Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çак кун кашни çын чĕринче

23 июня 2017 г.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă кун Раççейĕн пур регионĕнче те хурлăхлă мероприяти иртнĕ. Шăп çак кун, 76 çул каялла, фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине систермесĕр тапăнса кĕнĕ. 4 çула яхăн тăсăлнă хаяр та хăрушă вăрçă 30 миллиона яхăн совет çыннин пурнăçне татнă.

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамра Асăнупа хурлану кунĕ ячĕпе хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн, Елчĕкри нумай функциллĕ центр, Елчĕкри тĕп вулавăш, почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем, вĕренекенсем тата ял çыннисем хутшăнчĕç. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Николай Миллин сăмах илчĕ. Вăрçă çĕршыв умне мĕн тери пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине, çак вăрçăра совет халăхĕ пысăк паттăрлăх кăтартса фашизма тĕнче питĕнчен çапса аркатнине каларĕ. Паттăрсен умĕнче пысăк парăмра пулнине асра тытса вĕсен ячĕсене пирĕн ĕмĕрех чĕрере тытасчĕ, мирлĕ та канлĕ пурнăçа упрама тата хаклама пĕлесчĕ.

Çĕнтерỹçĕ салтака халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн митинга хутшăннисем Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова Роберт Рождественскийăн "Реквием" поэмине чĕрене витермелле вуласа панă май иртнĕ вăрçă çулĕсем, салтаксемпе тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ ерипен-ерипен куç умне тухса тăчĕç, поэма чĕрери Тăван çĕршыва юратаслăх тата унпа мăнаçланаслăх туйăмне вăйлатса чылайăшне куççульлентерчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика