Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçлă йĕркеленĕ

03 мая 2017 г.

Тухăçлă йĕркеленĕ

Çанталăк тăрук ăшăтнăран тăпран çиелти сийĕ ытла хăвăрт типет. Çавна май кăçалхи лару-тăрура ака ĕçĕсене май пур таран тата та кĕске вăхăтра пурнăçласа хăварма ĕлкĕрмелли  куçкĕрет. 

Çурхи кунăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курассине тĕпе хунă Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕпе Владимир Чернов тата Валерий Падуев хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене вĕçе-вĕçĕн йĕркелесе пыраççĕ: культиваци тунă лаптăксене çийĕнчех ака агрегачĕсем йышăнаççĕ, акнă хыççăнах анасене пусăрăнтараççĕ.

Ялхуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа  йышши культурăсене хальлĕхе  150 гектар акнă. Яваплă ĕçе пурнăçлакан Александр Долговпа Владимир Майков механизаторсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлараççĕ. Анасене кăпкалатнă çĕрте Сергей Шепиновпа Виталий Хушкин, акнă лаптăксене пусăрăнтарнă чухне Виталий Долгов пуçарулăхпа тимлеççĕ. Владимир Тимофеевпа Николай Чернов водительсем, Андрей Шакин, Владимир Петров, Аркадий Кантеев, Владимир Мольков, Игорь Чернов сеяльщиксем пулса тăрăшаççĕ.

- Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 530 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Çакăн валли пĕтĕмпе кирлĕ вăрлăхăн 70 проценчĕ элита репродукцири шутланать, ытти - пĕрремĕш репродукцири вăрлăх, - каласа кăтартрĕ Сергей Волков тĕп агроном.

Унсăр пуçне, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче хĕвелçаврăнăш туса илме те çирĕп тĕллев тытнă. Унăн лаптăкĕ 200 гектара яхăн йышăнмалла. Кÿршĕллĕ Тутар Республикине кĕрекен ялхуçалăх предприятийĕн тĕслĕхĕпе усă курса вĕсем ăна тип çу тунă çĕре ăсатма палăртаççĕ, ăна ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн юлакан жмыхĕ вара фермăри ĕне выльăх валли усăллă хушма апат пулмалла.

Елена Виноградова, Зинаида Патшина поварсем  ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хиртен таврăнмасăр ĕçлекен механизаторсем валли кунне икĕ хутчен вĕри апат пĕçереççĕ.

...Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕн уй-хирĕсенче те пĕр харăс 4 агрегат ĕçлет. Пĕчĕк йышпа ĕçлекен фермершăн пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ те самай пысăк шутланать. Тĕш тырă культурисене кунта кашни çул 500 гектартан кая мар акса çитĕнтереççĕ. Кĕр тыррисене шутламасан, çурхи культурăсене кăçал та 400 гектар акса хăвармалла. Эдуард Райков, Борис Адюков, Петр Печков, Валерий Соколов механизаторсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнăран ĕçе кал-кал, тухăçлă йĕркелеме май килет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика