Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă усса лармастпăр

17 декабря 2016 г.

Алă усса лармастпăр

Районта хальхи вăхăтра 7600 пенсионер шутланать. Вăл йышран ĕçлекеннисем 1100 çын.

Кашни кварталтах ял тăрăхĕсенчи пенсионерсен вырăнти канашĕсен ертÿçисемпе ларăва пуçтарăнса малашнехи ĕçсене палăртатпăр, унтан мĕн тунине тишкеретпĕр. Пурнăçран юлас мар тесе хамăр канашлăва тĕрлĕ шайри специалистсене чĕнетпĕр. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн специалисчĕсем, халăха социаллă пулăшу паракан пай, тĕп больница ĕçченĕсем пирĕнпе тăтăшах тĕл пулаççĕ, пире канăç паман ыйтусен хуравĕсене тупма пулăшаççĕ, тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттереççĕ. Тĕп больницăн тухтăрĕсем, районти тĕрлĕ шайри специалистсем пенсионерсене çĕнĕлĕхсемпе, саккунсемпе паллаштарсах тăраççĕ. Калăпăр, сиплев физкультурин уссине те, кашни пенсионерăн юн пусăмне виçсе тăмаллине те лайăх пĕлетпĕр. Банк карттипе мĕнле усă курмаллине те пире тĕплĕн ăнлантарса панă.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пурнăçĕсене шеллемесĕр кĕрешнĕ ветерансем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранаççĕ. Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха, çухатăва тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ фронтовиксен, çапăçакан çара мĕн кирлине çителĕклĕ парса тăрассишĕн ырми-канми вăй хунă тыл ĕçченĕсен умĕнче пуç таятпăр. Иртнĕ юбилей çулĕнче пенсионерсен районти обществин активисчĕсем ялсенчи сумлă ватăсене Аттелĕхĕн Аслă вăрçин юбилей медальне парса чыс тунă çĕре хутшăнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ агитбригада концерчĕсенче пенсионерсем пысăк активлăхпа палăрчĕç.

Аслă ăру çыннисем сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăраççĕ. Районта е ун тулашĕнче иртекен спорт мероприятийĕсенче те хастар. Çĕнĕ Пăвари З.Михайлова пенсионерсен республикăри иккĕмĕш спартакиадинче çуран чупса 52 хĕрарăм хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.  26 командăран эпир спортăн çичĕ тĕрлĕ ăмăртăвĕнче палăртăмăр. Комсомольскинче «Спортри вăрăм кун-çул» ятпа иртнĕ республикăри виççĕмĕш спартакиадăна хуласемпе районсенчи 250 пенсионер, пирĕн районтан 8 çын хутшăнчĕ. Николайпа Галина Павловсем, А.Пупина /Елчĕк/, А.Анисимов /Ĕнел/, П.Козлов, В.Мисякова, П.Петрянкин /Аслă Елчĕк/ çуран чупассипе, шывра ишессипе, теннисла, шахматла выляссипе, аэробика упражненийĕсем тăвассипе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Чăваш Тăрăмĕнчи Н.Казакова республикăри конкурса хутшăнса компьютера лайăх пĕлнине кăтартса пачĕ. Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан Г.Туманов, çулĕпе çамрăках мар пулин те, спортпа туслă. Кире пуканĕ йăтассипе республикăри, çĕршыври ăмăртусене хутшăнса тăван ене тĕрлĕ наградăсемпе таврăнать.

Пенсионерсене час-часах «Улăп» спорт комплексĕнчи тренажер залĕнче тата бассейнра курма пулать. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă ăмăрту-чупусене, хĕрарăмсен, арçынсен культурăпа спорт фестивалĕсене  хутшăнма та ÿркенсе тăмаççĕ пенсионерсем. Спортпа та туслă эпир, аваллăх историйĕ те кăсăклантарать пире.  Çавăнпа та тĕрлĕ хуласене экскурсие тухса çÿрессине те ырă йăлана кĕртрĕмĕр. Хусанти Кремль историйĕпе паллашни, мечете кĕрсе курни, тĕрлĕ чиркÿсенче, Шуршăлта А.Г.Николаев космонавт музейĕнче пулни пирĕн асăмран часах тухмĕç.

Аслă ăрури çынсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре те курăмлă ĕçсем тăваççĕ. К.Леонтьева, В.Васильева /Елчĕк/, О.Миронова /Таяпа Энтри/, В.Щербаков /Тăрмăш/, Е.Ахмерова /Аслă Елчĕк/, Р.Харисов /Сăръел/, З.Портнова /Аслă Пăла Тимеш/, А.Головина /Кĕçĕн Таяпа/, Л.Макова /Аслă Таяпа/, П.Львова /Шăмалак/, Е.Захарова /Çирĕклĕ Шăхаль/ нихăçан та ÿркенсе тăнине курман. Район хаçатĕнче пенсионерсен ĕç-хĕлне çутатса тăракан О.Миронова, И.Волкова, В.Краснова    ырă сăмахсене тивĕçлĕ. 

Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи пенсионерсем çÿрекен «Туслăх» ансамбль районти, республикăри халăха хăйĕн пултарулăхĕпе чылай çул савăнтарать.

Юлашки вăхăтра аслă ăрури çынсене тимлĕх уйăрасси, вĕсене сума сăвасси чакса пыни хытă шухăшлаттарать. Çамрăксем ватă çынсене транспортра вырăн парасси, малтан сывлăх сунасси, хисеплесси те йăларан тухнă тейĕн. Ваттисен çурчĕсенче карчăк-старик йышлансах пырать. Ялсем ватăлаççĕ, пурăнман çуртсен хисепĕ  çулсерен ÿсет.

Таврана тинкерсе пăхсассăн пирĕнпе юнашар вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, чирлĕ те сусăр çынсем сахал мар. Вĕсем ачи-пăчинчен, çамрăксенчен пулăшу кĕтеççĕ. Анчах паянхи яш-кĕрĕмĕн чун-чĕри хытсах пыни сисĕнет. Çавăнпа шкулсенче ĕлĕкхи пек Тимур командисем йĕркелесе ярсан, вĕсем ватăсене шефа илсен мĕнле  лайăх пулĕччĕ. Аслă ăру çынни ĕмĕрне ĕçре пиçĕхсе ирттернĕ. Вăл ватлăхра пĕччен маррине туйсан  савăнатех. Ватлăхра темĕн кирлĕ мар, ытларах ăшă та çепĕç калаçу çитмест пире. Тĕрлĕ предприяти-организацисенче, хуçалăхсенче тăрăшакансем сумлă ĕçтешĕсене уявпа саламлани савăнтарать. Культура çурчĕсенче ирттерекен тĕрлĕрен чечексен, чăн чăваш тумĕсен куравĕсенче пенсионерсен ал ĕçĕсене курса киленетĕн. Концертсенче хаваслă юрă-ташă, сăвă калакансен йышĕнче те пенсионерсем пуçарулăхĕпе тыткăнласа уявсене  илем кÿреççĕ.

Праçниксене уявланă, тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ чухне яланах спонсорла пулăшупа тивĕçтерекен Елчĕкри ритуал пулăшăвĕн предприятийĕн ертÿçине Л.Григорьева, Аслă Елчĕкри А.Перцев, А.Патшина, В.Падуев уйрăм предпринимательсене, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă К.Мифтахутдинова, Чăваш Госснабĕн уçă акционер обществин гендиректорне В.Антонова, Раççей Перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн заведующийĕ пулнă А.Шадрикова, Елчĕкри «Çăлкуç», «Ксения», «Для Вас» лавккасен хуçисене В.Шепинова, А.Светлова, Н.Герасимовăна, Т.Тепловăна аслă ăру çыннисене тимлĕхре тытнăшăн, хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Çамрăксем сума суни пенсионерсене малалла хавхаланса пурăнма пулăшать, ырă ĕç тума хистет.

Л.ГОРШКОВА,
Пĕтĕм Раççейри «Пенсионерсен пĕрлĕхĕ» обществин районти уйрăмĕн ертÿçи.

Сăнÿкерчĕкре: Аслă Елчĕксем Çăварни уявĕнче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика