15 июля 2017 г.
Районăн тата республикăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх кĕнекине кĕнĕ, икĕ хутчен Ленин орденĕпе нумай медале тата Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Сергей Васильевич Соснов çинчен Елчĕк тăрăхĕнче ĕненме те çук сăмах-юмах (легендăсем теççĕ вырăсла) çỹрет. Вăл,сахал кăна вĕреннĕ ахаль тракторист, ыттисем пурнăçлайман ĕçсене те çăмăллăнах тума, кирек кама та, кирек хăш вăхăтра та пулăшма, техникăпа усă курса чи кăткăс ĕçе те ăнăçлăнах татса пама пултарнă.
- Пĕррехинче Аслă Мăнкун кунĕ киле хăнасем пуçтарăннă, - аса илет, пĕрле пурăнма пуçланăранпа кĕçех утмăл çул çитни пирки калаçнă май, кĕç-вĕç сакăр теçетке тултаракан мăшăрĕ Роза Степановна. - Чи аслă Турă праçникĕ ячĕпе пĕрер черкке ĕçме ĕлкĕрнĕччĕ кăна, колхоз председателĕ Г.И.Тябуков хирти пĕр пусăра çĕр пиçсе çитни, унта тракторпа кĕме май пурри çинчен пĕлтерчĕ. "Юрать, Гурий Иванович, - терĕ пĕтĕм ял-йышра пысăк хисепре пулнă сăпайлă пуçлăха итлесе пĕтернĕ-пĕтерменех Сергей. - Эпĕ тепĕр çур сехетренех трактора хускатса уя тухатăп". Мĕн тетĕр? Алла тытнă çыртмалли-хыпмаллине чăмла-чăмлах ĕç тумтирне тăхăнчĕ те машина-трактор паркне васкаса уттарчĕ...
- Ун чухне йĕрки çирĕпрех пулнă ĕнтĕ...
- Тем каламалла ĕнтĕ. Никам та пире вăрçса-ятласа курман. Гурий Иванович, хăй те темиçе класс кăна вĕреннĕскер, никама та усал сăмах калама пултарайман. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче тăшмана хирĕç паттăрла çапăçнă пулсан та. Вăл калани-ыйтни, унăн сăмахĕ пирĕншĕн Турă хушнипе пĕрехчĕ. Тен, çавна пулах пирĕн Ленин ячĕллĕ колхоза КПСС Тĕп Комитечĕн, СССР Министрĕсен Канашĕн Асăну ялавне парса ĕмĕрлĕхе упрама хăварчĕç.
- Çав чыса, паллах, сирĕн Сергей мăшăрăр пек ĕçченсем вăйлă тăрăшнипе çĕнсе илнĕ...
- Çапла пулмасăр. Вăл халăхпа ĕçленĕ, халăх унăн хушăвне пурнăçласа колхоз ятне-шывне те çĕкленĕ, пурнăçа та малалла янă. Ара, асăнтăм вĕт-ха, мăшăр Мăнкун сĕтелĕ хушшинченех ĕçе тухса кайрĕ тесе. Ун чухне вăл ĕлкĕрнĕ лаптăка сухаласа тухнă та, кăштах пушă вăхăтпа усă курса, ялти пĕр çамрăк çемьене тин çеç туяннă çурта, сỹтсе салатмасăрах, тепĕр урама турттарса куçарса панă.
- Ун пекки пĕрре кăна мар пулнă, - хушса хурать хĕрĕ Ольга Сергеевна. - Тепрехинче аттепе тепĕр икĕ юлташĕ Аслă Елчĕкре сутнă çурта кỹршĕ яла, Тутарстана кĕрекен Кишĕр Шуршу ялне чиперех сĕтĕрсе çитернĕ. Чỹрече кĕленчисем те çурăлман...
- Вăл, Федор Арбузов пулăшаканĕ пулса тракторпа çỹреме вĕренчĕ те, ултă класс кăна пĕтернĕ пулсан та, темĕнле ĕç те тума пĕлетчĕ. Ăçтан кăна ăсталăх çитеретчĕ пулĕ, - аса илет Сергей Васильевичран пĕр-икĕ çул аслăрах куккăшĕ, ялти хисеплĕ ĕç ветеранĕ А.П.Мисяков. - Пĕр вăхăт унпа пĕрле плугарьте çỹрерĕм те унăн пултарулăхне чĕререн ăмсанаттăм. Гусеницăллă трактор çине хăй шутласа, тĕрлĕ металран хатĕрленĕ бульдозер вырнаçтарсан ăна пуçлăхсем "Кулибин", механизаторсем хисеплесе "Ашшĕ" теме пуçларĕç.
- Çапла çав, - килĕшет унпа Оля хĕрĕ. - Пĕррехинче никамран ыйтмасăрах, никам хушмасăрах кабинăсăр ХТЗ тракторĕ çине хăй аллипе çĕлесе тĕлĕнмелле хитре виткĕç турĕ. Ĕç тумтирне юсасси е алсиш-таврашĕ çĕлесси те уншăн киленĕç вырăнĕнчеччĕ.
Унтан çапла хушса хучĕ: "Кĕçех хамăн та пенси çулĕ çитет. Апла пулин те паян та сывă, ырă кăмăллă атте-анне пурри кăмăла çĕклет. Вĕсем патне кашни килмессеренех чунра хавхалану, вĕсем пек сумлă пулас ĕмĕт амаланса каять".
...Паллах, çак кунсенче 85 çул тултарнă Сергей Васильевич сывлăхĕ çирĕп тесе калама çук. Анчах ялти хĕрĕпе кинĕ, мăшăрĕпе çывăх тăванĕсем, районти ветерансен канашĕн элчи Рифкат Харисов, ял администрацийĕн специалисчĕ Эльвира Федорова ăшă сăмахĕсене ăнлансан тата парнисене йышăнсан, самай çăмăлланчĕ. "Тăхăрвунна çитсе Путин Президент саламне тивĕç пул!" - тесен сăнĕ çутăлсах кайрĕ.
...Сергей Васильевичăн, хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче ỹснĕскерĕн, ачалăхĕ пулман та пулĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне килте тата колхоз ĕçĕнче пулăшнă. "Ара, 1946 çулта хирте шит тăршшĕ кăна ỹснĕ тыр-пула çавапа çулма та, çурлапа вырма та çукран пĕтĕмпех алăпа çăлса пухса кĕртрĕмĕр, - çамрăклăхне куç умне тăратать ун чухне Сергей кам пулассине те чухламан мăшăрĕ Роза Степановна. - Эпĕ унран çамрăкрах пулсан та, вăл ĕçе тĕплĕ тăвакан каччă пуласса ĕненнĕ. Çавна пулах пĕрле пурăннă ултă теçетке ултă çул пек кăна туйăнать".
Ачаллах хĕрỹ ĕçре, Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çар чаçĕнче службăра, хĕрĕх çул ытла тĕрлĕ маркăллă тракторпа хĕлĕн-çăвĕн тар тăкнă механизатор çулсерен 600-700 гектар суха тунă (эталон виçипе мĕнпур ĕçе коэффициентпа куçарсан) ăста механизатор пенсие тухсан та килте чăтса ларайман, никам йыхравламасăрах, ыйтмасăрах темиçе çул ирсеренех парка утнă. Вăл унта хăй вĕрентнĕ механизаторсемпе Петр Долговпа, Михаил Кузнецовпа, Владимир Долговпа, Виталий Райковпа тата ыттисемпе курнăçса калаçнă, механизаторсене паха ака-суха тумалли ансат мелсене вĕрентнĕ (районта шăпах вăл чи малтан тарăн, конвертлă тесе ят панă суха туса çынсене тĕлĕнтернĕ). Юрăхсăра тухнă е кăштах сиенленнĕ трактора хускатакан хатĕрсене (пускачсене) туххăмрах юсаса парса çамрăксене савăнтарнă. "Ашшĕ, ырă ĕçшĕн тавах!" - тенĕ пурте.
Ăслă çынсем каланă тăрăх, хирте кашни гектар çĕр сухаласси çичĕ çухрăмпа танлашать. Апла пулсан, хăнасенчен пĕри: "Сергей Васильевич хăй çур ĕмĕр ĕçленĕ çулсенче Елчĕкрен Мускава темиçе хутчен те çитсе килнĕ, тен, Çĕр чăмăрĕн çуррине ытла утăмласа тухнă", - тени тĕрĕсех килет? Çавăнпах ăна республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем те, вĕсемпе пĕрле эпир те хисеплесе сывлăх сунатпăр, паянхи çамрăксем ун пекех çирĕп, чăтăмлă, хастар, ял-йышшăн тĕслĕх пуласса шанни çинчен пĕлтеретпĕр. Хăш-пĕрисем ăна, вун-вун пысăк награда хуçине, хăй вăхăтĕнче Социализмла Ĕç Геройĕ ят парас енĕпе пуçарусем пулни çинчен сăмахлаççĕ. Апла-и, капла-и, - анчах Сергей Васильевича ял-йышпа общественность чăн-чăн паттăр, ялпа районăн кăна мар, республика мухтавĕ пулнине пусăмлăн палăртаççĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Çемье архивĕнчи сăнỹкерчĕкре: С.В. Соснов юбиляр (сулахайра) тата колхозри трактор бригадин бригадирĕ А.В.Майков (иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсем).
Источник: "Елчĕк Ен"