Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку йăхра "эпир" тесе калаçнă

11 октября 2017 г.

Ку йăхра "эпир" тесе калаçнă

Г.Н.Волков этнопедагог çуралса ỹснĕ çурт умĕнчен кашни кун иртсе çỹретĕп. Хуçисем çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн вăл хупăнчĕ, тăлăха юлчĕ. Çапах та çак çурт пĕртте юхăнчăк мар. Ăна Геннадий Никандровичăн тăванĕсем - Еленăпа Валерий Карамаликовсем, кỹршĕ-аршă тирпейлесе тăраççĕ.

Урамран пăхсан вăл пĕчĕк çурт пек çеç курăнать. Ытти çуртсемпе пĕр ретре те мар, шаларах вырнаçнă.

Пỹрт умĕнчи пахчара хăмла çырли, çĕр çырли ỹсеççĕ. Пĕлмен çын ку çурта хуçасăр тесе шутламасть те. Карамаликовсен хăйсен çурт-йĕрĕ те ỹкерчĕк çинчи пекех илемлĕ те тирпейлĕ. Ĕçрен хăраманскерсем кунта тирпейлеме те ĕлкĕреççĕ.

Пĕррехинче ĕçрен таврăннă чухне Елена Петровнăпа Валерий Александрович Волковсен пахчинче типнĕ курăк-çулçăсене пуçтарса тирпейленине куртăм. "Вăй патăр!" - тесе сывлăх сунтăм. Иккĕшĕ те пĕр харăс: "Тавтапуç! Хăвна кунталла патăр!" - тесе чĕнчĕç. Эпĕ çак сăмахсене илтсен питĕ хĕпĕртерĕм, мĕншĕн тесен тахçанах çак тĕнчипе паллă ăсчах çуртне кĕрсе курас ĕмĕтпе пурăнатăп. Мĕншĕн тесен çак çулпа ирĕн-каçăн иртсе çỹретĕп, анчах пĕрре те кĕрсе курман. Çитменнине тата мĕн тери сăн ỹкерчĕк анчах çук-ши хамăн, анчах Волковсен çурчĕн сăн ỹкерчĕкĕ манăн архивра çук.

Елена Петровнăпа Валерий Александрович мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех шкулта вăй хунă. Çемье пуçĕ чылай çул шкул директорĕнче, унăн савнă мăшăрĕ библиотекарь пулса тăрăшнă. Пĕр шкулта ĕçленĕрен кашни тĕл пулмассерен калаçмашкăн сăмахĕ те тупăнсах тăрать пирĕн. Хальхинче вĕсем мана ăсчахăн çуртне кĕрсе курма сĕнчĕç. Çак самантра эпĕ хама таçта пулнăн туйрăм. Картишĕнче халĕ те кĕрхи хитре чечексем çеçке çурса лараççĕ. Пỹрт çумĕнчи хăмаран тунă тротуарпа утнă хушăра пуçра шухăш мĕлтлетрĕ: "Пушă çуртра тирпейлех те мар пулĕ-ха, пушмакпа кĕмелле-ши?" Елена Петровна крыльца умне çитрĕ те пушмакне хывса тепĕр май çавăрса тăприне силлерĕ, картлашка хĕррине тирпейлĕн майлаштарса лартрĕ. Тинех хам йăнăшнине ăнкарса илтĕм.

"Эээ, - тетĕп, - кунта пушмака хывсах кĕмелле-çке тата...". Хампа хам аванмарланса та илтĕм пĕр хушă. Пусма картлашкисем тăрăх хăпарса çурта кĕтĕмĕр. Урамран пĕчĕк кăна курăнакан çурт шала кĕрсен тем пысăкăш пулчĕ кайрĕ! Кайри-малтиллĕ пĕрене çурт. Пĕренисем çап-çутах. Кайри пỹртре шап-шурă кăмака ларать. Ку пỹлĕмре пĕр чỹрече анчах пулнăран кăшт тĕттĕмрех. Калаçнă май малти пỹрте куçрăмăр. Кĕркуннехи хĕвел пайăркисем кунти чỹречесенчен вăрттăн йăпшăнса кĕнине пула-ши пỹлĕмре çап çутă пулса кайрĕ. Манăн куçсем тỹрех стена çинче çакăнса тăракан рамкăри сăн ỹкерчĕксем çине ывăтăнчĕç. Елена Петровна çакна асăрхаса мана кашни сăн ỹкерчĕкпех паллаштарма пикенчĕ. Çак самантра пирĕн калаçăва халь кăна пахчаран кĕнĕ мăшăрĕ те хутшăнчĕ. Пĕрин хыççăн теприн çине пăхса савăнмалли ỹкерчĕксем-çке. Мĕн тери паха тата вĕсем. Миçе çул упранаççĕ пулин те тĕсне кăшт анчах хĕвел питти лекнĕ май çухатнă. Хамăр та сисмерĕмĕр йăлтах асаилỹ авăрне путрăмăр...

Акă пирĕн умра Альтук аппа виçĕ ачипе ларакан сăн ỹкерчĕк. Çак вăхăтра чунăма ăшă хум çапнине сисрĕм. Хам та виçĕ ача амăшĕ пулнăран анне туйăмĕ ытларах вăйланчĕ-ши?

- Эх, мĕн тери ăслă та ырă хĕрарăмччĕ Альтук инке. Паянхи пекех астăватăп çак куна, - каласа кăтартма пуçларĕ Елена Петровна. Çак самантра савнă мăшăрĕ çине пăхса йăл кулчĕ.

- Эпĕ ун чухне качча килнĕ çеç-ха. Пирĕн пата Альтук инке килчĕ те: "Мĕн тăватăн, кин?" - ыйтрĕ манран.

- Эй, инке, акă урай çурăм та, апат пĕçертĕм, сухан кăларнăччĕ те çавна касма тухасшăн-ха, - терĕм. Вăл мана: "Ээээ... Эпир те чуста хунăччĕ, кукăль-пỹремĕч пĕçертĕмĕр. Акă, сире хăналама илсе килтĕм", - терĕ. Эпĕ, çамрăкскер, аванмарлантăм. Ман умра аслă ăрури çын тăрать. Тата вăл "эпир турăмăр" тет. Тен, вăл пĕчченех кукăльне пĕçернĕ пулĕ-ха. Эпĕ, паллах, ăна пĕлеймерĕм. Вăл нумайлă хисепре калаçнинчен çакна ăнлантăм: "кашкăрсен" йăхĕнче çакăн пек йĕрке иккен. Çакăнтан пуçласа кирек епле ĕçе те "эпир турăмăр" теме тытăнтăм.

Калаçăва малалла Валерий Александрович тăсрĕ: "Çак çуртра халĕ чылай япала çук ĕнтĕ. Шкулта Волковсен музейне уçма тĕв тытрĕç те экспонатсене çавăнта илсе кайрĕç". Эпĕ стена çумĕнчи пысăк тĕкĕре сăнарăм. "Вăл та вĕсенех-и?" - тесе ыйтатăп.

- Ку çуртра ют япала çук. Пурте хăйсем пурăннă вăхăтрисемех. Чỹрече карри, турăм çакки, Турăш умĕнчи питшăлли те Альтук инке хăй тĕрлениех, - ăнлантарчĕ Елена Петровна.

Кăмăллă çынсемпе темчченех калаçса ларма хатĕрччĕ. Анчах вĕсене ĕçлеме чăрмантарасран шикленсе сывпуллашма васкарăм. Усăллă калаçушăн тав туса хамшăн хам пĕтĕмлетỹ туса малалла уттартăм. Чăн та пирĕн ялти Кашкăр йăхĕнчен тухнă çынсем епле хисеплĕ!

Йывăç мĕн чухлĕ ỹснине тунката ункинчен пĕлме пулать. Çыннăн ăс-тăнĕпе тавра курăмне вара унăн калаçăвĕнчен ытларах пĕлме пулать тесе шутлатăп. Унăн амăшĕ мĕнлерех ăслă та ырă çын пулнине Карамаликовсен калаçăвĕнченех тата ытларах туйма пултартăм. Çавăнпа та Альтук аппа ачисене çакăн пек тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Пирĕн аслă ăруран вĕренмелли пайтах çав.

Любовь АДЮКОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Волковсен тирпейлĕ кил-çуртĕнче пулса курма кăмăллă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика