28 декабря 2016 г.
Иртнĕ шăматкун Аслă Елчĕкри çĕнĕрен çĕкленекен Христос Чĕрĕлĕвĕн ячĕпе тăракан чиркĕвĕн куполĕсене вырнаçтарчĕç.
Аслă Елчĕкре Христос Чĕрĕлĕвĕн ячĕпе тăракан чиркÿ 1903-1930 çулсенче ĕçленĕ. Чылай вăхăтран, 1996 çулта тĕне ĕненекенсен пуçарăвĕпе вăтам шкулăн кивĕ çуртĕнче кĕлĕ çурчĕ уçнă. Анчах вăл кивелсе пынине кура чиркĕвĕн çĕнĕ çуртне тума пуçăннă. Ăна православи тĕнне ĕненекенсем, уйрăм предпринимательсем, организацисем, ялта пурăннă, халĕ ытти çĕрте ĕçлекенсем, урăхла каласан, халăхăн чунлăхĕпе этеплĕхĕн пуянлăхне сыхласа хăварма тăрăшакан кашни çын хывакан укçа-тенкĕпе хăпартаççĕ. Чиркÿ стенисене купаласа пĕтернĕ, çивиттин каркасĕсене, 2 купола, шатерсене вырнаçтарнă, чÿречесем лартнă.
Иртнĕ шăматкун ялти тĕне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв пулчĕ - çĕнĕрен çĕкленекен Христос Чĕрĕлĕвĕн ячĕпе тăракан чиркĕвĕн юлашки 5 куполне вырнаçтарчĕç. Куполсене вырнаçтарма ялта пурăнакансем, сăваплă ĕçе хутшăнакансем йышлă пухăнчĕç. Уява Канаш-Тăвай Епископĕ Стефан тата таврари ялсенчи священнослужительсем хутшăнчĕç. Стефан епископ куполсене тасатрĕ, пухăннисене пил пачĕ.
Хăпартнă куполсем çĕнĕрен çĕкленекен чиркĕвĕн сăн-сăпатне уçса ячĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"