Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агитчупу ирттернĕ

13 мая 2017 г.

Агитчупу ирттернĕ

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине паллă турăмăр. Вăхăчĕ хушăнать пулин те, уяв пĕлтерĕшĕ хăйĕн «сăнне» пуянлатса, анлăлатса çеç пырать. Тăтăшах çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисем кĕртеççĕ программăна.

Совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнине паллă тунă май, районта «Энтепе - Елчĕк» маршрутпа пуçласа агитациллĕ чупу иртнĕччĕ. Ăна йĕркелеме Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ Петр Соловьев /иккĕмĕш ретре сылтăмран пĕрремĕшĕ/ сĕннĕччĕ. Шел, спорт ветеранĕ 2007 çулта чирлесе çĕре кĕчĕ.

Агитчупăва тÿрремĕнех ертсе пыраканĕсем Елчĕк райĕçтăвкомĕн физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Николай Виноградов /2-мĕш ретре сулахайран пĕрремĕшĕ/ тата районти «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин ертÿçи Николай Адюков /малта, варринче/ пулнă.

Ытти чупуçăсем - Аслă Елчĕк тата Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем. Паян вĕсенчен хăшĕ-пĕри асатте-кукаçи ĕнтĕ. Çăмăл атлетсем Энтепери тата ытти пилĕк ялти палăксем умĕнче митингсене хутшăннă, сăмах каланă, чечексем хунă. 25 çухрăма хыçа хăварса çамрăксем çапла майпа Аслă Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне, сывă пурнăç йĕркине пропагандăланă.

Николай МАЛЫШКИН,
агитчупу участникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика