23 июля 2016 г.
- çак сăмахсене асра тытса ĕçлет пирĕн коллектив, - пусăмлăн палăртрĕ сахал яваплă «Спутник-1» юлташлăха ертсе пыракан В.А.Чернов.
- Чăннипех те, çапла, Василий Алексеевич. Эпир, район центрĕнче пурăнакансем, хваттере пĕр сехет е сехет çурă кăна шыв килмесен те аптăраса ÿкетпĕр, пăшăрханма пуçлатпăр. «Пăрăхĕ шăтрĕ-ши е насусĕ ĕçлеме чарăнчĕ-ши?» - ыйтаççĕ вара çынсем пĕр-пĕринчен...
- Каçарăр та, юлашки вăхăтра тĕп пăрăхсен тытăмĕнче шыв пулманнине астумастпăр. Дежурнăйсем çырса пыракан кĕнекене те тĕрĕслесе пăхма пултаратăр. Уйрăм хваттере е хăш-пĕр çурта хамăр пÿлсе хунă самантсем /анчах сехечĕ-сехечĕпе мар!/ сайра-хутра пулкалаççĕ те. Калăпăр, пĕр хваттерте кранĕ катăлса кайнă е пăрăхра герметизаци арканнă. Кун пек чухне ирĕкленсе ĕçлеме, ĕçе хăвăртрах пурнăçлама май килтĕр, пĕр-пĕрне чăрмав кÿрес мар е инкек килсе ан тухтăр тесе унта кĕрекен шыв çулне хамăр пÿлсе хуратпăр.
Пĕррехинче канализаци тытăмĕ тăкăлса ларнипе усă курнă таса мар шыв йĕркеллĕ куçман тĕслĕх пулнăччĕ. Çуркунне, ака ĕçĕсем пынă тапхăрта. Мир урамĕнче канализаци сиенленни çинчен каçхине 10 сехет тĕлнелле пĕлтерчĕç. Каяш тăкакан машина аякри рейсран тинтерех кăна таврăннă пирки /техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмасан та май çук вĕт!/ ĕçе ирхине ирех, çынсем вăраннă-вăранман вăхăтра пуçăнма калаçса татăлтăмăр. Авари бригади пиллĕкре пĕр çын пек пуçтарăнчĕ те канализаци тытăмĕн пăсăлнă тăрăхне ирхи сакăр сехетчен юсаса хута ятăмăр. Хамăр, йĕркеллĕ канайманнипе, самай ывăнтăмăр. Анчах Мир урамĕнче пурăнакансен тавне, ăшă сăмахне илтрĕмĕр те ĕç кунĕ тăршшĕпех хавхаланса çÿрерĕмĕр.
- Коммуналлă хуçалăхри пăтăрмахсем пирки ĕлĕк те, халĕ те нумай сăмах çÿрет. Хваттерсене те япăх тунă е юсанă, имĕш. Шыв пăрăхĕсем те, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенчех хывнăскерсем, тĕпрен илсен, хăйсен вăхăтне ĕçлесе ирттернĕ. Çакăнпа эсир килĕшетĕр-и?
- Чăнлăхран ăçта кайса кĕрĕн? Ара, ĕлĕкрех, хваттерсене черетпе, пĕр тÿлевсĕр уйăрса панă вăхăтра, çурта туса пĕтернĕ-пĕтерменех /никĕсне кирлĕ пек хÿтĕлемен, проектпа пăхнă сарайсене, тирпей-илем ĕçĕсене вĕçлемесĕрех/ ордер тыттарни те пулман мар вĕт. Шыв пăрăхĕсене мĕнле килнĕ çапла хурса хăварнинчен те тĕлĕнмелли çук. Çакна мана «Спутник-1» ертÿçине çирĕплетнĕ хыççăн тата ытларах туйса илтĕм. Унччен те, каярахпа та пăрăхсем тапса тухнипе /хĕллехи вăхăтра уйрăмах/ нумай асапланнă. Насуссем час-часах ĕçлеме пăрахни те пире васкавлă ĕçе чĕнсех тăнă. Халĕ, чăнах та, лару-тăру самаях лайăх енне улшăнчĕ. Кивĕ, çĕрнĕ пăрăхсем юлмарĕç тесен те юрать. Шыв çулĕсене металран полиэтилен çине куçарни питех те паха. Унăн гаранти срокĕ кăна та 50 çул. Халĕ эпир ăçта, мĕнле хăрушлăх пуррине пĕтĕмпех пĕлсе тăратпăр. Çавна май çак вырăнсене маларах пĕтерме, авари пулассине сирме тăрăшатпăр. Шыв башнисен хуçалăхĕнче те, канализаци тытăмĕпе те çавăн пекех. Хăрушлăха малтан курса тăмалла - акă мĕнле тĕллев тытатпăр эпир. Çавна май пирĕн пулăшупа усă куракансенчен çăхав çукпа пĕрех. Пĕррехинче район администрацийĕн пуçлăхĕ ертÿçĕсен канашлăвĕнче «Спутник-1» пур-и вăл çук-и;» тенĕ евĕр ыйту лартса çапларах каланине астăватăп: «Унччен манăн ĕç кунĕ чылай чухне унта та кунта шыв çукки, çав вăхăтрах вăл урам тăрăх çурăк пăрăхсенчен кĕрлесе юхса выртни пирки пĕлтернисенчен пуçланатчĕ. Халĕ кунта пурте йĕркеллĕ те - калаçăвĕ те çук». Çак сăмахсене коллектива çитертĕм те кашни çын тата тăрăшса, хавхаланса, харкам хăй çине пысăкрах яваплăх илсе тăрăшма пуçларĕ.
- Халĕ, çултан çул тенĕн, тĕлĕнмелле шăрăх çанталăк килет. Çавна май шыв парса тăрассипе те, каялла тухакан каяша уçласа илсе тасатассипе те ытларах ĕçлемелле. Кăçал лару-тăру мĕнлерех?
- Пĕр сăмахпа, «йĕркеллех» теме пулать. Халĕ малтанхи пек насус çĕмрĕлсен кăна «вăранмастпăр». Ăçта черченкĕрех - унта маларах шанчăклă юсав тăватпăр. Саппас мотор, насус та янтăлама тăрăшатпăр. Ку хамăршăн та, пирĕн пулăшупа усă кураканшăн та лайăх. Кĕтмен инкек таврашĕ организацишĕн те, халăхшăн та ют пултăрччĕ. Тьфу!
- Апла пулсан, хăвăрăн чи лайăх та пултаруллă рабочисене асăнмаллах ĕнтĕ. Ырă çын ырă ята тивĕç.
- Кĕскен калас-тăк, пирĕн патра ĕçлекен кашни çын чăн-чăн маçтăр, хăйĕн ĕçĕн ăсти. Çакна ĕç условийĕсене çĕнетни те пулăшать. Башньăсене шыв уçлассине автоматизациленĕ. Çакă шывпа талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пĕр чăрмавсăр тивĕçтерме май парать тата ĕçе чылай çăмăллатать. Башньăсен тăррине /пилĕк-ултă хутлă çурт çÿллĕшне/ хăпармалла пулсан та шанчăклă хăрушсăрлăх тунă. Çапах та каяшсене турттарса сиенлекен Юрий Адюков водительпе ăна пулăшакан Виктор Агеева уйрăммăн палăртмаллах пулĕ. Иван Шорников экскаваторщика тата. Вĕсем, юлташлăхри чи яваплă ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех, уйрăм çынсен нумай ыйтăвĕсене пурнăçласа, предприяти, урăхла каласан, коллектив валли хушма укçа-тенкĕ тăваççĕ. Вĕсем кăна мар, ытти рабочисем те халăха тĕрлĕ пулăшу пама яланах хатĕр.
- Мĕн шухăшлаттарать, хумхантарать сире паян?
- Шыв пурин патне те кирлĕ пек пусăмпа çитменни пирки пулакан сăмахсем. Ĕлĕкрех Елчĕкĕн çÿлти урамĕсенче пурăнакансем каçхине шыв сахал килни пирки калатчĕç. Халĕ вăл çитменлĕхрен хăтăлтăмăр. Анчах аялти кассенче пусăм çителĕклех марри пирки пĕлтерекенсем пур. Çавна май ĕлĕк хывнă пăрăхсем ăçта пĕчĕкрех диаметрлă пулнине е ытти сăлтава тупса йĕркене кĕртесехчĕ тетпĕр.
- Уйрăм çынсем колонкăсенчи шывшăн тÿлени пирки сăмахлани илтĕнет. Вĕсене мĕнле хуравланă пулăттăр?
- Паллах, пурин те пÿрт умĕнчи пахча çимĕçне те, чечексене те шăвармалла, мунча хутнă чух та шыв кирлĕ. Çав вăхăтрах ăна пур çĕре те пăрăхпа /шутлав приборĕ урлă/ çитерме май çук. Анчах клиентсене пасар саманинче, мĕн пур ĕç хакĕ ÿссе пынă тапхăрта, шыва тÿлевсĕр пама май çуккине шута илмех тивет. Чăннипе каласан, колонкăпа усă курнăшăн укçине чи пĕчĕк виçепе илетпĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ, пирĕн тупăш çукпа пĕрех, çуллахи хăш-пĕр уйăх вара тăкакпах вĕçленет. Çав вăхăтрах ĕçлекене вăхăтра тÿлемелле, кăштах та пулин хавхалантару фончĕ те тумалла.
Канализаци тытăмĕ пирки хамах хушса калам-ха эппин. Тытăма, тĕпрен илсен, шартлама сивĕре хута янă. Çавна май канава витнĕ чухне пăрăхсем аманса юлнă. Шăпах çав вырăнсенче каяшсем ытларах капланаççĕ. Клиентсем асăрханусăр, тепĕр чух тирпейсĕр пулни те пысăк чăрмав кÿрет. Каяшсем пÿлĕннĕ вырăнсенче çĕтĕк-çурăк, ытти япала тухни пирĕн пулăшупа усă куракансене хăйсене те чыс кÿмест, пирĕншĕн те ырă мар пулăм. Калăпăр, кăçалхи Раштав уявĕн кунĕсенче пирĕн çавăн пек вырăнсене шартлама сивĕре уçса яма тиврĕ. Çакна ăнланасчĕ хăйсен айăпне пула пире ÿпкелеме пăхакан клиентсен.
Çакна палăртар: «Спутник-1» юлташлăх районти лайăх ĕçлекен коллектив шутĕнче. Унăн ертÿçин В.А.Черновăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"