17 мая 2017 г.
Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне анлăн паллă турĕç. Çак кун Елчĕк район администрацийĕн ЗАГС пайне çулсеренех нумай çул пĕрле пархатарлă тĕллевсемпе пурăнакан тĕслĕхлĕ çемьесене тата нумай ачаллă мăшăрсене йыхравласа чысласси йăлана кĕнĕ.
Çемье, ачасем, тăвансемпе çывăх çынсем, çуралнă кил. Çак пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă сăмахсенчен хаклăраххи этемшĕн урăх çук, малашне те пулмĕ. Халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлев хăйĕн «Халалĕнче» ахальтен мар çапла пехилленĕ: «Çемьене упрăр: çемьере - халăх тата патшалăх тĕревĕ. Çирĕп те туслă çемьешĕн пурнăç синкерĕсем хăрушă мар».
Çемье - юратупа туслăх, хавхалану çăлкуçĕ. Вăл ăшăлăхпа тата ăнланулăхпа çупăрлакан, çитĕнÿсемпе савăнтаракан, малашлăха шанăç парнелекен çутă утрав. Ача мĕнле çын пулса çитĕнессине çемье пысăк витĕм кÿрет. Туслă çемьере ачасем те хастар, ĕçчен ÿсеççĕ, теприне хисеплеме тата хаклама хăнăхаççĕ, яваплăха туяççĕ.
Шăпах çак сăмахсен пĕлтерĕшне уçăмлатрĕç уява хутшăннă, пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн тытăнса тата шăкăл-шăкăл калаçса 60 çул пĕрле утăмланă Павел Константиновичпа Лидия Михайловна Казначеевсем. Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакан мăшăр çамрăксемшĕн те, аслă ăрурисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. «Вĕсем - ял илемĕ», - тет ватăсем пирки ялти библиотека ертÿçи Лариса Казначеева. Хăйсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ Лидия Михайловнăпа Павел Константинович тăватă çул туслă çÿренĕ хыççăн 1957 çулта çемье çавăрнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен вĕсен иккĕшĕн те. Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕскерсем тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Кашни ачинех вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă ашшĕпе амăшĕ. «Кевер» туйне паллă тăвакан мăшăр паян ачисемпе, 8 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать.
- Ĕмĕр вăл лайăхпа та иртет, начарпа та. Пĕрре килен пурнăçа ырăпа анчах пурăнса ирттересчĕ. Кирек хăш лару-тăрура та пĕр-пĕрне юратма тата шанма пăрахар мар, пĕрне-пĕри ăнланса тата каçарса, пулăшса пурăнма вĕренер. Ачăрсемпе савăннипе пĕрлех мăнукăрсемпе, кĕçĕн мăнукăрсемпе киленме Турă пиллетĕр сире кашнине, - çапла пехиллерĕ пуçтарăннă çамрăксене Лидия Михайловна.
Сăмах май, паянхи кун районта 45 çул пĕрле пурăнакан 57 мăшăр, 50 çул - 29, 55 çул - 30, 60 çул - 12, 65 çул пĕрле пурăнакан 2 мăшăр пуррине регистрациленĕ. Тĕслĕх илмелли ĕçчен те хастар, сăпайлă, килĕштерсе пурăнакан çакăн евĕр çемьесем кашни ялтах пур. Шăпах вĕсене чыслас, çемьен обществăри сумне ÿстерес, çитĕнекен ăрăва ашшĕ-амăшĕн пилĕн пысăк пĕлтерĕшне туйма тата çемьери ырă йăла-йĕркене хисеплеме хăнăхтарас тĕллевпех ĕнтĕ кăçал республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине палăртрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те çак темăна çивĕч çĕклерĕ: «Атте-аннемĕр пилне асра тытса пирĕн паян çамрăк ăрăва хамăр культурăна хисеплеме хăнăхтармалла, хатĕррипе усă куракансене мар, çĕннине тума пултаракансене пăхса çитĕнтермелле».
- Атте-анне - кил-çурт тĕрекĕ, ачасен телейлĕ те хаваслă кулли - çемье илемĕ, - çапла палăртрĕ уява паллă тума килнисене саламланă май Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. Хăйĕн сăмахĕсенче вăл ашшĕ-амăшĕн çемьери тата обществăри пĕлтерĕшне палăртрĕ, çемье хаклăхĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесен йышĕ çĕршывра тата республикăра анчах мар, районта та ÿссех пыни савăнтарать. Кăçалхи çак вăхăт тĕлне районта 50 ача çут тĕнчене килнине регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 17 ача ытларах çуралнă. 50 ачаран 14-шĕ - пĕрремĕш, 18-шĕ - иккĕмĕш, 13-шĕ - виççĕмĕш, 1-ер ача пиллĕкмĕшпе улттăмĕш ачасем. Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă тума йыхравланă нумай ачаллă çемьесем - Елчĕк ялĕнче пурăнакан Любовь тата Сергей Федоровсем, Кĕçĕн Таяпари Татьянăпа Сергей Муллинсем, Аслă Таяпари Ираидăпа Владимир Яковлевсем уява илем кÿчĕç. Пултаруллă та тăрăшуллă кашни мăшăр виçшер ача çитĕнтерет. Патреккел ялĕнчи Розăпа Петр Воронцовсене, Аслă Елчĕкри Галинăпа Валерий Убасевсене Амăшĕн капиталне илме ирĕк паракан сертификатпа чыслани те уява пуянлатрĕ. Асăннă çамрăк çемьесем икшер ывăл çитĕнтереççĕ. Кунта пуçтарăннă кашни çемьенех çывăх тăванĕсем, ЗАГС пайĕн тата Елчĕк районĕнчи Пенси фончĕн ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем саламларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç.
Уяв вĕçĕнче Çемье кунне халалланă «Манăн хаклăран та хаклă аттепе анне», «Эпĕ хамăн çемьене ÿкеретĕп» конкурссенче çĕнтернĕ вĕренекенсене те чысларĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата Елчĕкри искусство шкулĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене хаваслă юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç.
Е.ПЕТРОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"