" тĕслĕхсем те пулаççĕ, - пĕлтерет 3 теçетке çула яхăн вĕрентекенре тăрăшнă Евгения Васильевна. - Мана ытларах çыннăн шăпине тĕплĕн уçса паракан калавсем килĕшеççĕ. Шухăшлă статьясем чылай чухне куççуль кăлараççĕ. Çакăн евĕр хайлавсене вуланă хыççăн пурнăçа тата та урăхларах, çыннăн шалти тĕнчине тарăнрах туйма пуçлатăн. Çавăн пекех вĕрентекенсемпе вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем пирки хыпарланисем, кĕçĕн çулхи ачасем тата çамрăксем валли çырнă статьясем килĕшеççĕ.
Ĕмĕрне водительсене вĕрентес ĕçе халалланă Вячеслав Петрович вара политика, ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсем пирки хыпарланине, саккунсене уçăмлатакан статьясене вулама юратать, усăллă сĕнỹсемпе паллаштаракан страницăсене касса илсе пуçтарса хунине пĕлтерет.
Е.Малова хаçатпа туслă пулни хăйне мĕн ĕмĕрĕпех пулăшса пынине палăртать. Шкулта нимĕç чĕлхин предметне ертсе пынăскер иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенче районти шкулсенче КИД (халăхсем хушшинчи туслăх клубĕ) кружокĕсем вăй илнĕччĕ. Патреккел шкулĕнче çак кружока вăрах вăхăт хушши Е.Малова ертсе пычĕ. Вăл пулăшнипе шкул ачисем эрнере икĕ-виçĕ хут пухăнса ют çĕршыв ачисем патне çырусем çыратчĕç, вĕсенчен илнĕ çырусене вулатчĕç. Демократиллĕ Германи Республикипе уйрăмах тачă çыхăну тытнă. Конвертсем ăшне хаçатсем, сăн ỹкерчĕксем, маркăсем, открыткăсем чиксе яни час-часах пулнă.
- Класс сехечĕсене ирттернĕ чухне çитĕнекен ăрушăн кăсăклă çивĕч ыйтусене час-часах çĕклеме тиветчĕ. Вĕсене йĕркеленĕ май хаçат-журналта пичетленнĕ калавсемпе час-часах усă кураттăмччĕ. Çапла вара ачасенче çынлăх, патриот, сăпайлăх, тасалăх, ырăлăх, тараватлăх, илемлĕх туйăмĕсене аталантарассинче вĕсем пысăк вырăн йышăнатчĕç, - малалла тăсать сăмахĕсене педагог.
Вячеслав Петровичпа Евгения Васильевна Маловсем ял çинче ырă ятлă, пысăк сумлă çынсем. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнса икĕ ача çуратса ỹстерсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Надежда Чернова почтальонка Аслă Елчĕкри Маловсен килĕнче хаçат-журнал çырăнтарнă самант.
Источник: "Елчĕк Ен"