Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур пике

13 мая 2017 г.

Маттур пике

Çамрăксем çĕршыв пуласлăхĕ тетпĕр. Çак сăмахсем чăн килнине кулленхи пурнăçра курса çирĕппĕнех ĕненме пулать. Чăваш Енре çитĕнекен ăру çине пăхса савăнма, чунтан мухтанма пулать. Мĕн чухлĕн вĕсем, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă, пысăк çитĕнÿ тума ĕлкĕрнĕ хастарсем!

Çутă тĕслĕх, пур çĕре те ĕлкĕрекен пикесенчен пĕри - Кристина Адюкова. Вăл Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхепе калаçса, ашшĕнчен хастарлăхне, амăшĕнчен илемне, пиччĕшĕнчен вара ырлăхне илсе чăн-чăн чăваш пики шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ Кристина - вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн, чăваш филологи уйрăмĕн 4 курс студентки. Мана пĕтĕм çĕре ĕлкĕрекен хĕрĕн пурнăç девизĕ еплерех пулни интереслентерчĕ.

- Манăн девиз çапларах янăрать: «Тăвалла пулсан та малалла». Эпĕ ăна куллен пăхăнса пурăнатăп. Девиз шухăшланă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, утас çулăма çирĕппĕн пусма пулăшса пырать, - тет Кристина.

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - теççĕ.  Кристинăн ĕмĕчĕсем еплерех-ши?

- Халăхра арçыннăн ĕçĕсем паллă: йывăç лартмалла... Манăн вара пурнăç тăршшĕпе телейлĕ хĕрарăм пулас килет. Телейлĕ сăмахăн кашни енне илес пулсан, малтанах алла хĕрлĕ диплом илесчĕ, ун хыççăн чун ыйтнă çĕре ĕçлеме кĕресчĕ, каярахпа çемье çавăрса телейлĕ арăм, юратнă анне пуласчĕ.

- Çеçпĕл Мишшин «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр...» текен сăмахсене эсĕ пурнăçлама килнĕнех туйăнать. Саншăн мĕн-ши вăл хастарлăх?

- Хастарлăх вăл - чун ыйтни. Çамрăк чухне пĕтĕм çĕре çитес, çĕннине пĕлес, ăна ăша хывса пурнăç таппипе тан утас килет.

Пике общество ĕçне хастар хутшăнать. Хăй вĕренекен аслă шкул чысне тĕрлĕ форумпа конкурсра хÿтĕлет. Вĕсене хутшăнма кам хистенĕ-ши ăна? Пулăшса, çул уçса пыраканĕ тата кам-ши?

- Конкурссене хутшăнас туртăм манра шкул вăхăтĕнчех çуралнă. Вăтам шкулти вĕрентекенсем хастарлăха вĕрентнĕ. Тĕрлĕ конференцисене, олимпиадăсене, сăвă калакансен конкурсĕсене илсе çÿренĕ. Университетра та мана алă усма памарĕç. Раççей шайĕнчи конференцие хутшăнса малти вырăна тухма пултартăм. Час-часах сăнÿкерчĕксен конкурсĕсене хутшăнатăп. Вĕрентекенсем хавхалантарса пынипех Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕм. Çавăн пекех Чăваш Республикин попечитель канашĕн стипендине çулсерен 10 çамрăк илсе тăрать. Эпĕ те вĕсен йышĕнче. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшатăп. Спорт пирĕн çемьешĕн ют мар. Пултарулăх конкурсĕсенче те айккинче юлмастăп. Юрлама, ташлама кăмăллатăп.

Пĕчĕккĕ чухне Кристинăн артист пулас килнĕ. Амăшĕ те ун пирки: «Утма вĕрениччен ташлама, калаçма вĕрениччен юрлама вĕреннĕ», - тет.

Диплом илме хатĕрленнĕ тапхăрта Кристинăна малашлăхра ăнăçу сунасси кăна юлать. Шансах тăратпăр, вăл ытти çамрăксем пек инçетри хуласене тухса каймĕ. Хамăр енчех юратнă профессипе тăрăшĕ.

- Патриотизм туйăмĕ вăйлă пулнăран урăх хула пирки шутлама та пултараймастăп. Тăван  ене чун-чĕрепе парăннă эпĕ.

Кристинăн чĕрене хăват кÿрекен, чуна çулăм хыптарса туйăма вĕретекен çамрăклăхĕн асамлăхĕ, малалла çул хывакан чарусăр маттурлăхĕ сывă пултăр яланах, чунĕнче упрантăрах.

Мария САМДЕЛОВА,
Чăваш Ен наци телерадиовĕн редакторĕ.

Сăнÿкерчĕкре: К.Адюкова.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика